Контент патне куҫ

Тимирязев Климент Аркадьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Климент Аркадьевич
ТИМИРЯЗЕВ
Климент Аркадьевич Тимирязев
Çуралнă вăхăт: 1843, çĕртме, 3
Çуралнă вырăн: Санкт-Петербург, Раҫҫей империйӗ
Вилнĕ вăхăт: 1920, ака, 28 (76 ҫул)
Вилнĕ вырăн: Мускав, Совет Раççейĕ
Патшалăх:

Раççей империйĕ,
Совет Раççейĕ

Ăслăх сфери: биологи
Ăсчах степенĕ: ботаника тухтӑрӗ
Ăсчах хисепĕ: тава тивӗҫлӗ профессор
Альма-матер: Санкт-Петербург университечӗ
Паллă: вырӑс ӑслӑлӑхлӑ ӳсентӑрансен физиологийӗн шкулӗн никӗслекенӗ
Чыславсемпе парнесем


Крун лекцийӗ (1903), Лондон корольлӗ пӗрлӗхӗн ютҫӗр пайташӗ (1911 чӳкӗн 9)
Çĕн Çĕпĕр облаçĕн Искитим районĕнчи Тальменка салинче лартнă Тимирязев палăкĕ.

Климе́нт Арка́дьевич Тимиря́зев (3.6.1843, Санкт-Петербург, Раççей империйĕ — 28.4.1920, Мускав, Совет Раççейĕ) — çутçанталăка тĕпчекен вырăс ăсчахĕ, ӳсентăран физиологин специалисчĕ, фотосинтез облаçĕнче пысăк ӳсĕм тунăскер, Раççейре Дарвинăн эволюци теорине саракансенчен пĕри, ăслăх популяризаторĕ тата ăслăх историкĕ, Мускав университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ.

Петербургри ăслăхсен академин корреспондент-пайташĕ (1890)[1], Лондонти король пĕрлĕхĕн ютçĕр пайташĕ (1911)[2].

Мускав патшисем патĕнче Петĕрченхи вăхăчĕчченех хĕсметре тăнă ĕлĕкхи Тимирязевсем дворян йăхĕнчен пулса тухнă. Авалхи нĕселĕсем Ылтăн Уртаран Мускав куçса килнĕ пулнă.

Климент Тимирязев 1843 çулта Галера урамĕнче пурăннă, Тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçине хутшăннă, Петербургăн тăмха хĕсмечĕ тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Семёнович Тимирязев (каярах сенатор тата вăрттăн канашçă) тата унăн арăмĕ — Аделаида Климентьевна, хĕр чухне Боде баронесса — килйышĕнче çуралнă.

Боде баронсем, нимĕç аристокрачĕсем, протестантсем пулнă, вĕсен Эльзасра çĕрсем пулнă, Аслă Франс революцийĕ хыççăн пурлăхне çухатнăскерсем. Çапла вара, Карл Август Людвиг Фридрих фон Боде барон (1744—1797), унăн иккĕмĕш арăмĕ паллă акăлчан хĕрĕ Мэри (Марии) Киннерслей (1812 вил.)[3], Киннерслейсен йăхĕнчен тухнăскер. Вĕсен Англире Локсли-Холл кил йăви пулнă. Вĕсене Раççейре Екатерина II ăшшăн кĕтсе илнĕ те чылай çĕр пурлăхне панă. Çак Боде барона Раççейре Карл Илларионович Боде пек пĕлнĕ[4]. Унăн ывăлĕ, Людвиг Карл (Лев Карлович) Боде (1787—1859) Раççей императорĕ килĕнче обер-гофмейстер пулнă. Тепĕр ывăлĕ, Клеменс Филипп Иосиф Боде (1777—1846), ăна Раççейре Климентий Карлович пĕлнĕ, Тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçинче хăйĕн укçипе касаксен полкне йĕркеленĕ те көмандăлан; 1813 çулта полк Дрезден патĕнче, Кацбах тата Ляйпциг патĕнче хаяррăн çапăçнă, вăрçă вĕçленсен подполковник чинĕпе отставкăна тухнă[5].

Амăшне пула вăл нимĕç тата дворянсен тĕнчери чĕлхипе — франс чĕлхине — пĕлнĕ, çаплах вырăссен тата акăлчансен культурине питĕ лайăх туйнă. Хăйĕн пирки çапла çырнă: «Эпĕ — вырăс пулин те манăн вырăс юнĕнче чылаяъх акăлчан юнĕ пур». Тăтăшах Англие çӳренĕ, куçăн Дарвинпа тĕлпулнă, унпа пĕрле Аслă Британире унта унчен пĕлмен ӳсентăрансен физиологине тĕпченĕ. Дарвин çапла вара Климент сĕннипе хлорофилл пирки те çырнă.

Климент Аркадьевича унӑн тӑванӗсем — Василий, Николай тата уйрăмах органикăллă химипе хăтланма хистенĕ, хлорофила тĕпченĕ Дмитрий Тимирязев, статистик тата химик, питĕ витĕмленĕ. Тĕпĕр тăванĕ (пĕр юнлăскер) Иван В. И. Тимирязев суту-илӳ министрĕн ашшĕ пулнă.

К. А. Тимирязев арӑмӗ — Александра Алексеевна Готвальт (1857—1943), Ловейко Алексей Александрович генерал-майор (1829-79), Мускав полицмейстерӗн килйышӗнчен тухнӑ.

Климент Аркадьевичӑн ывӑлӗ Аркадий Климентьевич совет физикӗ пулса тӑнӑ.

1860 ҫулта Санкт-Петербург университетӗнче вӗренме пуҫланӑ. Малтан, юриспруденци факультетӗнче, унтан физика-математика факультетӗнче. 1865 ҫулта вӗренме вӗҫленӗ[6]. 1861 ҫулта студент протестӗсенче хутшӑннине тата полицие пулӑшманлӑха пула университетран уйрӑлса тухтарнӑ. Пӗр ҫултан, ӑна вӗренме таврӑнма ирӗк панӑ, анчах итлекен пекех кӑна.

К. А. Тимирязев, 1868 ҫул

1867 ҫулта Д. И. Менделеевӑн шут тытнине пула Чӗмпӗр кӗпӗрнинче сӑнав агрохимиллӗ станцийӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫак вӑхӑтра, Карл Марксӑн "Капитал" кӗнекипе оригиналта паллашнӑ. 1868 ҫулта печетре унӑн пӗрремшӗ ӑслӑлӑхлӑ ӗҫ "Углекислотан арканӑвӗн тӗпченишӗн хатӗрӗ" (выр. «Прибор для исследования разложения углекислоты»). Ҫак ҫулта Тимирязева профессор пулса тӑнишӗн ютҫӗре янӑ. Вӑл Гофмейстер Вилгельмра, Бунзен Роберт Вильгельмра, Кирхгоф Густавра, Бертло Марселенте ӗҫленӗ. Г. Гельмгольцӑн, Ж. Буссенгӑн, К. Бернарӑн лекцисене илтнӗ.

Петр академийӗн профессорӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раҫҫее таврӑннӑ, Тимирязев магистр диссертацине хӳтӗленӗ ("Хлорофиллӑн спектрлӑ анализӗ", 1871). А. С. Фаминцынпа ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн, ӑна Петр ял-хуҫалӑхлӑ тата вӑрманлӑ академийӗн профессорӗ пек вӗретме тӑратнӑ. 1875 ҫулта "Ӳсентӑранӑн ҫутта сисни ҫинчен" ӗҫшӗн ботаника тухтӑрӗн степенӗ илнӗ.

Мускав университетӗнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Мускав университетӗн вӗрентӳҫисем (1911). Ларакансем: В. П. Сербский, К. А. Тимирязев, Н. А. Умов, П. А. Минаков, М. А. Мензбир, А. Б. Фохт, В. Д. Шервинский, В. К. Цераский, Е. Н. Трубецкой. Тӑракансем: И. П. Алексинский, В. К. Рот, Н. Д. Зелинский, П. Н. Лебедев, А. А. Эйхенвальд, Г. Ф. Шершеневич, В. М. Хвостов, А. С. Алексеев, Ф. А. Рейн, Д. М. Петрушевский, Б. К. Млодзеевский, В. И. Вернадский, С. А. Чаплыгин, Н. В. Давыдов

1877 ҫулта Мускав университетне ӳсентӑрансен физиологипе анатомийӗ кафедринче вӗретме чӗннӗ. 1884—1911, 1917—1920 ҫулсенче физика-математика факультетӗн ботаника кафедрин ординарлӑ профессорӗ. 1902 ҫулта Мускав университетӗн тава тивӗҫлӗ профессорӗ пулса тӑнӑ[7].

Хӗрарӑмлӑ "коллективлӑ курссен" йӗркелекенӗ тата вӗрентӳҫи (В.И. Герье профессорӑн курсӗсем, Мускав ҫӳллӗ хӗрарӑмлӑ курсӗсем. Вӗсем Раҫҫейри хӗрарӑмлӑ аслӑ пӗлӗвӗн пуҫланӑ. Вӗсене тава пула Раҫҫейре малалла вӗрентӳллӗ тата культурӑллӑ вӗретӗшсем йӗркеленнӗ: Дарвин музейӗ, Н. И. Пирогов ячӗллӗ Раҫҫей нациллӗ тӗпчевлӗ медицина университечӗ, М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх ҫинҫе химиллӗ технологисен университечӗ, Мускав патшалӑх педагогика университечӗ)

Унсӑр пуҫне, Тимирязев Мускав университечӗ патӗнчи Антропологин, этнографин тата ҫут ҫанталӑкӑн пӗлӗвӗн юратаканӗсен пӗрлӗхӗн ботаника уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ.

Мускав университетӗнчен тухни. Пӗрлӗхлӗ шухӑш

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1911 ҫулта Вӗрентӳ министрӗн Л. А. Кассон реакциллӗ политикине тата студентлӑха хирӗҫленӗве пула Климент Аркадьевич тата 130 яхӑн урӑх вӗрентӳҫӗсем университетран тухнӑ.

1914 ҫулта тӗнче вӑрҫин пуҫланине пула вӑл вӑрҫа хирӗҫ журналӗн "Летопиҫӑн" ӑслӑлӑх уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑма Горькийӗн чӗневне илнӗ. Тимирязевӑн хутшӑннине пула журналта унӑн юлташсем Нобель премийӗн лауреачӗсем Илья Мечников, Иван Павлов тата культура ӗҫченӗсем Александр Блок, Иван Бунин, Валерий Брюсов, Владимир Маяковский, Сергей Есенин, Лариса Рейснер, Исаак Бабель, Янис Райнис, Джек Лондон, Герберт Уэллс, Анатолтий Франс тата тӗрлӗрен партисен социалисчӗсем ӗҫлеме, ҫырма, публикациленме пуҫланӑ.

Ҫӗнӗ Раҫҫейре

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 ҫулхи авӑнтан эсерсен партийӗн Тӗп комитечӗ Тимирязева социалист ертсе пынин Вӗрентӳ министрӗ пек илсе панӑ. Анчах "нимӗҫсен"[8] кулака аркатнине, апат-ҫимӗҫ кризисне, продразвёрсткӑна, Вӑхӑтлӑ ертсе пынин хресченсене пур улпут ҫӗрне ирӗк паманлӑха тата ҫӗр ҫине хресченсене таврӑнтарманлӑха пӑхса Климент Аркадьевич Ленинӑн Апрель тезисӗсене тата Октябрь революцине килӗшнӗ. Ҫакна пула вӑл Мускав университетне таврӑннӑ.

1920 ҫулта К. А. Тимирязев хӑйӗн кӗнекин "Ӑслӑлӑхпа демократи" пӗрремӗш экземплярне Владимир Ленина янӑ. Унта вӑл совет влаҫне тата социалист тытӑмне килӗшнӗ. Вӗрентӳ халӑх комиссариатӗнче ӗҫленӗ. Мусканашӑн (Мускав канашӗ - хула парламенчӗ) ӗҫченӗ пулса тӑнӑ. 1920 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче Мусканашӑн ял-хуҫалӑх уйрӑмӗн пуххи хыҫҫӑн питӗ чирлесе пуҫланӑ тата вилнӗ.

Килйышпа тата арӑмӑн тӑванӗсемпе юнашар Ваганьково масарӗнче вилӗ пытарнӑ.

Ӑслӑлӑха сарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раҫҫейре ӑслӑлӑхӑн сарнишӗн тата ӑна пӗрлӗхӗн пайӗ пекех пулса тӑнӑшӑн Тимирязев питӗ нумай тунӑ. Унӑн вӑйӗсемпе Раҫҫейре ӑслӑлӑхӑн ӑнлани тӗнчери ӑнлавпа пӗр шайччен ҫитнӗ.

Унӑн тĕрлĕрен ăслăх-популярлӑ лекцисем тата статьясем пухмачсене кӗнӗ:

  • "Публикӑллӑ лекцисемпе каланисем"[9],
  • "Хальхи ҫут ҫанталӑкӑн темле тӗп шут тытнисем"[10],
  • "Ҫӗр туни тата ӳсентӑрансен физиологийӗ"[11],
  • "Чарлз Дарвин тата унӑн вӗренӗвӗ"[12],

Климент Аркадьевич ӑслӑлӑхӑн сараканӗ пек, Европӑри чӗлхесенчен ӑслӑлӑхлӑ ӗҫсене вырӑсла куҫарнӑ. Пӗрремӗш черетре, ҫав вӑхӑтра питӗ паллӑ Ч. Дарвинӑн тата ытти акӑлчан тӗпчевҫисен ӗҫӗсем. Вӗсен хушшинче, "Ҫут ҫанталӑк суйланипе тӗссен ҫурални"[13]. Унӑн кӗнеки "Ӳсентӑрансен пурнӑҫӗ"[14] (Европӑн тӗп чӗлхисенче куҫарнӑ) ӳсентӑрансен физиологийӗ ҫинчен чи ӑслӑлӑх-популярлӑ кӗнекесенчен пӗри.

Историллӗ ӗҫлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑслӑлӑхӑн кунҫулҫи пекех, Тимирязев нумай ҫав вӑхӑтри тӗнчере паллӑ ӑслӑлӑхҫӑсен биографисене ҫырса печетленӗ. 50 ҫул вӑл тӗрлӗрен халӑха аталанасшӑн ҫынсен биографисен галерейӗ пуҫтарнӑ: 1862 ҫулта социалист Джузеппе Гарибальдирен пуҫласа 1919 ҫулта Марат "Халӑхӑн тусӗ" ҫинчен ҫыру таран.

Санкт-Петербургра
  • 1843 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнчен — 1854 ҫулччен — Галерная урамӗ, 16.
  • 1854 ҫул — А. Ф. Юнкерӑн ҫурчӗ — Васильевский утравӗн Мӑн проспекчӗ, 8.
  • 1867 ҫултан — 1868 ҫулхи юпаччен — Сергиевская урамӗ, 5.
  • 1870 ҫулхи кӗр — Каменноостровский проспекчӗ, 8.
Мускавра
  • 1880-мӗшсем — Кӗҫӗн Молчановка урамӗ, 9.
  • 1899—1920 — Романов тӑкӑрлӑкӗ, 4, ҫурт 2, хваттер 29 (халӗ унта мемориаллӑ музей-хваттер).

Ӗҫпе чыслани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Мускав университетӗн профессорӗ.
  • Петербург ӑслӑлӑхсен академийӗн пайташ-корресподенчӗ (1890).
  • Лондон корольлӗ пӗрлӗхӗн ютҫӗр пайташӗ (1911).
  • Кембриджӑн, Женева тата Глазго унивеситетӗсен тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
  • Эдинбургпа Манчестер ботаника пӗрлӗхӗсен пайташ-корреспонденчӗ.
  • Раҫҫей ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗсен пайташӗ: Ирӗклӗ экономикӑллӑ, Мускав физикӑллӑ, Вырӑс физика-химиллӗ, Санкт-Петербург ӑслӑлӑхҫӑсен, Мускав ҫут ҫанталӑка ӑслӑлӑхҫӑсен, Вырӑс фотографиллӗ пӗрлӗхӗ.
  • Мускав университечӗ патӗнчи Антропологин, этнографин тата ҫут ҫанталӑкӑн пӗлӗвӗн юратаканӗсен пӗрлӗхӗн ботаника уйрӑмӗн ертӳҫи.
  • Вырӑс ӑслӑлӑхҫисемпе тухтӑрӗсен пуххин йӗркелекенӗ, IX-мӗш пухӑн ертӳҫи.
  • Социалист академийӗн пайташӗ.
  • Натуралистсен тата ӗҫчен-хӑй ӑслӑлӑхҫӑсен ассоциацийӗн ертӳҫи.
  • Мусканашӑн депутачӗ (1920).

Тимирязев большевиксене килӗштернӗрен совет влаҫӗ унӑн еткерлӗхне пропагандӑра нумай усӑ курнӑ.

  • "Балтика депутачӗ" фильм.
  • Тимирязев музей-хваттерӗ.
  • Мускаври Мӑн Никитская урамӗнчи палӑк.
  • МПУ-н ӑслӑхҫӑсен аллейӗнчи тата МПУ-н ҫӗр пӗлĕвĕн музейӗнчи бюстсем[15].
  • Тимирязев академийӗн паркӗнче бюст (Мускав).
  • Беларуҫри Минск облаҫӗн Бысрица агрогородокӗнчи бюст.
  • Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр патӗнчи Тальменка ялӗнчи бюст.
  • Раҫҫейре тата юнашар патшалӑхсенчи тӗрлӗрен бюстсем, палӑксем, ытти ӑсӑнмалӑх объектсем.
РФ ТБ-н укҫи. К. А. Тимирязевӑн ҫуралнӑ кунӗнчен 150 ҫул
Тимирязева хисеплесе тăракансем
  • Совет хыҫӗнчи патшалӑхсенче нумай пурӑнан вырӑнсем. Тӗслӗхрен: РФри Липецк облаҫӗн Тимирязев поселокӗ тата Сарӑту облаҫӗн Тимирязевский, Казахстанти Костанай облаҫӗн Тимирязев ячӗллӗ поселокӗ, тата нумай ы.т.
  • Раҫҫейӗн Мускавра районӗ.
  • Казахстанӑн Алма-Атара урам.
  • Уйӑх кратерӗ.
  • Астероид 6082 Timiryazev.
  • Теплоход "Академик Тимирязев".
  • Мускаври метро станцийĕ — Тимирязевская.
  • Нумай вӗрентӗшсем, университетсем, колледжсем, шкулсем, музейсем, вулавӑшсем тата ы.т. Тӗслӗхрен, Сарӑту облаҫӗнчи Татищево районӗн Октябрьский Городок ялӗнче К. А. Тимирязев ячӗллӗ ял-хуҫалӑх техникумӗ пур.
  • Нумай урам.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Профиль Климента Аркадьевича Тимирязева РĂА официаллă сайтĕнче
  2. ^ Timiriazeff; Clement Arkadevich (1843—1920)(ĕçлемен каçă)(акăлч.)
  3. ^ Приключения баронессы Боде.
  4. ^ Боде Карл Илларионович (1744—1797).
  5. ^ Боде Клементий Карлович (Clement Joseph Philip von Bode) (1777—1846).
  6. ^ Императорский С.Петербургский университет в течение первых пятидесяти лет его существования : историческая записка 2023 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. / сост. по поручению Совета Ун-та ординарным проф. по Каф. истории Востока В. В. Григорьевым. — СПб.: в Тип. В. Безобразова, 1870. — С. CXVIII.
  7. ^ Тимирязев Климент Аркадьевич — Летопись Московского университета.
  8. ^ Ҫав вӑхӑтра ку ят улпутсене лайӑхрах ӗҫлекен тата тавара тӑвакан хресченсемшӗн усӑ курнӑ
  9. ^ выр. «Публичные лекции и речи» (М., 1888)
  10. ^ выр. «Некоторые основные задачи современного естествознания» (М., 1895)
  11. ^ выр. «Земледелие и физиология растений» (М., 1893)
  12. ^ выр. «Чарлз Дарвин и его учение» (4 изд., М., 1898)
  13. ^ выр. Происхождение видов путём естественного отбора
  14. ^ выр. Жизнь растений
  15. ^ Музей Землеведения МГУ — Тимирязев Климентий Аркадьевич.
  • Сысоева Е. К., Косулина Л. Г. Тимирязев Климент Аркадьевич // А. Ю. Андреев, Д. А. Цыганков Императорский Московский университет: 1755—1917 : энциклопедический словарь. — М.: Российская политическая энциклопедия (РОССПЭН), 2010. — С. 712—713. — ISBN 978-5-8243-1429-8.
  • академик Прянишников Д. Н. Из воспоминаний о Тимирязеве (К 25-ти летию со дня смерти) // Наука и Жизнь : журнал. — 1945. — Апрель (№ 4). — С. 43—48.