Теодор Траянов

Теодор Траянов | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | пăлх. Теодор Василев Траянов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1882, кăрлач, 30 |
Çуралнă вырăн: | Пазарджик, Болгари |
Вилнĕ вăхăт: | 1945, кăрлач, 15 |
Вилнĕ вырăн: | София, Болгари |
Гражданлăх: |
![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, тăлмач, дипломат, педагог, критик |
Ĕçсен чĕлхи: | болгар |
Теодор Василев Траянов (пăлх. Теодор Василев Траянов; 30.1.1882, Пазарджик — 15.1.1945, София, Болгари ) — XX ĕмĕрти болгар педагогĕ. сăвăçи, литература критикĕ, тăлмачĕ, дипломачĕ, шахмат ĕçченĕ. Болгарин чи чаплă поэчĕсенчен пĕри.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ашшĕ тӳре пулса ĕçленĕ, амăшĕ шкулта ачасене вĕрентнĕ[1], вĕсем Вардар Македонинчен тухнăскерсем пулнă[2]. Шăллĕ — Асен Траянов (1885—1940), çарти инженер тата картограф.
1900 çулта София университечĕн физика-математика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ, кайран Венăри политехника институтĕнче (1901—1908) вĕреннĕ, архитектор дипломне тивĕçнĕ.
Хăйĕн ирĕкĕпех икĕ Балкан вăрçинче (1912—1913), Христо Чернопеев çарĕнче, çапăçнă.
Болгар делегацинче Венăра (1914—1920) пулнă, Бреслаури (халĕ Вроцлав болгар генконсуллăхĕнче хĕсметре тăнă. 1923 çулта Болгарие таврăннă та литература ĕçлĕхне кĕнĕ. 1926—1933 çулсенче Софири арçынсен пĕрремĕш шкулĕнче вĕрентнĕ.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Спорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шахматист. Официаллă мар ирттернĕ Болгарин пĕрремĕш шахмат чемпионатнене (1907) хутшăнса çĕнтернĕ. 1931 çулта ăна çĕнĕрен йĕркеленĕ Болгарин шахмат пĕрлешĕвĕн председателĕ пулмашкăн суйланă[3]. 1936 çулхи акан 13-мĕшĕнче Александр Алехинпа Софире иртнĕ турнирта вылянă партисенче никам та çĕнтереймен [4].
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Болгар литературин классикĕ шутланать[5]. Пейо Яворовпа пĕрле болгар символизмĕн никĕсне хывакансем пулаççĕ.
Поэт дебючĕ 1899 çулта пулса иртнĕ. Сăвăсен пухмачĕсене, литература, театр тата мусăк пирки статясемпе рецензисем çырса кăларнă.
Шекспирăн «Ричард III», Шиллерăн «Заговор Фиеско в Генуе», Генрих фон Клейстăн «Принц Фридрих Гомбургский» драмисене тăван чĕлхене куçарнă.
Теодор Траяновăн хăшпĕр сăввисене акăлчан чĕлхине куçарнă та антологие кĕртнĕ.
Суйланă библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Regina mortua. Стихотворения. 1909
- Химни и балади. Избрани стихотворения. 1902—1909. 1912
- Български балади. 1921, 1995
- Песен на песните. 1923
- Романтични песни. София, 1926
- Освободеният човек. 1905—1911, 1929
- Пълно събрание на съчиненията: Т. 1 — 3: Т. 3 София: Ст. Атанасов 1929.
- Декламаториум. Най-популярни песни и поеми. 1932
- Пешо чорлавият. Истории за непослушни деца. Нагодил на бълг. ез…, 1933
- Пантеон, 1934.
- Най-хубавите басни за деца. Нагодил на бълг. ез… 1934
- Едно, две, три… Стихове от… Пантеон. 1934
- Земя и дух. 1921—1926. Кн. 1. 1941
- Избрани стихотворения. 1966
- Избрани творби. 1981
- Венчани духовно Дневник и стихотворения: Писма от Теодор Траянов. София УИ «Св. Кл. Охридски» 2000.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Попов, 2006
- ^ «Македония», 1931
- ^ Сергиев, Стефан. Доклад относно честването 75 г. БФШ 2019 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. // Българска федерация по шахмат, 15.12.2006.
- ^ Alekhine’s Simultaneous Exhibition:Sofia, Bulgaria, April 1936 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ., посетен на 25 март 2010.
- ^ Теодор Траянов.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Теодор Траянов(болг.)
- Теодор Траянов(болг.)
- Работы Теодора Траянова(болг.)
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Пазарджикра çуралнисем
- Софияра вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- XX ĕмĕрти сăвăçсем
- XX ĕмĕрти тăлмачсем
- XX ĕмĕрти дипломатсем
- XX ĕмĕрти педагогсем
- Пăлхари педагогĕсем
- Пăлхари сăвăçĕсем
- Пăлхари çыравçисем
- Пăлхари критикĕсем
- Пăлхари шахматисчĕсем
- Пазарджикĕн хисеплĕ гражданĕсем
- Пайăр çынсем:Балкан вăрçисем