Тольяттири пукане театрĕ
| Тольяттири пукане театрĕ | |
| | |
| Йĕркеленĕ | 1973 |
|---|---|
| Ертӳлĕх | |
| Директорĕ | Булюкина Надежда Валентиновна |
| Тĕп режиссёрĕ | Дрейлих Янина Владимировна |
| Каçăсем | |
| Официаллă сайчĕ | |
Тольяттири пукане театрĕ — Тольятти хулинчи пукане театрĕ (2018 çулчен «Пилигрим» ятлă пулнă[1]).
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Профессионаллă пукане театрĕ Тольятти хулинче 1973 çулта йĕркеленнĕ. Пуçараканĕ — Самарти пукане театрĕн тĕп режиссёрĕ РФ халăх артисчĕ Роман Ренц. Вăл Омск, Ăренпур, Куйбышев тата Сарăту хулисенчи артистсемпе специалистсене кунта пуçтарнă.
1973 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Савелий Уралов пуканеç-режиссёр Сапгир Г. В. пьесипе «Ты для меня» спектакль премьерине кăтартнă.
Театрăн тепĕр ертӳçи Александр Розенгартен пулнă, вăл театра 1980 çулта ертсе пыма тытăннă. Ун чухне театр ССРП хулисене çитсе пултарулăхĕпе паллаштарнă. «Куда, ты, жеребёнок?» спектаклĕпе коллектив болгар драматургин фестивальне хутшăннă. 1988 çулта ача-пăча театрĕсен 70-çуллăхне халалланă Пĕтĕм Раççейри фестивалĕнче «Пилигрим» театр «Лиса, Заяц и Петух» спектакльпе РСФСР театрĕсен хушшинче 12 чи лайăх театрĕ ятне тивĕçнĕ. Пурĕпе Розенгартен 15 спектакль лартнă.
1991 çулта театр хула администраципе контракт çырнă та муниципаллă статусне тивĕçнĕ.
Театрăн пĕрремĕш пултарулăх ертӳçи пулмашкăн Образцов патĕнче вĕреннĕ Савелий Романович Уралова шаннă[2].
Паян театрăн тĕп режиссёрĕ пулса Янина Дрейлих тăрăшать. Театр сцени çинче «Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ» Надежда Владимировна Никулина ĕçленĕ[3].
Театрти ĕç-хĕл
[тӳрлет | кодне тӳрлет]45 çул хушшинче театр 100 ытла пьеса лартнă, Раççейри чылай хулара гастроле çӳренĕ. Хулари Автосавут тата Комсомол районĕсенче театр спектакльсем кăтартать.
2007 çулта çулла пуçламăшĕнче «Пилигрим» театрĕнче Атăлçири пукане театрĕсен пĕрремĕш фестивалĕ иртнĕ. Çак мероприятие Хусан, Ĕпхӳ, Чаллă, Киров, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Йошкар-Ола тата Саранск хулисенчен килнĕ коллективсем хутшăннă.[4]
Театр çурчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Приложение Постановление Администрации городского округа Тольятти Самарской области от 03.08.2018 N 2273-п/1 "О внесении изменений в постановление мэрии городского округа Тольятти от 30.09.2013 г. N 2988-п/1 "Об утверждении муниципальной программы Культура Тольятти (2014-2018 гг.)" | ГАРАНТ. base.garant.ru.
- ↑ Алина Аракчеева Здесь происходят чудеса и оживают куклы : газета. — Тольятти: 20 февраля 2007. — № 20 (633).
- ↑ Никулина Надежда Владимировна!. www.tlteatrkukol.ru.
- ↑ Анна Сухарева Съезд кукловодов // Площадь Свободы : газета. — Тольятти: 2007.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ольга Кондюкова Театр кукол «Пилигрим» // Вестник Департамента культуры мэрии г.о. Тольятти. — Тольятти
- Геннадий Счастливцев Как театр назовёте… // Хронограф : газета. — Тольятти: 5 апреля 2005. — № 24 (391).