Толеген Медетбаев

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Толеген Медетбаев — Аральск хула канашĕн председателĕ, Коммунист партийĕн пайташĕ. 1890 çулта Аральскра çуралнă.

Ленин ыйтнипе Атăлçи тăрăхне 20 вакун патнелле пулă янипе паллă. Ун чухле пулă пухма ăна вырăнти халăх пулăшнă. Кайран, пулăпа тивĕçтернĕ хыççăн Ленин ăна тав сăмахĕ каланă. Аральскра ун ячĕллĕ урам пур. Хулари пĕр панно çинче Толеген Медетбаевпа Ленин тĕл пулăвне сăнласа панă.

Çак паттăрлă ĕçе Газиза Жубанова хăйĕн «Ленин çырăвĕ» (Арал чăнлăхĕ) ятлă хайлавĕнче сăнласа панă. Ку ĕçĕ çавăн пекех чылай ытти хайлавсенче усă курнă.