ФМШ 18

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

ФМШ 18 е МПУ-н ЯВĂТ (ятарлă вĕрнӳпе ăслăлăх тĕпĕ) 1989 çулчен «18-мĕш нумерлĕ физикăпа математикă шкул-интерначĕ» (ФМШ 18) — Мускав университечĕ çумĕнчи ятарлă шкул-интернат.

Çав евĕрлĕ шкул-интернатсем, ытти аслă шкулсем çумĕнчисем, СССР хулисенче те пулнă: Киевра, Çĕнĕ Çĕпĕрте, Ленинградра. Шупашкарта та çавăн пек Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ 196?-1981 çулсенче ĕçленĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăватă ятарлă шкула СССР Министăрĕсен Канашĕ хушнипе 1963-мĕш çулта уçнă. Мускаври интерната А. Н. Колмогоров академик йĕркелесе пынă. Пархатарлă саманара ЯВНТ валли укçасене уйрăм йĕркепе куçарса панă.

ЯВĂТа вĕренме Раççей Федераципе Белорусирен талантлă шкул ачисене илеççĕ. Шкулта физикапа математика ятарлă дисциплинăсем шутланаççĕ. 1989 çул[b чӳкре химипе хăватлă хатĕрлес класне, каярахпа — биологипе, экономикăпа, информатикăпа енĕпе хăватлă хатĕрлес классем те уçнă.

Шкула кĕме нумай пусмаллă экзамен (çыруллă тур, калаçуллă тур, «Çуллахи шкул») витĕр тĕрĕсленсе тухмалла. Çыруллă турне яланхи пекех (математикă турĕ) облаç олимпиадисенче иртереççĕ. Калаçуллă турĕ — вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ăслăлатас институтĕнче (е облаçри çавăн евĕр аслă пĕлӳ тĕпĕнче) иртет. «Çуллахи шкулĕ» ЯВĂТ-ра икĕ эрнеллĕ хăтлануллă вĕренӳ сеансĕ шутланать.

1980-мĕшпе 1990-мĕш çулсенче вĕренсе тухнисем кĕмелли экзамен тытмасăрах (шкул «рекомендаци» хучĕпе) МПУ-на, ытти аслă пĕлӳ шкулĕсене те вĕренме илеççĕ.

1990 çулта МПУ ЯВĂТ 200 яхăн ача вĕреннĕ, 200 яхăн ĕçченĕсем (вĕрентӳçĕсем, пăхса ӳстерекенсем, администраци тата пулăшса тăракан персоналĕ).

1990 çулта пĕр уйăхра апат-çимĕçшĕн 34 тенкĕ тӳлемелле пулнă. Ытти тăкакĕсене патшалăх укçисемпе хупланă.

Паян МПУ ЯВĂТ - вĕрентӳпе пĕлӳлĕх шайĕпе Раççейре чи малти вырăнта шутланать. МПУ ЯВНТ физикăпа математикă, информатикă, хими тата биологи уйрăм юхăмĕсем.

Шкула кĕмелли экзаменсене пуш-ака уйăхĕсенче Раççейĕн европă пайĕнчи облаçесен тĕп хулисенче ирттереççĕ. Экзамен расписанипе ирттерӳ вырăнĕсене МПУ ЯВĂТ официаллă сайчĕнче тупма пулать.

МПУ ЯВĂТ паллă вĕрентӳçисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

МПУ ЯВĂТ вĕренсе тухнă паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]