Контент патне куҫ

Сипет Василий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сипет Василий
Сипет Василий

Сипет Василий (чăн ячĕ Тихомиров Василий Николаевич), — прозаик, драматург. Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче 1940 çулхи пуш уйăхĕн 3 çуралнă. 2001 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. «Ӗç ветеранĕ» медальне тивĕçлĕ пулнă.

1963 çулта И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе тухнă. Ача чухне колхозра та килте те тăрăшуллă, ĕçрен хăрамасăр ĕçленĕ. Кайран вара Сĕнтĕрти левпромхозăн Ильинкăри вăрман касакан заводра ĕçленĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл Муркаш районне вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ вырăнне ĕçлеме кайнă. Çав шкултах вăл кайрантарахпа завуч вырăнне, унтан вара директор вырăнне йышăннă.

ВЛКСМăн Чăваш обкомăн иструкторĕ, Чăваш Енĕн Минкомхозăн РЖУра аслă инспектор вырăнĕсенче ĕçленĕ. Кайран вара шупашкарти А. Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕн директорĕ, Шупашкарти каç енĕпе вĕрентекен 7-мĕш шкул вĕрентекенĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Унăн литература ĕçĕ 1958 çулта пĕчĕк калавсенчен пуçланнă. 1990 çулсенче вăл хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Ку вăхăтра унăн питĕ нумай калавĕсем тĕрлĕ журналсенче тата хаçатсенче пичĕтленнĕ. Çавăн пекех вăл ку вăхăтрах «Лачака» повесьне, «Зайка тата Зорька» романне çырнă.

Унăн «Аслатиллĕ ир» пьесине Чăваш Драма театрĕнче лартнă.

Сипет Василий темиçе ăслăлăх статьисен авторĕ.

  • «Лачака» (повесть, 1999)
  • «Зайка тата Зорька» (роман, 1999)


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.