Контент патне куҫ

Тюбинген шкулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тюбинген шкулĕ (ним. Tübinger Schule) — Тюбингенри турсăмахлăх семинарийĕ çумĕнче Ф. Х. Баур никĕсленĕ экзегетикăри евангели (лютеран) шкулĕ. Çак шкулта Библие тĕпчес ĕçре историри мелсемпе усă курма тытăннă[1].

Гегелĕн диалектикăллă философийĕ витĕмĕнче пулнă. Çавăнпа Çĕнĕ Халал çине вĕсем «павлинизм» тата «петринизм» хирĕçтăнăлăхĕ (тепĕр майлă, Павăл апостолпа Петĕр апостол шухăшĕсен хирĕçтăнăлăхĕ) пек пăхнă[2]. Баур пĕрремĕш Çĕнĕ Халала II ĕмĕрте хатĕрленĕ, унти чи малтанхи кĕнекисем Павăл калани тата Апокалипсис пулнă, тенĕ.

Тюбинген шкулĕнчи радикаллă элчи Давид Штраус пулать, Францире унăн идейисене сараканĕ — Эрнест Ренан[3]. 1840-мĕш çулсенче Тюбинген шкулĕн хăвачĕ ӳссе пынă та 1860-мĕш çулсем патнелле ӳкĕме кайнă[4].

Хăш чухне малтанхирех XVIII ĕмĕрти Шторр никĕсленĕ, рационализм философиллĕ Ватă Тюбинген шкулне палăртаççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Асăрхавсем.
  2. Тюбингенская школа.
  3. ИНТЕРПРЕТАЦИЯ НОВОГО ЗАВЕТА В НОВОЕВРОПЕЙСКОЙ ПРОТЕСТАНТСКОЙ И ЕВРЕЙСКОЙ ТРАДИЦИИ.
  4. Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Большая российская энциклопедия.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Гегельянлăх