Уляндина Августа Васильевна
| Уляндина Августа Васильевна | |||
| | |||
| Тĕп хыпар | |||
|---|---|---|---|
| Тулли ят | Уляндина Августа Васильевна | ||
| Çуралнă вăхăт | 1971 ҫ. нарӑсӑн 23 | ||
| Çуралнă вырăн | ССРП, РСФСР, Чӑваш АССР, Ҫӗмӗрле районӗ, Пӗренеш | ||
| Патшалăх |
| ||
| Профессисем | юрӑҫӑ, вӗрентӳҫӗ | ||
| Жанрсем | халӑх юрри, поп | ||
| Ушкăн | «Ярды» | ||
| Парнесем |
| ||
Уляндина Августа Васильевна (1971 ҫ. нарӑсӑн 23, ССРП, РСФСР, Чӑваш АССР, Ҫӗмӗрле районӗ, Пӗренеш) — чӑваш юрӑҫи тата вӗрентӳҫи. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2013).
Пурнӑҫ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар мусӑклӑ вӗрентӗшӗн соло юрланин урӑмне (1992) тата Чулхула патшалӑх консерваторийӗн «халӑх юрлани» специальноҫне (1996) вӗренсе вӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хорӗн артисчӗ (1996-1997). «Чӑваш Ен» ансамблӗн солист-вокалисчӗ, ӳнер ертӳҫи (1997-2000). Республика халӑх пултарулӑхӗпе культура ӑслӑлӑх-методикӑллӑ центрӗн халӑх эстрада студийӗн режиссёрё (2000-2002). Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнерсен кафедрин (2002-2005), дирижёрланипе вокаллӑ ӳнерӗн кафедрин (2005-2009) доценчӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗн ӳнер ертӳҫи (2009-2010).
2010 ҫултан вокаллӑ ӳнерӗн кафедрин доценчӗ тата «Чӑваш Ен» ансамблӗн ӳнер ертӳҫи. 2013 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсенчен «Ярды» этно-фолк ушкӑнне йӗркеленӗ. Чӑваш патшалӑх педогогика универитетӗнчи соло юрланипе вӗренекенсене вӗрентет.
2023 ҫулта Мускаври «Россия» форум-куравра Глянец ушкӑнӗпе «Я и есть Чувашия» юрӑпа клип кӑларнӑран медиллӗн популярлӑ пулса тӑнӑ.
Пултарулӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Августа Васильевна репертуарӗнчи ҫӗрсем чӑваш, вырӑс, тутар юррисем, халӑх юррисем, романсӗсемпе балладӑсем пур. Жанр енчен фольклорпа эстрада мусӑкӗ[1].
Кил-йыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пӗрремӗш упӑшки — Тестов Юрий Станиславович.
- Иккӗмӗш упӑшки — Сергей Степченко.
- Хӗрӗ — Ксения Уляндина.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ҫавӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Августа Уляндина. Сандугач
çинче - ↑ Поздравляем Августу Уляндину с присвоением почётного звания «Народный артист Чувашской Республики». Чувашская государственная филармония.
- ↑ Народная артистка Чувашской Республики Августа Уляндина удостоена почётного звания «Достояние Республики». Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики..
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн медалĕпе чысланисем
- Википедия:Шаблон «Внешние ссылки» пуст
- Нарăсăн 23-мĕшĕнче çуралнисем
- 1971 çулта çуралнисем
- Çĕмĕрле районĕнче çуралнисем
- Чăваш юрăçисем
- Тутар юрăçисем
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Чăваш Республикин халăх артисчĕсем
- Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентӳçисем
- Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вĕрентӳçисем