Контент патне куҫ

Уралова Евгения Владимировна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уралова Евгения Владимировна хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Евгения Уралова
Çуралнă чухнехи ят Евгения Владимировна Трейтман
Çуралнă вăхăт 1940, çĕртме, 19
Çуралнă вырăн Ленинград, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 2020, ака, 17
Вилнĕ вырăн Израиль
Професси XX, XXI ĕмĕрсенчи совет/раççей актриси
Театр Ермолова ячĕллĕ театр
Чыславсемпе парнесем
Раççей Федерацин халăх артисчĕ Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
IMDb ID 0881552

Евге́ния Влади́мировна Ура́лова (чăн ячĕ — Евгения Трейтман; 19.6.1940, Ленинград, ССРП — 17.4.2020, Израиль) — совет/раççей театрпа кино актриси, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1994).

1940 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă.

Пепке чухнех ăна амăшĕпе пĕрле хупăрланă Ленинградран илсе тухнă. Çул çинче вĕсене тăшман çавăрса илнĕ, пĕр хушă вара партизансен тĕкĕртĕнче пураннă. Кайран Изборскре пураннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен Ленинграда, амăшĕпе хваттер пулманнипе сарайра пурăннă. Шкулта япăх вĕреннĕ[1][2].

1965 çултанпа — Мускаври Ермолова ячĕллĕ театрĕн актриси.

Çак театрта нумай çул ĕçленĕсĕр пуçне, Евгения Уралова 40 ытла кинофильма хутшăннă, çапах та чи палли — Марлен Хуциевăн «Июльти çумăр» фильмĕнчи ролĕ(1966)[3].

1994 çулта Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ ята панă.

Юлашки ĕçĕ — «Скажи правду» драма (2019).

Израиль сыватăвăшĕнче 2020 çуохи акан 17-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн вилсе кайнă[4]. Акан 20-мĕшĕнче Пардес-Хана-Каркур çăви çинче (Израиль) пытарнă[5].

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ↑ Зайчик И. Евгения Уралова: «Я считаю, что Визбор предал меня» // Караван историй. — 2005. — № 82.
  2. ↑ Евгения Уралова: «Я считаю, что Визбор предал меня» 2022 ҫулхи Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. // vk.com
  3. ↑ Хазар Л. «Он спас от маразма целое поколение, уведя его в горы»: 20 июня одному из основоположников бардовской песни Юрию Визбору исполнилось бы 80 лет // Бульвар Гордона. — 2014. — № 24.
  4. ↑ Умерла заслуженная артистка РФ Евгения Уралова: Она ушла из жизни в возрасте 79 лет. ТАСС (2020-04-17).
  5. ↑ ntv.ru Как уходила из жизни звезда советского кино Евгения Уралова (выр.).