Контент патне куҫ

Фицо Роберт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фицо Роберт
(словак. Robert Fico)

Роберт Фицо 2025 ҫулта
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1964 ҫ. авӑнӑн 24
Ҫуралнӑ вырӑн ЧСР, Топольчани
Элтешлӗх: Чехословаки ЧехословакиСловаки Словаки
Парти: ЧКП (1986–1990)
Демократиллӗ сулахаййисен партийӗ (1990–1999)
Ҫул – социаллӑ демократи (1999 ҫултан)
Ӗҫлев тӗсӗ: политика, юриспруденци, Словаки премьер-министрӗ

Роберт Фицо (словак. Robert Fico[1]; 1964 ҫ. авӑнӑн 24, ЧСР, Топольчани ҫур.) — словак политикӗ тата юрисчӗ, 2023 ҫултан Словак Республикин премьер-министрӗ. Роберт ҫӗршыв историнчи премьер-министр ӗҫӗнче чи вӑрӑм ӗҫлекен шутланать. Унӑн влаҫри пӗтӗмӗшле вӑхӑчӗ 12 ҫул ытла, тӗрлӗрен тӑватӑ срок (2006–2010, 2012–2016, 2016–2018 тата 2023 ҫултан хальхи срок). 1999 ҫулта вӑл сулахай политика партине йӗркеленӗ Ҫул – социаллӑ демократи (ҪСД), тата ҫав ҫултан вӑл унӑн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Фицӑн политикӑллӑ шухӑшӗсем — популизм, сулахайлӑх тата консерватизм шутланать.

1992 ҫулта парламенте кӗрсе вӑл Европа канашӗн парламент ассамлейӗн чехословак делегацине кӗртнӗ. 2006 ҫулхи парламент суйлавӗнче унӑн партийӗ ҫӗнтерсе хӑйӗн пӗрремӗш кабинет йӗркеленӗ, вӑл 29,1% сасӑ тата 50 вырӑн илнӗ. 2010 ҫулхи парламент суйлавӗ хыҫҫӑн Роберт Фицо парламентри оппоцизи лидерӗ шутланнӑ, анчах ҪСД 34,8% сасӑ тата 62 вырӑн илнӗ. Ивета Радичова кабинетне шанусӑрлӑх вотумӗ панӑран Фицо премьер-министр ӗҫне таврӑннӑ тата 2012 ҫулхи парламент суйлавӗнче унӑн партийӗ ҪСД 44,41% сасӑ тата 83 вырӑн илнӗрен 1989 ҫултан шутласан парламентри пӗрремӗш абсолютлӑ нумайрахӑш йышӑннӑ. 2013 ҫулта Роберт Фицо 2014 ҫулхи президент суйлавне хӑйӗн кандидатура тӑратнӑ, анчах иккӗмӗш турта вӑл Андрей Кискӑна выляса янӑ.

2016 ҫулхи парламент суйлавӗнче «Ҫул – социаллӑ демократи» партийӗ ҫӗнтерсе нумайрахӑш сасӑ илнӗ. ҪСД 28,28% сасӑ тата 49 вырӑн илнӗрен коалици ертсе пырӑвӗ йӗркеленӗ. 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ян Куцяк вӗлерӗвне пула Словакири политикӑллӑ кризис пуҫланнӑран Роберт Фицо ӗҫрен тухнӑ тата Киска президент премьер-министрӗн ҫумне Петер Пеллегриние ҫӗнӗ ертсе пыру йӗркелеме хушнӑ. 2020 ҫулхи парламент суйлавӗнче ҪСД 18,29% сасӑ тата 38 вырӑн илнӗрен иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 2020-2023 ҫ. Фицо оппозицире пулнӑ, ку вӑхӑтра унӑн партийӗнче пайланни пулнӑ, 2023 ҫул патне Фицо тата унӑн ҪСД популизм усӑ курма пуҫланӑ. 2023 ҫулхи парламент суйлавӗнче Фицо партийӗ 22,95% сасӑпа 42 вырӑн илнӗрен парламентри чи пысӑк парти пулса тӑнӑ, Роберт Фицо премьер-министр ӗҫне таврӑннӑ тата хӑйӗн тӑваттӑмӗш кабинет йӗркеленӗ[2].

2024 ҫулта ӑна вӗлерме тӑрӑшу пулнӑ, анчах ӑнӑҫлӑ мар. 2025-2026 ҫ. Украина Словаки урлӑ газ транзитне чарнӑран ҫӗршывсем хушшинче кризис пуҫланнӑ. Роберт Фицӑн Раҫҫее кайни хыҫҫӑн Словаки Украинӑна пусӑм тунӑ. 2026 ҫулхи Мускаври парада вӑл ҫитес мар тесе Польшӑпа Балтикӑри республикӑсем Фицо вӗҫетмӗшне вӗҫме ирӗк памаҫҫӗ тенӗ. Фицо каланӑ тӑрӑх вӑл машинӑпа каять.

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]