Контент патне куҫ

Узбекистан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Узбек Республики ҫинчен куҫарнӑ)
O‘zbekiston Respublikasi

Узбекистан

Узбекистан ялавĕ Узбекистан гербĕ
Узбекистан ялавĕ Узбекистан гербĕ
Патшалăх чĕлхисем узбек чĕлхи
Тĕп хула Ташкент
Чи пысăк хула
Президент Шавкат Мирзиёев
Премьер-министр Абдулла Арипов
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
55 вырăнта
448 978 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2011)
 - Йышлăхĕ
41 вырăнта
37 543 167[1]
82,3/км²
Валюта ячĕ Сум
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +5 пуçласа +5 таран
Патшалăх гимнĕ Узбекистан патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ .uz
Тел. префиксĕ +998

Узбекистан (узб. Oʻzbekiston / Ўзбекистон) е официаллӑ — Узбекистан Республики[2] (Узбек Республики, узб. Oʻzbekiston Respublikasi / Ўзбекистон Республикаси) — Вӑтам Азин варринчи патшалӑх. Узбекистан нейтраллӑ патшалӑх шутланать[3], анчах вӑл Тӗрӗк патшалӑхӗсен йӗркелевне кӗрет[4]. Республика лаптӑкӗ — 448 924 км². Статистика патшалӑх комитечӗн пӗлӗмӗсем тӑрӑх 2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Узбекистанта 37 млн ытла ҫын пурӑнать.

Узбекистанпа тухӑҫра — Кӑркӑсстан, ҫурҫӗр-тухӑҫра, ҫурҫӗрте тата ҫурҫӗр-анӑҫра — Казахстан, кӑнтӑр-анӑҫра тата кӑнтӑрта — Туркменистан, кӑнтӑрта — Афганистан, кӑнтӑр-тухӑҫра — Таджикистан чикӗленет. Типсе ларнӑ Арал тинӗсӗпе юнашар, анчах ку тинӗс тӗнче океанпа ҫыхӑнмантан Узбекистан, Лихтенштейн пек, тӗнче шывне кӗнишӗн ытти икӗ патшалӑхсен чикки урлӑ каймалла[5].

Тӗп хула — Ташкент. Патшалӑхӑн пур территоринчи патшалӑх чӗлхи — узбек чӗлхи, анчах Каракалпакстан Республикинче хӑй (узбек чӗлхипе пӗрле) патшалӑх чӗлхи пур — каракалпак чӗлхи.

1924 ҫулта ССРП йышӗнчи Узбек ССР пек йӗркеленӗ. 1991 ҫулта ССРП арканӑвне пула вӑл никамран пӑхӑнман патшалӑх — Узбекистан Республики пулса тӑнӑ. 2016 ҫултан хальхи вӑхӑтчен Узбекистан президенчӗШавкат Мирзиёев.

Политикӑллӑ тытӑмлӑх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Олий Мажлисӗн ҫурчӗ (Узбекистан парламенчӗ)

Патшалӑхлӑх йӗркеленни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Конституци тӑрӑх, Узбекистан — тивӗҫ-ирӗклӗ демократиллӗ патшалӑх. Патшалӑх пуҫлӑхӗ — президент. Узбекистан Республикин чи ҫӳллӗ халӑх суйланӑ органӗ Олий Мажлис, вӑл саккун тӑвакан влаҫӗ шутланать. Олий Мажлисе икӗ палата кӗрет — Саккун тӑвакан (анатри) палати тата Сенат (ҫӳллӗ)[8]. Узбекистанӑн Министрсен Кабинечӗ — ӗҫ тӑвакан влаҫӗ шутланать.

Политикӑллӑ партисемпе юхӑмсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Администрациллӗ пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Администрациллӗ пайлану тӑрӑх Узбекистанта пӗр республика (Каракалпакстан), 12 вилоят (узб. viloyat / вилоят) тата пӗр хула (Ташкент) пур. Вилоят тата республика районсемпе (узб. tuman / туман) вилоят (республика) пӗлтерӗшлӗ хуласенче пайланаҫҫӗ. Ташкентре — хула шалӗнчи районсем пур. Вилоятӑн тата республикӑн районӗсен йышне: район пӗлтерӗшлӗ хуласем, хула посёлокӗсем (узб. shaharcha / шаҳарча), ял канашӗсем (узб. qishloq fuqarolar yigʻini / қишлоқ фуқаролар йиғини) кӗнӗ.

Ял канашӗсем вилоят пӗлтерӗшлӗ хуласен йышне кӗрееҫҫӗ, хула посёлокӗсем вара — вилоят (республика) пӗлтерӗшлӗ хуласен тата Ташкент шалӗнчи районӗсен йышне кӗрееҫҫӗ[13].

Адм. виҫеАдм. центрЛаптӑк ҫм²Халӑх йышӗ
Каракалпакстан Республики Нукус160,0001,200,000
Андижан вилоячӗ Андижан4,2003,105,000
Бухара вилоячӗ Бухара39,4001,384,700
Джизак вилоячӗ Джизак20,500910,500
Кашкадарья вилоячӗ Карши28,4003,149,000
Навои вилоячӗ Навои110,800767,500
Наманган вилоячӗ Наманган7,9002,000,123
Самарканд вилоячӗ Самарканд16,400 3,714,800
Сурхандарья вилоячӗ Термез20,8001,676,000
Сырдарья вилоячӗ Гулистан5,100648,100
Ташкент вилоячӗ Нурафшон15,300 4,450,000
Фергана вилоячӗ Фергана6,8003.620.100
Хорезм вилоячӗ Ургенч6,300 1,200,000
Ташкент хули Ташкент3,338 2,340,900
Узбекистанти 100 пин ытла йышлӑ хуласем
ХулаХалӑх
йышӗ,
пин ҫын,
2001.07.1-мӗшӗнче[14]
Халӑх
йышӗ,
пин ҫын,
2014.01.1-мӗшӗнче[15]
Халӑх
йышӗ,
пин ҫын,
2016.01.1-мӗшӗнче[16]
Халӑх
йышӗ,
пин ҫын,
2020.01.1-мӗшӗнче[17]
Ташкент2137,22352,92393,22571,7
Наманган391,3475,7493,3626,1
Самарканд361,3509519,2546,3
Андижан338,4403,9416,2441,7
Нукус212295,2303,7319,6
Бухара237,4272,5274,7280,2
Фергана183264,9271288,8
Карши204,7254,6260,7274,9
Коканд197,5233,5239,9252,7
Маргилан149,6215,4222,1235,0
Ангрен128,8175,4180,4188,4
Джизак131,5163,2167,4177,4
Чирчик141,7149,4151,8157,2
Ургенч138,6137,3138,6143,8
Термез116,5136,2140,2179,6
Навои138,1134,1133,5144,2
Алмалык113,1121,1124,4131,1
Ходжейлип.ҫ.[18]104,5п.ҫ.п.ҫ.
Денауп.ҫ.104,4п.ҫ.п.ҫ.
Бекабадп.ҫ.101,2п.ҫ.п.ҫ.
Шахрисабзп.ҫ.100,3103,5139,1

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патшалӑх статистикин комитечӗн пӗлӗмӗсем тӑрӑх Узбекистанта 36 001 301 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 18 076 253 арҫын тата 17 849 445 хӗрарӑм. 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫӑн вӑтам вӑрӑмӑшӗ 73,8 ҫул пулнӑ. Тӗп хулари (Ташкентри) халӑх йышӗ: 2 955,7 пин ҫын.

Узбекистанти халӑх йышӗн нациллӗ тытӑмӗ ҫинчен официаллӑ пӗлӗмсем
Халӑх1989 кӑрлачӑн 12 (ҫырса туху)[19]1991 кӑрлачӑн 1 (хак)[20]2011 кӑрлачӑн 1 (хак)[20]2017 кӑрлачӑн 1 (хак)[20]2021 кӑрлачӑн 1 (хак)[21]
йыш
пин ҫын
пай %йыш
пин ҫын
пай %йыш
пин ҫын
пай %йыш
пин ҫын
пай %йыш
пин ҫын
пай %
узбексем14 142,571,3914 995,372,7723 983,282,3526 917,783,829 20084,39
таджиксем933,64,71980,74,761 411,64,851544,74,8117004,91
казахсем808,24,08845,34,1832,72,86803,42,5821,22,37
каракалпаксем411,92,08431,92,1641,52,2708,82,21752,72,18
вырӑссем1653,58,351593,87,73837,52,887502,33720,32,08
кӑркӑссем374,91,88482,61,89254,61,87274,40,85291,60,84
туркменсем121,60,61126,60,61174,70,61920,6206,20,60
тутарсем467,82,36414,62,01218,60,751950,61187,30,54
корейсем183,10,92183,70,89188,00,65176,90,55174,20,50
украинсем153,20,77146,80,7178,20,2770,70,2267,90,20
ыттисем759,83,84706,43,43502,81,73486,91,52486,11,40
Пурӗ[22]19 810,110020 607,710029 123,410032 120,510034 600100
  • ШВП пӗр ҫынна - 1 640 $ ( 2008 ) ;
  • Ӗҫлекенсем вырнаҫнӑ : ялхуҫалӑхра - 44 %, промышленность - 20 %, суту-илӳ т. ыт - 36 %.

Ӳкерчӗксем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. [https://stat.uz/uz/ O‘zbekiston respublikasi prezidenti huzuridagi statistika agentligi].
  2. Конституци тӑрӑх патшалӑх ячӗ «Узбекистан Республики» тата «Узбекистан» — пӗр танлӑ
  3. Закон Республики Узбекистан «Об утверждении Концепции внешнеполитической деятельности Республики Узбекистан»
  4. 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен
  5. Uzbekistan – Uzbekistan (акăлч.). CIA (2021-04-16).
  6. Постановление Верховного Совета Республики Узбекистан от 4 января 1992 года № 481-XII О РАТИФИКАЦИИ СОГЛАШЕНИЯ И ПРОТОКОЛА О СОЗДАНИИ СОДРУЖЕСТВА НЕЗАВИСИМЫХ ГОСУДАРСТВ.
  7. Republic of Karakalpakstan retains autonomy – DW – 07/04/2022 (акăлч.).
  8. Конституция республики Узбекистан, ст. 76
  9. Политические партии и движения. Сайт ЦИК РУз.
  10. Экологическое движение Узбекистана. Сайт ЦИК РУз.
  11. Согласно Закону о выборах в Олий Мажлис Республики Узбекистан Общественное объединение «Экологическое движение Узбекистана» имело квоту в 15 мест в законодательной палате Олий Мажлиса. Закон прекратил своё действие в связи с принятием Избирательного кодекса Республики Узбекистан.
  12. Минюст зарегистрировал Экологическую партию Узбекистана (2019-01-24).
  13. СОАТО Система обозначений административно-территориальных образований (узб.). Узстат.
  14. Demographic Yearbook 2013. Population of capital cities and cities of 100 000 or more inhabitants: latest available year, 1999—2013 (акăлч.).
  15. Статистический буклет «О населении языком цифр».
  16. UN Demographic Yearbook — 2017 (акăлч.).
  17. UN Demographic Yearbook — 2020 (акăлч.).
  18. п.ҫ. - кӗскен «пӗлӗм ҫук»
  19. Всесоюзная перепись населения 1989 года. Национальный состав населения по республикам СССР.
  20. 1 2 3 Информация о национальном составе постоянного населения Республики Узбекистан.
  21. Опубликованы данные об этническом составе населения Узбекистана.
  22. Наци сахалрахӑшӗн тӗслӗхӗ: Бухара еврейӗсем

Шаблон:Славян патшалăхĕсем Шаблон:ИПТ

Шаблон:Евразэс

Шаблон:ОИК Шаблон:ОЭС Шаблон:ВАП Шаблон:СССР арканăвĕ хыççăнхи патшалăхсем