Тимофеева Ксения

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тимофеева Ксения (XIX ĕмĕрте хальхи Вăрнар районĕн Хураçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ çын) —чăваш хĕрарăмĕсенчен чи малтисенчен пĕри чăваш çырулахĕнче йĕр хăварнăскер.

Тĕлĕнмелле литература палăкĕ вăл — чăваш хĕрĕсем Николай Золотницкие (1829-1880) тав туса çырнă чăвашла çырусем. Акă вĕсенчен пĕри, Хураçырмари Ксения Тимофеева çырнăскер, — хальхи çырулăх мелĕсемпе палăртма хăтлансан[1]:

Николай Иванович, Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăчĕ. Çак сăмахсемпе сана чуптăватăп, Христос чиркĕвĕ каланă пек, çакă çыру манăн пултăр хĕрлĕ çăмарта вырăнне. Эс мана çыру хисеплесе çырнăшăн, кĕнекесене те янăшăн рахмат сана; санăн арăмна та рахмат, салам çырса яратăп, ăна валли шăтăкла яратăп, алшăлли вĕçне тытма, хамăн алăпа çыхнине. Пирĕн архиерей Антоние рахмат кала манран, кĕнеке янăшăн. Турă парĕ-и хăçан та пулин курма ăна, пирĕн еннелле килсе курĕ-и кăçал? Митрофан пиччене салам çырса яратăп. Ман килтисем сире пурте салам яраççĕ. Санăн арăму ан ятлатăр мана шăтăкласене çуманшăн — супăнĕ пулмарĕ. Сыв пулăр тепре куриччен. Хураçырмари Тимофей хĕрĕ Оксинья. 1868 çул, май уйăхĕ вун тăхăр кун иртрĕ.

Çак хĕр каярахпа çырура асăннă Митрофан Дмитриева (1847-1906) качча тухнă[2][3], вара вĕсем Иван Дмитриев (1876-1911) мусăкçăна çуратса ÿстернĕ.

Асăннă Ксения Тимофеевана тата ыттисене (унăн хĕр-юлташĕсене) чăваш çырулăхĕнче тата çыравĕнче чи малтан палăрнă хĕрарăмсенчен пĕрисем теме пулать.

Н. Золотницкий патне чăваш хĕрĕсем çырнă тепĕр çыру (авторĕсем — Кӳстӳмӗрти Васса Павлова тата Варвара Иванова)[2]:

Аслӑ Улпут! эпӗр илтрӗмӗр, эсӗ ытла та чӑвашсене юрататӑн, пире валли кӗнекесене те хатӗрлетӗн, ҫавӑнпа эпӗр килтӗмӗр кунта Сана рахмат калама. Эпӗр ӗлӗк хут вӗрентӗмӗр тӑватӑ ҫул, халь эпӗр хут вӗренсе тухни виҫӗ ҫул ҫитет, пӗр ластӑк манма та пуҫлатпӑр. Халь Сан чонна тем пек хӗпӗртеттересчӗ те – пултаратпӑр-и тем?

Килйыш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Çăлкуçра (Родионов В.Г. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем. Шупашкар, 2006. — 240-241 С.) ун чухнехи çырулăхпа çырнă оригиналне кăтартман.
  2. ^ 1 тата 2 Виталий Родионов: Чӑваш ятпа тухнӑ малтанхи пуп тата вӗрентекен (Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса) — Аçтахар порталĕ (кунта та ун чухнехи çырулăхпа çырнă оригиналне кăтартман).
  3. ^ Лукошкова. А. Свадьба чувашского учителя // Иллюстрированная неделя. СПб., 1873. № 6. С. 88-90.