Узбекистан президенчӗ
| Узбекистан Республикин Президенчӗ узб. Oʻzbekiston Respublikasining Prezidenti узб. Ўзбекистон Республикасининг Президенти | |
| Президент штандарчӗ | |
| Чӗнӳ ӗлки |
«Президент мӑрса» (узб. Janob prezident) |
|---|---|
| Официаллӑ резиденци | Куксарой |
| Кандидатура пулаять | Узбекистанти официаллӑ регистрациленӗ политикӑллӑ партипе |
| Лартать | Тӳрӗ суйлавпа Узбекистан ТСП |
| Тивӗҫсен хуши | 7 ҫул, пӗр йӗркепе икӗ срок ытла мар |
| Шалу | 15 600 $[1] |
| Ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнӑ | 1990 ҫ. пушӑн 24 |
| Ӗҫ вырӑнӗнче пӗрремӗш | Ислам Каримов |
| Сайт | president.uz/uz |
Узбекистан Республикин президенчӗ (узб. Oʻzbekiston Respublikasi Prezidenti) — Узбек Республикинчи чи ҫӳллӗ ӗҫ вырӑнӗ. Ку ӗҫ вырӑна суйланӑ элтеш.
Узбекистан президенчӗ вӑл патшалӑх пуҫлӑхӗ. Ҫавна пула Узбекистан — президент республики. Узбекистан президенчӗ — ӗҫ тӑвакан влаҫ. Президент парламенте кӑларма пултарать. Президент Узбекистанӑн хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен аслӑ тӗп командӑлавҫи. Вӑл Узбекистан конституцийӗн, этемӗн ирӗкӗсен, патшалӑхӑн территориллӗ пӗрлӗхӗпе суверенитечӗн гаранчӗ шутланать. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен (авӑнӑн 8-мӗшӗнчен ӗҫсене тӑвакан пек) Узбекистан президенчӗ Шавкат Мирзиёев.
Ят
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Узбек чӗлхинче «президент» (узб. Prezident / Президент) сӑмах усӑ курӑнать. Анчах 1989 ҫултан пуҫласа перестройкӑпа узбек чӗлхинчи «республика» сӑмах вырӑнне «джумхурият» сӑмах усӑ курӑнма пуҫланнӑ. Ҫавна пула кунпа патшалӑх ячӗ малалла курӑнма пулса тӑнӑ: узб. Жумҳурият / Jumhuriyat — Ўзбекистон Жумҳурияти / Oʻzbekiston Jumhuriyati. Ку логикӑпа патшалӑх пуҫлӑхӗн ятне улӑштарма шухӑшсем пулнӑ, «президент» вырӑнне «раисджумхур» (узб. Раисжумҳур / Raisjumhur — Ўзбекистон раисжумҳури / Oʻzbekiston raisjumhuri). Анчах вӑл пурнӑҫланман, ҫакӑн пек 1993 ҫулта «республика» сӑмаха таврӑнтарнӑ — «Ўзбекистон Республикаси / Oʻzbekiston Respublikasi». Президент ӗҫӗн ячӗ улшӑнман[2][3].
Кунҫул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1990 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Узбекистанта (ССРП-н Узбек ССР) президент ятлӑ ӗҫ вырӑн йышӑннӑ. 1990 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кунҫулта пӗрремӗш хутра Узбек Совет Социализм Республикин Мӑн Канашӗн сессинче халӑх депутачӗсем Узбек ССР-н пӗрремӗш президентне суйланӑ — Ислам Абдуганиевич Каримов. 1990 ҫ. пушӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 1992 ҫ. кӑрлачӑн 13-мӗшӗ таран Узбекистан Республикин ҫумӗн ӗҫ вырӑнӗ — Узбекистан вице-президенчӗ ятлӑ пулнӑ. Президент тата вице-президент ӗҫ вырӑна йышӑннӑ ССРП-н пӗрлешӳллӗ республикисенчен Узбекистан чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулнӑ.
1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Узбекистан никамран пӑхӑнман пулса тӑнӑран ҫӗршыври чи ҫӳллӗ ӗҫ вырӑнӑн ячӗ «Узбекистан Республикин Президенчӗ» ятлӑ пулса тӑнӑ.
Ят-йыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| № | Срок | Президент | Ӳкерчӗк | Президентлӗх срокӗ | Ертсе пыни вӑхӑчӗ | Партилӗх | |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | 1 | Ислам Абдуганиевич Каримов | 1990 пушӑн 24[4] | 1992 кӑрлачӑн 4 | 651 кун | СПКП | |
| 2 | 1992 кӑрлачӑн 4 | 2000 кӑрлачӑн 22 | 2940 кун | УХДП | |||
| 3 | 2000 кӑрлачӑн 22 | 2008 кӑрлачӑн 16 | 2916 кун | «Фидокорлар» | |||
| 4 | 2008 кӑрлачӑн 16 | 2015 акан 15 | 2666 кун | УзЛиДеП | |||
| 5 | 2015 акан 10 | 2016 авӑнӑн 2[5] | 511 кун (Пурӗ 9684 кун) | ||||
| ӖВТ | Нигматилла Тулкинович Юлдашев | 2016 авӑнӑн 2 | 2016 авӑнӑн 8 | 6 кун | «Миллий тикланиш» | ||
| 2 | ӖВТ | Шавкат Миромонович Мирзиёев | 2016 авӑнӑн 8 | 2016 раштавӑн 14 | 97 кун | УзЛиДеП | |
| 1 | 2016 раштавӑн 14 | 2021 чӳкӗн 6 | 1788 кун | ||||
| 2 | 2021 чӳкӗн 6 | 2023 утӑн 14 | 615 кун | ||||
| 3 | 2023 утӑн 14 | Ӗҫлекен президент 2030 ҫулта срок пӗтет) |
хальхи вӑхӑтчен | ||||

Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Зарплаты президентов (2014-05-06).
- ↑ Turkiston qaygʻusi(узб.). — Шаблон:Указание места в библиоссылке, 2009.
- ↑ Ўзбекистон Совет Социалистик Жумҳурияти президентининг фармони.
- ↑ чӑннипе Ислам Каримов Узбекистан пуҫлӑхӗ 1989 ҫӗртмен 23-мӗшӗнчен пуҫласа Узбекистан компартийӗн Вӑтам комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пек пулнӑ, 1991 ҫурлан 31-мӗшӗнчен пуҫласа — никамран пӑхӑнман Узбекистан Республикин президенчӗ пек
- ↑ Узбекистан официаллӑ ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх Каримовӑн вилӗм дати. Урӑх пӗлӗм тӑрӑх, вӑл кунччен 4 кунра вилнӗ (ҫурлан 29).
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пресс-служба Президента Республики Узбекистан2014 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Конституция Республики Узбекистан
- Избирательный кодекс Республики Узбекистан2019 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. (вступил в силу 26 июня 2019 года)
- Закон Республики Узбекистан от 25 Ака уйӑхӗн 2003 года № 480-II «Об основных гарантиях деятельности Президента Республики Узбекистан
- Правительственный портал Республики Узбекистан2015 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
Ислам Каримов (1990—2016) • Нигматилла Йулдошев (ӗ. т. 2016) • Шавкат Мирзиёев (2016 — х. в.) |