Туск Дональд
| Туск Дональд | |
| (пол. Donald Franciszek Tusk) | |
| 2025 ҫулта | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт: | 1957 ҫ. акан 22 |
|---|---|
| Ҫуралнӑ вырӑн | ПХР, Гданьск |
| Элтешлӗх: |
|
| Парти: |
Либераллӑ-демократиллӗ конгресс (1990–1994) Ирӗклӗх пӗрлешӗвӗ (1994–2001) Элтеш платформи (2001–2025) йӗ Элтеш коалицийӗ (2025 ҫултан) |
| Ӗҫлев тӗсӗ: | политика, истори ӑсталӑхӗ, Польша премьер-министрӗ |
Дональд Францишек Туск (пол. Donald Franciszek Tusk; 1957 ҫ. акан 22, ПХР, Гданьск ҫур.) — поляк политикӗ тата историҫи, 2023 ҫултан Польша премьер-министрӗ, ку ӗҫре вӑл 2007-2014 ҫ. пулнӑ та. 2014-2019 ҫ. Туск Европа канашӗн ертӳҫи тата 2019-2022 ҫ. Европа халӑх партийӗ ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Вӑл Элтеш платформин (ЭП) йӗркелекенсенчен пӗри, тата нумай вӑхӑт Туск ку парти пуҫлӑхӗ пулнӑ: 2003-2014 ҫ. тата 2021-2025 ҫ., анчах унтан ЭП партийӗ Элтеш коалицине пӗрлешнӗ (ЭК). Виҫҫӗмӗш Польша Республикин историнчи вӑл премьер-министрӗн ӗҫӗнче чи вӑрӑм пулнӑ тата пулма малалла пырать.
Дональд Туск политикӑра 1989 ҫултан хутшӑнать, вӑл ик-виҫ политикӑллӑ партисен йӗркелекенӗ, тӗслӗхрен ирӗклӗ пасара туртӑнакан Либераллӑ-демократиллӗ конгресс (ЛДК). 1991 ҫулта вӑл Польша Сеймне пӗрремӗш хут кӗнӗ, анчах 1993 ҫулта хӑй вырӑна ҫухатнӑ. 1994 ҫултан ЛДК Демократиллӗ пӗрешӳпе пӗрлешса Ирӗклӗх пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. 1997 ҫулта Туск Сената кӗнӗ тата унӑн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑнӑ. 2001 ҫулта вӑл тепӗр сылтӑм-центризм либераллӑ-консерватизм ЭП партине йӗркелекенсенчен пӗри пулса тӑнӑ тата Сейме, унӑн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрас, тепӗр хут кӗнӗ[1]. 2005 ҫулхи Польшӑри президент тата парламент суйлавӗнче Дональд Туск выляса янӑ.
2007 ҫулхи парламент суйлавӗнче унӑн ЭП партийӗ ҫӗнтернӗ, тата Туск Польша премьер-министрӗ пулса тӑнӑ. 2011 ҫулхи суйлавра ҫӗнетсе ҫӗнтернӗ, Польшӑн коммунизм хыҫҫӑнхи политикинче ку пӗрремӗш хут ҫӗнетсе суйлану[2]. 2014 ҫулта Европа канашӗн президент ӗҫне каяс тесе вӑл Польша политикинчен тухнӑ. 2015 ҫулхи президент тата парламент суйлавӗнче Тусксӑр Элтеш платформи выляса янӑ, лидерлӗхе Саккун тата тӗрӗслӗх (СтТ) партийӗ кӗрет. Европа канашӗн президенчӗ ӗҫӗнче вӑл 2019 ҫулччен пулнӑ, унтан 2021 ҫулччен вӑл Европа халӑх партийӗ ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ. 2021 ҫулта вӑл Польшӑна таврӑнать тата Элтеш платформин пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. 2023 ҫулхи парламент суйлавӗнче 157 вырӑн илсе Сеймри иккӗмӗш политикӑллӑ вӑй пулса тӑрать. Раштавӑн 11-мӗшӗнче президентпе лартнӑ Польша премьер-министрӗ Матеуш Моравецкий ӗненӳ вотумне илментен Сейм йышӑнӑвӗпе Дональд Туск, виҫҫӗмӗш хут, Польша премьер-министрӗн ӗҫне суйланнӑ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче унӑн кабинет ӗҫе кӗрсе СтТ партийӗн 8 ҫуллӑ ертсе пынин срокӗ вӗҫленӗ[3].
Тускӑн пӗрремӗш срокӗнче патшалӑх секторне пӗчӗклетнӗрен тата цифрӑлатнӑран хӑя либераллӑ реалист тата технократ пек кӑтартнӑ. Польша Евро-2012 йӗркеленес тесе Туск инфраструктурӑна, чукуҫ ҫула пысӑклатнӑ. Тускӑн иккӗмӗш срокӗнче тӗрлӗрен харкашу, пурнӑҫланман сӑмах пани тата 2012-2014 ҫ. экономика ӳснин чарни Польша пӗрлӗхӗнчи пулӑшнине сахаллатнӑ[4]. 2023 ҫулта премьер-министр ӗҫне таврӑнса Туск хӑйӗн виҫҫӗмӗш срокӗнче суд системине реформӑланӑ тата Польшӑпа Европа пӗрлешӗвӗ хушшинчи ҫыхӑнусем лайӑхлатнӑ. Раҫҫейӗн Украинӑна тапӑнса кӗнинчен Туск иккӗмӗше пулӑшма малалла пырать. 2024 ҫулта Дональд Туск сылтӑм шухӑшӗсем тӑрӑх йышӑнусем тивӗҫтерет: легальсӗр миграцие хирӗҫӳ, патшалӑх чиккисен хӑрушсӑрлӑхӗн приоритечӗ (Беларуҫ-Польша чикки урлӑ каякан мигрантсем валли хӳтлӗх ирӗкне чарни).
Ҫавӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Donald Tusk (29 October 2017).
- ↑ PSL want to continue coalition in next year's general election, Polskie Radio (18 November 2010).
- ↑ Higgins, Andrew. Donald Tusk Chosen as Poland's Prime Minister After Rival Is Rejected (en-US), The New York Times (11 December 2023).
- ↑ Tusk, tusk (27 October 2012).