Контент патне куҫ

Тодор Шишков

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шишков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Теодор Траянов
Ӳкерчĕк:Тодор Шишков.jpg
Çуралнă чухнехи ят: пăлх. Тодор Николов Шишков
Çуралнă вăхăт: 1833, çу, 27
Çуралнă вырăн: Велико-Тырново, Осман империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1896, çĕртме, 15
Вилнĕ вырăн: Варна, Болгари
Гражданлăх: Пăлхари Пăлхари
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, драматург, журналист, этнограф, историк, тăлмач, педагог, çутлăхçă, пĕрлĕх ĕçченĕ.
Ĕçсен чĕлхи: болгар

Тодор Николов Шишков (27.5.1833, Велико-Тырново, Осман империйĕ — 15.6.1896, Варна, Болгари) — Болгар наци чĕрĕлĕвĕ эпохиинчи болгар сăвăçĕ, драматургĕ, журналисчĕ, этнографĕ, историкĕ, тăлмачĕ, педагогĕ, çутлăхçи, пĕрлĕх ĕçченĕ.

Кĕнекесене, вĕренӳ кĕнекисене, статьясене, пьесăсене çырнă, Анăç Европăри тата вырăс литературинчен нумай ĕçе куçарнă.

«Богари халăхĕн историйĕ», пĕрремĕш кăларăмĕ (1873 ç.)

«Цариградски вестник», «Български книжици», «България», «Дунавски лебед», «Време», «Македония», «Право» хаçатсене, «Читалище» тата «Българска пчела» журналсене çырнă.

Унăн инициативипе 1850 çулта Стара-Загорăра пĕрремĕш пĕрлĕх центрне уçнă — 1877 çул тĕлне унта 15 000 кĕнеке пулнă.

1855 çулта Франс чĕлхинчен «Пĕчĕк энциклопеди е ачасем валли пуçламăш пĕлӳсене» куçарнă та Константинопольте виçĕ хучен кăларнă. 1860 çулта грек чĕлхинчен «Этем ăс-тăнне валли çимĕç, ачасем валли шкулти тата килти кĕнекене» куçарса пичетленĕ.

1861 çулта Францие кайңă та 1865 çулта «Коллеж де Франс»ра (Парис) вĕренсе тухнă, унта вăл Петр Беронăн, Эмиль де Жирарденăн тата Эдуар Рене Лабулэ лекцисене итленĕ.

1871 - 1873 çулсенче Константинопольте, кайран Сливенре пурăннă, хыççăн Велико-Тырновора вĕрентнĕ. 1896 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче вилнĕ.

Суйланă библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Малка енциклопедия»,
  • «История на българские народъ»,
  • «Българските старини» — фольклорные исследования;
  • драмăсем
    • «Велизарий»,
    • «Хубава неделка»;
  • сборник лирико-эпических стихотворений.
  • вĕренӳ кĕнекисем
    • «Наръчен учебник на начална математика в три курса; арифметика, алгебра и геометрия за народните ни училища» (1869)
    • «Начална българска граматика» (1872)
    • «Елементарна словесност. Теория на словесността» с приложение «Кратък исторически обзор на българската литература» (1873)

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]