Контент патне куҫ

Тюкалов Юрий Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тюкалов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Тюкалов Юрий Сергеевич
Ӳкерчĕк:Tukalov 1 .jpg
Пайăр хыпар
Çуралнă вăхăт: 4.7.1930
Çуралнă вырăн: Ленинград, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 19.2.2018
Вилнĕ вырăн: Ленинград, РФ

Ю́рий Серге́евич Тюка́лов (4.7.1930, Ленинград, РСФСР, ССРП — 19.2.2018, Санкт-Петербург) — икĕ хутчен олимп чемпионĕ, ултă хутчен Европа чемпионĕ, академилле ишессипе тава тивĕçлĕ спорт ăсти (1952) тата тава тивĕçлĕ тренер, ӳкерçĕ, архитектор, ССРП Архитекторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Санкт-Петербургăн хисеплĕ гражданинĕ (2002).

Юрий Тюкалов 1930 çулхи утăн 4-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă.

1957 çулта Ленинградри В. И. Мухина ячĕллĕ патшалăх ӳнер-промăçлăх училищинче вĕренсе тухнă.


Юрий Сергеевич 2018 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче, пурнăçăн 88-мĕш çулĕнче вилсе кайнă. Санкт-Петербургри Александр лаврĕн Никольское çăви çинче пытарнă[1]. 2019 çулта вилтăпри çине палăк лартнă[2].

  • Арăмĕ — София Георгиевна Подгорнова.
    • Ывăлĕ — Юрий Юрьевич Тюкалов (1954 çур.), турăш çыравçи[3].

Спортри çитĕнĕвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В. А. Савримович тата М. И Савримович ССРП тава тивĕçлĕ тренерĕсем секцинче ăсталăхне туптанă[4][5].

Нумай хутчен ССРП чемпионĕ (1948—1962) «Красное Знамя» спортклубĕ, Европа чемпионĕ (1954, 1956—1959 тата 1961).

Юрий Тюкалов пĕччен ăмăртса çĕнтерни 1952 çулхи Олимп вăййисен сенсацийĕ пулса тăнă. Чемпион ылтăн медалĕпе пĕрле ăна Финляндири кĕсменçĕсен клубĕн аслă чыславне тивĕçтернĕ.

Публикацисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «От одного до восьми: Гребля на Олимпиадах» / [Лит. запись И. Масленникова]. — М.: Сов. Россия, 1979.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]