Туймăрса

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Туймăрса

ТуймăрсаXIX ĕмĕр пуçламăшĕнчи паллă чăваш сăвăçи, юрăçи. Туймăрса Çĕньял ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Ăна Ăстампулра чăваш çăви çине пытарнă. Кюрчке-хан Махмут-паша тĕлĕ текен вырăнта Туймăрса масарĕ халĕ те пулмалла.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче ку таврара чăваш ялĕсем чылай пулнă. Ун чухне чăвашсене вăйпа тĕне кĕртнĕ, çакăнпа хирĕçлесе ялсенчи çынсем Турцине куçа-куçа кайнă. Çав ял вырăнĕсем халĕ те упранса юлнă: «Чăваш масарĕ», «Чăваш вырăнĕ», «Чăваш çырми» «Чăваш утарĕ» тата ытти чăваш ячĕсем упранса юлнă унта. Нумай ялсене чăвашсем кайнă хыççăн вырăссем е тутарсем йышăнса юлнă. Чарту, Могилки, Эçеркке (Белые Озерки) те ĕлĕк чăваш ялĕсем пулнă. Чăвашрах упранса юлнă ялсенчен те çынсем турккăсем патне йышлăн кайнă. Вĕсем хушшинче Туймăрса та пулнă.

Туймăрса Турцире пурăннă чухне ухмаха тухнă. Ăстампулри чăвашсем ăна хĕрхенсе Хура тинĕс хĕрринчи чăваш ялĕсене кая-кая янă, анчах та ăсран тайăлнă Туймăрса каялла хулана тарса килнĕ, Çĕньял тесе йышăнса. «Ах-тур, Çĕньял епле ӳссе кайнă!» — тĕлĕннĕ мĕскĕн юрăçă.

Туймăрса çинчен хайлав[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Ун чухне чăвашсене вăйпа тĕне кĕртнĕ. Пирĕн авалхи ăратнери пĕр çынна Никанор тесе ят хунă. Малтанхи ячĕ унăн Тутимĕр пулнă. Туймăрса вара çапах та хăйне урăх ят хуртарман, тарса çӳренĕ. Кайран çапах та ăна салтаксем ярса тытнă. Вăл вара тĕне кĕртме илсе кайсан тепре те тарнă... Анчах ăна кайран тепре те тытнă. Яла илсе килсе çаппа-çарамаслантарса аслă лапра пĕтĕм халăх умĕнчи шăлан хуллипе çаптарнă. Чĕп-чĕрĕ юн тунă çавăн чухне Туймăрсана. Пĕтĕм халăх ăна шеллесе йĕнĕ тет. Çавăн чухне халăх тăкнă куççулĕпе Илем шывĕ те ейӳ чухнехи пекех тулса кайнă пулĕ... «Ну, манатăн-и хăвăн Киреметне?.. Манатăн-и хăвăн туррусене?!» — кăшкăрать тет пачăшкă. — «Çĕнĕ ятпа çӳреме килĕшетĕн-и?..» «Килĕшместĕп!» — тет пирĕн Туймăрса. Эх, татах хĕнеççĕ тет ăна. Юлашкинчен вара вилчĕ тесе ял тулашне кайса пăрахнă. Çынсем ăна çĕрле сĕм вăрмана илсе кайса ӳплере сыватнă, пурăш çăвĕпе сĕрсе сипленĕ. Ăна кайран, сывалсан, хĕле кĕрес чухне çеç яла илсе таврăннă. Вăл тĕле Çĕньялтан салтаксем кайнă пулнă. «Çук, пурăнаймастăп кунта», — тенĕ Туймăрса. — «Турккăсем патне каятăп!» Хĕл хушшинче пĕтĕм ял халăхне хускатса янă вăл. Çăва тухсан вара çур ял ытла çавăнта телей шыраса тухса кайнă. Çĕньялсем, яла юлнисем, пурте вĕсене ăсатма тухнă. Ял чиккинчен иртсессĕн Туймăрса чарăнса тăнă та питĕ тарăхса юрăсем юрланă тет. Туймăрсапа пĕрле нумай халăх кайнă. Урасăн пĕтĕм йăхĕ-шывĕ, Тукай Минкки çемйи, Кашкăр Хусантайĕпе арăмĕ...» Çĕньял, 1971 çул, П.И. Афанасьеваран çырса илнĕ.

Туймăрса юррисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Асăтăр, тăвансем»
  • «Чăваш чĕлхи»
  • «Ютри кĕтес — амаçури»
  • «Туймăрсан юлашки юрри»

Вуламаллисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]