Терентьев Юрий Петрович
Юрий Терентьев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Юрий Петрович Терентьев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1961, авăн, 13 |
Çуралнă вырăн: | Сарпăлат ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1995, раштав, 23 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Гражданлăх: | ССРП, РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | проза |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Терентьев Юрий Петрович (1961 çул, авăн, 13, Чăваш АССР, Элĕк районĕ, Сарпăлат ялĕ) — 1995, раштав, 23) — чăваш прозăçи.
СССР ÇП пайташĕ (1991).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1961 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш АССР-ĕн Элĕк районĕнчи Сарпăлат ялĕнче çуралнă.
Вăтам шкулта вĕренсе тухсан, 1978 çулта Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» (халĕ «Пурнăç çулĕпе») хаçат редакцийĕнче корректорта, çакăн хыççăн хăй çуралнă ялтах клуб ертӳçинче ĕçленĕ. 1979-1981 çулсенче çар хесметĕнче пулнă. 1982-1987 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Ставропольти «Молодой коммунист» ятлă çамрăк хаçатĕнче вăй хунă.
1988 çулта вăл Чăваш Ене таврăннă. Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» хаçатра ĕçленĕ. Çав çулах Шупашкара куçса килнĕ, «Капкăн» журналта ĕçлеме тытăннă: пай редакторĕ, аслă редактор, литература пайен ертӳçи, тĕп редактор çумĕ пулнă.
1995 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юрий Терентьев «Кремль сакки сарлака» (1989 çулта кĕнекепе тухнă), «Чечек çыххи» (1991 çулта кĕнекепе тухнă), «Коррида, самурайсем тата анăçран тухнă хĕвел», «Çурхи тĕлĕк» повеçсен, «Амăш чĕри», «Кӳрентерчĕç», «Чăн турă», «Телей куççулĕ», «Вырăнлă парне» калавсен авторĕ.
Çавăн пекех 1990 çулта унăн «Касман Туртакассинчи чап-чап уйăхĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш çыравçисем
- Раççей çыравçисем
- СССР çыравçисем
- 1961 çулта çуралнисем
- Авăнăн 13-мĕшĕнче çуралнисем
- 1995 çулта вилнисем
- Раштавăн 23-мĕшĕнче вилнисем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ