Контент патне куҫ

Томоко Тамура

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Томоко Тамура 2016 çулта

Томоко Тамура (яп. 田村 智子; ) — япон политикинчи ĕçченĕ. Япони коммунисчĕсен партин (ЯКП) ТК Президиумĕн председателĕ (2024 çултанпа), çак ĕç вырăнĕнче пĕрремĕш хĕрарăм. элчĕсен палатин пайташĕ (2024 çултанпа). Унчен — Канашçăсен палатин пайташĕ (2010—2024).

1965 çулхи утăн 4-мĕшĕнче Нагано префектурине кĕрекен Коморо хулинче канцеляри япалисене сутакан лавкаçă протестант килйышĕнче çуралнă.

Питĕ чаплă харпăр Васэда университетне вĕренме кĕнĕ.

Студентка чухнех, вĕренӳшĕн тӳлеве хăпартнăшăн студентсен хирĕçлевĕсене тата забастовкисене хутшăннă, Япони коммунисчĕсен партин (ЯКП) çамрăксен организацине — Японири демократиллĕ çамрăксен лигине — кĕнĕ.

Университетре вĕренсе тухсанах Демократиллĕ çамрăксен лигине ĕçе вырнаçнă.

Томоко Тамура 2023 çулта.

1995 çулта Япони коммунисчĕсен партине куçнă. Икуко Исии Элчĕсен палатин пайташĕн (1940 çур.) секретарĕ тата Миё Иноэ Канашçăсен палатин пайташĕн (1936—2022) секретарь çумĕ пулса ĕçленĕ.


Партири политканашне ертсе пыма пуçланă.

2024 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Япони коммунисчĕсен партин 29-мĕш съездĕнче ăна ăна Япони коммунисчĕсен партин ТК Пезидиумĕн Председателĕ пулма суйланă. 102 çул ĕçлекен партире çак ĕç вырăнĕнче пĕрремĕш хĕрарăм пулса тăнă. Унчен çак тивĕçе 2000 çулхи чӳк уйăхĕнченех Кадзуо Сии туса пынă[1].


2024 çулхи юпан 27-мĕшĕнчи суйлавра парти ят-йышĕнче пĕрремĕшĕ пулнă, Токиори нумай мандатлă суйлав тăрăхĕнче Элчĕсен палатин пайташĕн мандатне çĕнсе илнĕ, вара автоматла Канашçăсен палатин пайташĕн мандатне çухатнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]