Турин университечĕ
| Туринри патшалăх университечĕ | |
|---|---|
| (Турин университечĕ) | |
| Тăван çĕлĕк | итал. Università degli Studi di Torino е итал. UNITO |
| Никĕсленĕ çул | 1404 |
| Студентсем | 81 200 |
| Сайт | |
Турин университечĕ (итал. Università degli Studi di Torino) — Туринре вырнаçнă вĕренӳ аслă шкулĕ[1]. Италири чи пысăк университетсенчен пĕри.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Университета 1404 çулта савой графĕсем сĕннипе йĕркеленĕ; университета тумалла тесе «авиньон попĕ» Бенедикт XIII çирĕплетнĕ. Политикăри тăнăçлăх çуккипе университет пĕр вăхăт хушă Кьерире (1427—1434) тата Савильянăра (1434—1436) ĕçленĕ.
XVI ĕмерĕн варринче Франци итальян патшалăхĕсене оккупациленипе университет вăхăтлăха ĕçлемен. 1799—1800 çулсенче университета Франс тĕслĕхĕпе реорганизациленĕ, кĕçех ректора Наполеон çирĕплетнипе лартнă; çак тапхăрта университет пысăкăшĕпе Наполеон империнче иккĕмĕш вырăнта шутланнă. Савой династийĕ влаçа тавăрсан Франци кĕртнĕ йăла-йĕркене пăрахăçланă.
1821 çулхи акан 8-мĕшĕнче Новара патĕнчи çапăçу пулнă, унта итальян революционерĕсене çапса аркатнă. Турин тата Алессандрия хуласене австри çарĕсем йышăннă та Карл-Феликс король (1821—1831) хăйĕн абсолютлă влаçĕн тивĕç-ирĕкне тавăрнă, Турин университетне пĕр çулталăка хупнă, кайран вара çĕнĕ, полици регламентне куçарнă[2].
Пĕрлешĕннĕ Италин тĕп хулине Туринрен Флоренцине 1865 çулта куçарсан, университетрен профессура пайĕ тухса кайнă. Италири университетсенчи теологи факультечĕсене хупас тапăч тухсан Турин университетĕнчи çак факультет уйрăлнă та хăйех вĕренӳ керменĕ пулса тăнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмеш пайĕнче университетре медицина вăйлă шкулĕ йĕркеленнĕ; университет профессорĕсем Италири гигиена пропагандине тата пĕрлĕхри сывлăха сыхлассине аталантармашкăн нумай вăй хунă.
1889 çулта Л. Камерано, Перокка тата Роза Рапалло хулинче турин унивирситечĕпе çыхăннă зоологи станцине никĕсленĕ[3]. XIX çĕрçуллăхăн вĕçĕнче студентсен йышĕпе Турин университечĕ, 21 итальян университечĕсем касинче, иккĕмĕш вырăнта пулнăо[4]. 1905 çулта университетре Италири пĕрремĕш психологи кафедрине уçнă.
Структура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Университета 12 факультет кĕрет:
- Аграри
- Ветеринари
- Ютçĕр чĕлхисен тата литература
- Гуманитари ăслăхĕсен
- Математика, физика тата çутçанталăк ăслăхĕсен
- Медицина
- Педагогика
- Политологи
- Психологи
- Фармацевтика
- Юридици
- Экономика
Çаплах Италин çурçĕр-анăç пайĕнче университетăн темиçе филиал пур.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Турин // Малый энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 4 т. — СПб.: 1907—1909.
- ↑ Сардинское королевство // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- ↑ Зоологические станции // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- ↑ Болонский университет // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Ку вĕренӳ шкулĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
