Уках хурăнĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уках хурăнĕ
Уках хурăнĕ
Юрий Скворцов, Уках хурăнĕ, 1993
Жанр: повĕç
Автор: Юрий Скворцов
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1969>
Пичетленĕ: 1969
Уйрăм кăларăм: 1969, 1978
Куçару: Вырăсла куçарусем пур
Ӳкерчĕк:Обложка книги Юрия Скворцова, 2.jpg

"Уках хурăнĕ", — Юрий Скворцов (1932-1977) чăвашла çырнă (1969-мĕш çулччен) кăткăс тытăмлă хайлав.

Жанр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Жанрне «повесть» тенĕ. Анчах та чăваш чĕлхинче кунашкал термин çукрах. Пĕр сăмахсарта ăна «пысăк калав» тенĕ. Çавăн пекех «мăн калав» теме пулать. «Роман» темешкĕн хайлав ытлашши пысăках мар.

Хайлав çуралса кун çути курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăшлăх, тытăм, сюжет тата фабула[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкул ачи çырса кăтартнинчен (ним улăштармасăр илсе панă)[1].

Хайлаври тĕп сăнар - Укахви - çут тĕнчепе киленсе, тантăшĕсемпе выляса-кулса, чун савнийĕпе савăнса пурăнас вырăнне çамрăклах çĕре кĕрет. Мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ха унăн пурнăçĕ? Йывăр вăхăт, йывăр ĕç, йывăр чир, йывăр хуйхă ... Пур йывăрлăх та пĕр çын çине тиенет. Ăçтан чăттăр ĕнтĕ çын чĕри?

Вун пиллĕкри хĕр ача пысăккисемпе пĕрле колхоз ĕçне çÿрет: тырă вырать, утă çулать. "Алăсем ывăнса тĕнсех ларатчĕç, хул-çурăм юлмастчĕ. Хытса çитмен çамрăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ".

Укахвин çамрăк чĕринче юрату туйăмĕ те çуралать. Хăйĕнчен икĕ çул аслăрах Кольăна юратса пăрахать вăл, ăна çара ăсатать.

Часах ялти виçĕ хĕре: Укахвие тата Хĕветлипе Ольгăна окоп чавма яраççĕ. Шартлама сивĕре кунĕпе ĕçлесси, паллах, çамрăк хĕрсемшĕн чăтма çук йывăр пулнă ĕнтĕ. "Пуринчен ытла çамрăк шăм-шаксене сивĕ хуçрĕ. Çил тумтир витĕр сулăнтарса ярать. Пите кăшт çиле хирĕç тытсанах тăм илсе ярать, çул çинче те хăяккăн çеç, минутсерен çил енне çурăмпа çаврăна-çаврăна утатăн".

Çулталăка яхăн асапланнă хыççăн хĕрсем тăван ялне таврăнаççĕ. Анчах ку вăхăтлăха çеç. Виçĕ хĕр тантăш каллех çула тухать: хальхинче торф кăларма... Торф кăларасси те çăмăл ĕç мар: "çиелтен пĕр си илетĕн те - аялта шыв". "Атă кунчинчен сивĕ шыв юхса кĕрет", анчах нимĕн тума та çук: чăтмалла, тÿсмелле. Чăтаççĕ, тÿсеççĕ чăваш хĕрĕсем. Торф кăларнă çĕртен киле таврăнаççĕ. Яла çитме пĕр çухрăм çурра яхăн юлсан вăрçă чарăнни çинчен пĕлеççĕ.

"Тăватă çул хушшинче мĕнле йывăр вăхăтра та ывăнтăм темен, ним ĕçлесен те хуçăлса ÿкмен хĕрсем çак хыпара илтсен сасартăках хăйсем чăн-чăнах халтан кайнине сиссе, тинех пĕрре канлĕн ларса канма юранине пĕлсе лăштăрах çул хĕррине лăчăрăнса анчĕç."

Вăрçă чарăннă, хĕр туссем тĕрĕс-тĕкел таврăннă... Халĕ ĕнтĕ ирĕклĕ çĕр çинче пур кăмăлтан савăнса çеç ĕçлемелле, вăййа тухмалла, ырă ĕмĕт-шухăшпа пурăнмалла пек туйăнать. Анчах та... Йывăр ĕç хăйĕн йĕрне хăварнă-хăварнах. Укахви е хулĕ, е ура шăмми ыратнипе аптрама пуçлать, хушăран чăтмалла мар ыратни те пулать, анчах хĕр кун пирки никама та шарламасть. Çамрăк хĕре чир çапсах ÿкерет. Больницăна та кайса пăхать, унта та савăнтармаççĕ ăна. Чунĕ йĕрет пулсан та хăйне хаваслă тытма тăрăшать Укахви. Чирĕ ытла шала кайни çинчен никама та каламасть, пĕчченех асапланать.

Сывалаймасть Укахви: хулĕ тĕкĕнмелле мар ыратать, урисем шыçăнса каяççĕ, сывлăшĕ кĕскелет, чĕри тапма чарăнать... Пурнăçра ыррине кураймарĕ Укахви. Вилĕмрен хăрушши çук иккен, унран никам та хăтăлаймасть. Укахви вил тăприйĕ çинче шурă хурăн пуçне усса ларать. "Çав хурăн та - Укахви пекех - йывăр чухне, сивĕ чухне чунне хытарса куççульне пытарать... Хĕвел пăхсан çеç чунĕ ăшăнса çемçелсе каять те иртнине аса илсен ирĕксĕрех куççулĕ тухать … ".

Укахви юратнă савнине фронтран кĕтсе илеймесĕрех, телей мĕнне ăнланаймасăрах, çемье ырлăхне кураймасăрах вилет. Унăн хурлăхлă шăпи- чуна çÿçентерет, чуна ыраттарать. Йывăр шăпаллă Укахви сăнарне аса илсен - куççуль тухать.

Хаклавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.В.Никифирова хăйĕн диссертацийĕн авторефератĕнче çапла палăртать[2]:

<Куçару: Чи пысăк тӳнккевсем "Уках хурăнĕ" повеçе тата "Çын ăшшине" тивнĕ. <...> "Çын ăшши" повеçĕн геройĕсем вара совет журналисчĕсен "сăнне варалаççĕ">

Илсе кăтартнине ак çапла ăнланмалла. Совет саманинче журналистсем идеологи ĕçлевçисем шутланнă, чылай енĕпе парти (КПСС) функционерĕсемпе пĕр ретрех тăнă. Çавăнпа та вĕсене пичетре сатирăлла сăнлама юраман.

Тата тепĕр кăсăклă самант. В.В.Никифорован пĕрремĕш пуплерĕшенче "Уках хурăнне" повеç тенĕ, "Çын ăшшин" жанрне асăнмасăр хăварнă. Тепĕр пуплерĕшре каланă пулин те, кунта эппир авторăн сисĕнекен пĕчĕк çуйханăвне (иккĕленĕвне) куратпăр: те повеç темелле те урăхла (роман тесе) палăртмалла?

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Маханова Ольга Анатольевна, 10-мĕш класра вĕренекен, Тутарстан Республикин Ҫĕпрел районĕнчи МБВУ «Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕ». Ертÿçĕ: Петрова Валентина Николаевна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Ю.Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеçĕнчи тĕп сăнар
  2. ^ Никифорова В.В. Особенности художественной прозы Юрия Скворцова. Автореферат диссертации.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]