Тутирек

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тутирек

Тутирек, — 1774-1775 Е. И. Пугачёв ертсе пыракан çĕрĕçченĕсен пăлхавне хутшăннă паттăр чăваш. Тутирек хальхи Шупашкар районĕнчи Мăн Маркара çуралса ӳснĕ. Çуралнă çулĕ 1731 тесе шутлаççĕ. Ăçта тата хăçан вилни паллă мар.

Ун чухне чăвашсене вăйпа Христос тĕнне кĕртнĕ. Тутиреке те çав тĕне кĕртнĕ те хут çине Гаврила Иванов тесе çырнă. 1880 çулсенче Н. Е. Ефимов пухнă Чăваш халăх халавĕсен хушшинче Тутирекĕн пĕртен-пĕр кĕске юрри упранса юлнă. Ку юрă Тĕпчев институчĕ хатĕрленĕ "Чăваш халăх сăмахлăхĕн" виççĕмĕш томĕнче 1978 çулта пĕрремĕш хут пичетленĕ. 1774 çулта Тутирек 43-ре пулнă. Емельян Пугачёв Атăлăн сылтăм енне каçсан вăл таврари ялсенчен паттăрсене пухать те çар йĕркелет. Унăн çарĕнче виççĕр ытла (хăй ялĕнчен 28) чăваш паттăрĕ пулнă. Вĕсем хушшинче Тутирекĕн виçĕ шăллĕ пулнă. Пĕри Исмук (тĕне кĕртсен Илле) тесе чĕннĕ. Емельян Пугачёв Тутиреке хисеплесе кĕмĕл алтăр парнеленĕ. Кайран çак парне унăн килĕнче упраннă. Тутирекпе Исмука пăлхава кĕнĕшĕн тĕрмене хупнă. Исмук асапа чăтаймасăр вилнĕ. Тутиреке тепĕртакран ирĕке кăларнă.

Тутирек ячĕ 1955 çулта Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнче çырса илнĕ историллĕ халапра та пур. Унта ăна ăçта юрăçă тесе палăртнă. Ку преданине 2005 çулта пичетленче тухнă «Çĕрпе тӳпе чуптунă каç» кĕнекере пичетленнĕ.

Чăваш Республикин наци музейĕн ăслăлăх архивĕнче Тутирек çĕрри паян кунчченех упранать. Ăна 1922 çулта Етĕрне уесне кĕрекен пĕр чăваш ялĕнче тупса К. Петров уполномоченнăй музей фончĕ валли упраса хăварнă.

Юрри[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тухас те кĕрес хĕрĕх алăк,
Тухас та кĕрес хĕрĕх алăк,
Кам-ши те тухса ай кĕрĕ-ши,
Кам-ши тухса кĕрĕ-ши?..