Контент патне куҫ

Томас Грей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Томас Грей (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Томас Грей
акăл. Thomas Gray
Çуралнă вăхăт: 1716, раштав, 26
Çуралнă вырăн: Корнхилл, Аслă Британи
Вилнĕ вăхăт: 1771, утă, 30
Вилнĕ вырăн: Кембридж, Аслă Британи

Томас Грей (акăл. Thomas Gray, 6.1.1716(26.12) Корнхилл — 30.07.1771, Кембридж, Аслă Британи) — XVIII ĕмĕрти акăлчан сентименталист-поэчĕ, романтизм умĕнçĕ, литература историкĕ.

Томас Грей 1716 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Корнхилл хулинче, Лондон çумĕнче, биржăри брокерпа модистка килйышĕнче çуралнă[1]. Ашшĕ психика чирĕпе аптранă хыççăн вăл хăйĕн амăшĕпе пĕрле пурăннă[2]. Итон колледжĕнче пĕлӳ илнĕ.

Томас Грей

1734 çулта Грей Кембриджа куçса кайнă, унта литература ĕçĕ-хĕлне пуçăнать.

Томас Грей классицизм стилĕнче çырнă, анчах та вĕсене халĕ, сентименталлĕ сăввисене пек, ытлах пĕлмеççĕ. Унăн паллă сăввисенчен пĕррине — «Ял çăвинчи элеги („Elegy Written in a Country Churchyard“)» (1750), икĕ хутчен вырăс чĕлхине В. А. Жуковский (пĕрремĕш куçарăвне пула Жуковский паллăха тухнă), один из известнейших текстов çăвари поэзин паллă тексчĕсенчен пĕри пулать. Тепĕр паллă хайлавĕ — «Бард („The Bard“)» ода, вăл çаплах Жуковский çине витĕм янă («Вырăс çарçисен станĕнчи юрăç»). Томас Грей çаплах кельт тата скандинав поэзинче («Роковые сёстры», «Один анни») те, «Акăлчан поэзин историйĕ» литература историн ĕçĕпе те палăрать[3].

Томас Грей 1771 çулхи утăн 30-мĕшĕнче Кембриджре вилнĕ.

1971 çулта поэт çурални 255 çул тултарнă тата вилни 200 çул тултанă тĕле Аслă Британири король почти 5 пенс хакĕллĕ почтă марккине кăларнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]