Франс чĕлхи
Франс чĕлхи (le français, la langue française) — французсен (Францин официаллă чĕлхи), Бельгин, Швейцарин, Канадăн франс чĕлхиллĕ халăхĕ (вĕсенче вăл официаллă чĕлхесенчен пĕри пулать). Франци чĕлхипе нумай патшалăхра Африкăри, Кариб бассейнĕн (Гаити т. ур.), Франци Гвиани саралнă, çав шутра официаллă чĕлхе вырăнĕнче те шутланать.
Инди-европа чĕлхе çемьин (роман ушкăнĕ, галл-роман ушкăн пайĕ). Латынь халăх чĕлхинчен аталанса, унран тепĕр роман чĕлхипе танлаштарсан, аяккарах тарнă[1]. Çырулăхĕ латин алфавичĕн никĕсĕпе.
Пĕрлешӳллĕ Нацисен Йĕркеленӳлĕхĕн 6 официаллă чĕлхинчен пĕри. Франс чĕлхипе калаçакан йышĕ — 130 млн яхăн çын (2000). Франс чĕлхи тĕнчери халăх хушшинчи нумай йĕркеленӳлĕхĕн официаллă чĕлхи тата чылай çын вĕренекен ютçĕр чĕлхи шутланать. Франс чĕлхипе ăнланса калаçма пултаракан çын — 200 миллиона яхăн (Франци Академийĕн сайчĕн хыпарĕпе килĕшӳллĕ)[2].
Légende:
тĕттĕм кăвак: тăван чĕлхи ;
кăвак: патшалăх чĕлхи ;
çутă кăвак: культура чĕлхи ;
кăшăл: франс чĕлхипе калаçакан сахалтанăшĕсем.]]
Чĕлхе кочĕ - fr (ISO 639 тăрăх)
Тĕнчере сарални
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Францири официаллă статусĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Франци Конституцийĕпе чĕлхе официаллă статусне 1992 çулта тивĕçнĕ. Мĕнпур официаллă документа тата килĕшӳ хутне франс челхипе çырмалла. Эхер те янравра ютçĕр чĕлхи сăмахĕсем пур пулсан, вĕсен куçарăвĕ пулмалла.
Канадăри официаллă статусĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебек провинцин официаллă чĕлхи, Канадăн тата Çĕнĕ Брансуик провинцин 2 официаллă чĕлхесенчен пĕри шутланать. Квебекри франс чĕлхи саккунĕпе, патшалăх шкулĕсенче пур ачана, акăлчан чĕлхиллĕ канада гражданĕсен ачисемсĕр пуçне, франс чĕлхипе вĕрентмелле.
Урăх çĕршывсенчи официаллă статусĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бельгире, Канадăра, Люксембургра, Швейцарире тата чылай африка патшалăхĕсенче.
Чĕлхен тĕнче паллăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Франс чĕлхине тĕнче йĕркеленӳлĕхĕсенче тăшлă усă курни чакса пыни тӳрех курăнать. Франс чĕлхин халăхсен хушшинчи курăмĕ уçăмлă пулин те, çапах та ăна сахаллатса ĕçе кĕртеççĕ. ПНЙ 1995 çултанпа Франкофони агентствине пăхса тăракан статусĕ. ПНЙ 185 патшалăх-пайташĕнчен 56-шĕ Франкофони хутшăнаканĕ пулса ПНЙ секретариатне хăйсемпе франсла калаçма сĕнет пулин те, акăлчан чĕлхи ĕç-хĕлре анлă вырăна йышăнса пырать. Франс чĕлхине сайра усă курни персонала (франс чĕлхине пĕлни кирлĕ ыйтăм пулмасть) ĕçе илнинчен, акăлчан таврашлăхĕнчен, бюджета чакарнинчен килет.[3]
ЕП франс чĕлхи официаллă шутланать. Франс чĕлхин пуласлăхĕ улшăнакан Европа Пĕрлешĕвĕнчи унăн вырăнĕнчен килет. ЕП йышне Финлянди, Австри, Швеци кĕни франци чĕлхине татах хавшаклатать, мĕншĕн тесен çак патшалăхсенче акăлчан чĕлхипе те калаçаççĕ. ЕП сарални Рим килĕшĕвĕн принципне пурнăçа кĕртессине чăрмавлать, ăна тӳрĕпех пурнăçласан, пур пайташ-патшалăхăн чĕлхи ЕП официаллă чĕлхи шутланать.[4]
Паллă франци лингвисчĕ Р. Шодансон радикальное сĕнӳ панă: виççĕ ĕç чĕлхине — акăлчан, франс тата нимĕç — упраса пымалла. Франци премьер-министрĕ Франци Л. Жоспен шухăшĕпе, «ЕП варĕнче чĕлхе нумай тĕрлĕлĕхĕ кирлĕ ыйтăвĕсенчен пĕри пулать. Европăра франци чĕлхи хăш вырăна йышăнать, çавăнтан вăл тĕнчере хăйĕн туртăм вăйне упраса хăварни килет. Пĕр чĕлхе те ЕП институтĕсенче пĕртен-пĕр хутшăну чĕлхи пулма пултараймасть. Çакна пула Франци хăйĕн чĕлхин ĕç чĕлхи шайне ӳстерес тĕллевпе тăрăшать».[5]
Алфавичĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Франс алфавитĕнче 26 мăшăр латин сас паллипе (пысăккисем тата пĕчĕккисем) диакритика паллипе усă кураççĕ.
Латин сас палли | Сас паллин франс палăртăвĕ (МФА) | Вырăс танлăшĕ | Латин сас палли | Сас паллин франс палăртăвĕ (МФА) | Вырăс танлăшĕ | |
---|---|---|---|---|---|---|
A a | ɑ | а | N n | ɛn | эн | |
B b | be | бе | O o | o | о | |
C c | se | се | P p | pe | пе | |
D d | de | де | Q q | ky | кю | |
E e | œ | ё | R r | ɛr | эр | |
F f | ɛf | эф | S s | ɛs | эс | |
G g | ʒe | же | T t | te | те | |
H h | aʃ | аш | U u | y | ю | |
I i | i | и | V v | ve | ве | |
J j | ʒi | жи | W w | dubləve | дубль-ве | |
K k | kɑ | ка | X x | iks | икс | |
L l | ɛl | эль | Y y | igrɛk | игрэк | |
M m | ɛm | эм | Z z | zɛd | зэд |
Тата диакритикӑллӑ саспаллисем пур:
à â æ ç è é ê ë î ï ô œ ù û ü ӳ
Орфографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Морфологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антропонимика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ http://www.academie-francaise.fr/langue/index.html Du francois au francais (фр.)
- ^ http://www.academie-francaise.fr/langue/index.html La francofonie (фр.)
- ^ И. В. Чернов. Международная организация Франкофонии: лингвистическое измерение языковой политики. СПб.:2006, стр. 45
- ^ Treaty of Rome to build a European Economic Community, 25 March 1957//http://www.treatyofrome.com/treatyofrome.htm 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ И. В. Чернов. Международная организация Франкофонии: лингвистическое измерение языковой политики. СПб.:2006, стр. 83
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Alliance française
- Свободная озвученная база французских слов(ĕçлемен каçă). Это база данных звуковых записей, содержащая около 7000 слов и выражений на французском языке.
- Гак. В. Г. Французский язык (Лингвистический энциклопедический словарь, М., 1990, с. 562—563) на портале Philology.ru
- Словарь французского арго.
- Газета для изучающих французский язык.
- Грамматика французского языка в схемах и таблицах. 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- Газета La Langue française для изучающих и преподающих французский язык.
ПНО официаллă урăх чĕлхисемпе:
ЕП официаллă чĕлхисем | ||
---|---|---|
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Франс чĕлхи
- Франци Полинези чĕлхисем
- Австрали тата Океани чĕлхисем
- Çĕнĕ Каледони чĕлхисем
- Уоллис тата Футуна чĕлхисем
- Бельги чĕлхисем
- Гаитири чĕлхесем
- Канада чĕлхисем
- Люксембургри чĕлхесем
- Мавританири чĕлхесем
- Мароккăри чĕлхесем
- Франци чĕлхисем
- Франци Гвиани чĕлхисем
- Чад чĕлхисем
- Швейцари чĕлхисем