фон Нейман тавралăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Nbhd neumann 1

фон Не́йман тавралăхĕ (акăл. von Neumann neighborhood) — тăваткал паркет çинчи харпăр (уйрăм) шакмакпа сĕртĕнсе тăракан тăватă шакмакран тăракан йыш. Тавралăха Джон фон Неймана асăнса çапла калаççĕ, мĕншĕн тесен вăл ăна фон Нейман автомачĕ текеннинче усă курнă, вăл шутра фон Нейманăн универсаллă конструкторĕ текеннинче те[1]. Ĕнтĕ фон Нейман тавралăхĕ тата Мур тавралăхĕ шакмакла автоматсен икĕ виçеллĕ моделĕсенче час-час усă курăнакан тавралăхсем шутланаççĕ[2][3].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Дж. фон Нейман, Теория самовоспроизводящихся автоматов. М.: «Мир», 1971.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]