Контент патне куҫ

Тӳпехыр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тӳпехыр акăл. skyscraper) — çынсене пурăнма/ĕçлеме туса хăпартнă хурçă е тимĕр-бетон каркаслă çав тери çӳллĕ çурт.

Çаплах калаçура капашкар сăмахпа та усă курма пулать.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Капашкар çуртăн минималлă çӳллĕшĕ пирки пĕрлехи шухăш çук.АПШ тата Европăра 150 м (500 фут) çӳллĕрех çуртсене тӳпехырсен йышне кĕртеççĕ [1]. Emporis рейтингĕпе капашкар 100 метртан çӳллĕрех çурта шутланать[2], çӳллеш çуртсем вара 35 - 100 метр пулаççĕ)[3], SkyscraperCity йĕркелехĕпе — 200 метртан çӳллĕрехисем[4]. Çӳллĕ çукртсемпе хула хутлăхĕн канашĕ палăртнипе, 300 м çӳллĕрех çуртсене питĕ çӳллисем,[5], 600 м çӳллĕреххисене — «мега-çӳллисем» теççĕ(акăл. megatall)[6].

Пĕрремĕш тӳпехырсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Болонья турулĕсем. Итали, XII ĕмĕр.
Шибам — йеменсен нумай этажлă хула (XVI ĕмĕр)
Home Insurance Building — пĕрремĕш тӳпехыр (1885 çул)

Этемлĕхĕн унченхи кун-çулĕнче нумай этажлă çуртсене тата хуласене те (тĕслĕхрен, Шибам Йеменре) тунă, пĕрремĕш тӳпехырне 1885 çулта Чикагора 1931 çулчен ларнă Шанăçлăх компани (Home Insurance Building) хăпартнă. Чи малтанах унăн 10 этаж тат çӳллĕшĕ 42 м пулнă; каярах, 1891 çулта, тепĕр 2 этажа хăпартнă, çурт çӳллĕшĕ 54,9 м çити ӳснĕ. Проект авторĕ — американ архитекторĕ Уильям Ле Барон Дженни — çурт-йĕр тăвамĕнче çĕнĕ новатор технологипе усă курнă, ун чухне пĕрремĕш ăстрăм йăтакан каркаса кĕртнĕ.

Йăлана май, йăтакан конструкци рольне тулаш хӳмисем пурнăçланă. Хурçăн çирĕплĕхĕ чи пахаллă бетонран тата чулран е кирпĕчрен хăпартнă хӳминчен 50 хут пысăкрах пулнине шута илсе, çуртсен тулаш тата шалти хӳмисене металл каркасĕ çине лартма тытăннă. Йăтакан каркаса пула çурт йывăрлăхне виççĕмĕш пайĕ таран çăмăллатнă.

Архитектор пĕтĕмпех тĕрекkлетекен урăх конструкцисене улăштарман, çавăнпа та çуртăн хыçалти хӳмине тата гранит колоннисене хăварнă.

1958 ҫулта людвигӑн паллӑ архитекторӗн проекчӗ тӑрӑх Нью-Йоркра Небоскреб Сигрем-билдинг туса лартнӑ. Унӑн архитектуринче "стенасем" принциппа усӑ курнӑ: ҫуртӑн тӗпӗ тимӗр-бетон конструкцисенчен "скелет", кантӑклӑ стенасемпе фасадӑсем ҫак скелет ҫине ҫакӑнса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Ҫак лаконически-кубикла тата пӗтӗмпех кантӑкланӑ небоскреб "мода саккунҫи" пулса тӑчӗ, 1960-мӗшпе 1970-мӗш ҫулсенчи кая юлнӑ нумай ҫуртсемшӗн прототип пулса тӑчӗ.[7]

Небоскребсен архитектура сӑнарӗсен туртӑмӗсем вӑхӑтран вӑхӑта улшӑнса пыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗсем кубикла формӑллӑ пулсан, часах картлашкаллӑ башньӑсем "модӑллӑ" пулса тӑчӗҫ. 1960-мӗш тӗле каллех ахаль параллелепипедсем евӗрлӗ небоскрубсем сарӑлчӗҫ, вӗсем часах "кантӑкпа бетонран" мар, пуринчен ытла кантӑклӑ пулса тӑчӗҫ.

Гонконг панорами
Гонконг панорами

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Skyscrapernews 2018 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Определение термина Skyscraper 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.. Стандарты Emporis(акăлч.)
  3. ^ Определение термина High-rise building 2012 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. Стандарты Emporis.(акăлч.)
  4. ^ Skyscrapers
  5. ^ CTBUH Criteria for Defining and Measuring Tall Buildings (акăлч.). — Критерии CTBUH по классификации высотных зданий. çăлкуçран архивланă 24 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 9 Утӑ уйӑхӗн 2010.
  6. ^ The Tallest 20 in 2020: Entering the Era of the Megatall (акăлч.). — CTBUH. çăлкуçран архивланă 23 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
  7. ^ Replacing windows in a skyscraper