Тетраци
Тетра́ци (гиперопера́тор-4), математикăра — капаша хăпртасси хыççăнхи гипероператор, экспонентăн итерацилле функцийĕ.
Тетрацие çав тери пысăк хисепсене çырса кăтартма усă кураççĕ.
Ку, «тетраци» термин, «тетра-» (тăваттă) тата «итераци» (тепĕрлĕхлев) компонентсенчен тăрать, ăна чи малтан акăлчан математикĕ Рубен Гудстейн 1947-мĕш çулта сĕннĕ[1]
Хуть те мĕнле минуссăр чăн хисепшĕн тата минуслă мар тулли хисепшĕн, тетрацие рекуррентлăн çапла палăртма пулать:
Ăнах ак çапла та çырăпăр:
Е, Кнут ăнкай нотацийĕпе килĕшÿллĕн:
Çапла вара, ку палăртав çыраври тетрацие шутлассине, капаштарăва, чи аякри шайсенчен пуçласа (сылтăмран сулахаялла) тума хистет.
- ,
Е:
- .
Çав вăхăтрах, капаштару ассоциативлă операци пулманнине кура, хирĕçле йĕркепе каланăлăха шутлани урăх результат патне илсе çитерет:
- ,
Е:
- .
Ĕнтĕ капаш пашнисене, урăхла ятарлă кăтарту çук пулсан, яланах çÿлтен аялалла (сылтăмран сулахаялла) шутлас пулать. Кун пирки манмалла мар.
Тетраци — гипероператор
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тетраци, йĕркипе шутласан, тăваттăмĕш гипероператор пулса тăрать (1,2,3-мĕшĕсем — хушасси, хутласси тата капаша хăпртасси):
- Хушасси:
- Хутласси:
- Капаша хăпартасси:
- Тетраци:
Кашни операци — умĕнхин итерацийĕ (тепĕрлĕхлевĕ).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Goodstein R. L. Transfinite ordinals in recursive number theory // Journal of Symbolic Logic[англ.]. — 1947. — Т. 12. — doi:10.2307/2266486.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кузнецов Д. Тетрация как специальная функция // Владикавказский математический журнал. — 2010.