Туссем
«Туссем» — Дэвид Крейнпа Марта Кауфман ӳкернӗ Америка телекуравӗн ситкомӗ, вӑл 1994 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен NBC телеканалта эфира тухнӑ, вунӑ сезона тӑсӑлнӑ. Сериалта рольсене Дженнифер Энистон, Кортни Кокс, Лиза Кудроу, Мэтт ЛеБлан, Мэтью Перри тата Дэвид Швиммер выляҫҫӗ. Вӑл Нью-Йоркри Манхэттенра пурӑнакан 20-30 ҫулсенчи ултӑ тус пурнӑҫне кӑтартать. Сериал продюсерӗсем Кевин С. Брайт, Кауфман тата Крейн пулнӑ.
Малтанласа Туссем сериала Кауффман тата Крейн Инсомния кафе ят панӑ пулнӑ. Вӗсем ӑна 1993 ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсӗм хушшинче хатӗрлеме пуҫланӑ. Вӗсем ку шухӑшпа Брайта паллаштарса пӗрле NBC телеканала шоуӑн ҫичӗ хутъенлӗ тӗрленчӗке кӑтартнӑ. Сценарине тата ятне темиҫе хут тӳрлетнӗ, улшӑнусем хушшинче Улттӑ пӗр пек тата Хамӑр пекех туссем ячӗсем пулнӑ. Юлашкинчен сериала Туссем ят парса, Калифорнири Бербанк хулинче вырнаҫнӑ Warner Bros. студире ӳкӗрме пуҫланӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче сериалӑн вуннӑшӗ сезон тухнӑҫемӗн кашни телефидени рейтингӗнче ҫӳллӗ вырӑн йышӑннӑ, пӗрремӗш вырӑна вара саккӑрмӗш сезон илнӗ. Юлашки сыпӑка эфира кӑларнӑ чухне ӑна 52.5 миллион АПШ телекуракансем пӑхнӑ — вӑл АПШри телевидени кунҫулӗнче пӗр самантра чи нумай куракан пуҫтарнӑ шоу шутӗнче пиллӗкмӗш пулса тухнӑ. 2000-мӗш ҫулсӗнче АПШра эфира тухнӑ тв-кӑларӑмӗсӗм хушшинче вара пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ.