Контент патне куҫ

Феизов Энвер Зиатдинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Феизов Энвер Зиатдинович
Ӳкерчĕк:Feizov Enver.jpg
Çуралнă вăхăт: 1928, ака, 30
Çуралнă вырăн: Шӑнкӑртам ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2011, çĕртме, 14
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Патшалăх:

ССРП РФ

Ăслăх сфери: философи
Ĕç вырăнĕ: Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ
Ăсчах степенĕ: философи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: Тутар патшалăх гуманитари-педагогика университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Заслуженный деятель науки РФ (2010)

Феизов Энвер Зиатдинович (3.4.1928, Шӑнкӑртам ялĕ, Мăн Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 14.6.2011, Шупашкар, ЧР, РФ) — совет/раççей философĕ, философи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1993), профессор (1994). Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2010) [1]

1928 çулхи акан 3-мĕшĕнче Чăваш АССР Мăн Патăрьел районне кĕнĕ Шӑнкӑртам ялĕнче çуралнă. Патăрьелти педучилищинче (1946) тата Хусанти патшалăх университечĕн педагогика факультетĕнче (1950) пĕлӳ илнă.

1952—1960 çулсенче Чăваш пединститутĕнче логика тата философи дисциплинисене вĕрентнĕ, 1960-1962 çулсенче Чкаловское вăтам шкулĕн директор пулса тăрăшнă. 1962-1970 çулсенче Мускаври энергетика институчĕн Атăл филиалĕнче философие вĕрентнĕ, 1970-1979 çулсенче Чăваш пединститутĕче философи кафедрине ертсе пынă, 1979-1983 çулсенче Чăваш университетĕнче философи кафедринче доцент вырăнĕнче ĕçленĕ, 1983-1993 çулсенче Мускаври потребкоопераци унивирситечĕн Шупашкар филиалĕнче философи кафедринче доцент пулса ĕçленĕ.

Ăслăхри ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Философский анализ психофизической проблемы: автореф. дис. … д-ра филос. наук. М., 1993;
  • Восприятие и реальность. Чебоксары, 1992;
  • Мозг, психика и физика. М., 1994.
  • Физика и сознание. Чебоксары, 2001 (в соавторстве);
  • Категории проекции и инварианта (в иллюстративном изложении): учеб. пособие. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2009.
  • Пространство и время: учеб. пособие. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2010.
  • Феномен экстрапроекции в структуре восприятия и мышления. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2010.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=443 Э. З. Феизов страници Чăваш энциклопединче]