Контент патне куҫ

Хĕрарăм-элтеш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Хĕрарăм-элтеш (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.

Хĕрарăм-элтешАгафья Гавриловна Гаврилова (07.02.1878 - 07.10.1918) 1918-мĕш çулхи майăн 26-мĕшĕнче (кивĕ стильпе — майăн 13-мĕшĕнче) Мĕнпур чăваш вĕреневçисен съездĕнче тунă пĕлтерев (доклад). Асăннă съезд малтанах палăртса хунипе мар, хай еккипе сиксе тухнă пулас. Мĕншĕн тесен ку вăхăталла Хусан хулинче эрне хушши Чăваш хресченĕсен съезчĕ пынă[1]. Çав тĕп съезд хÿттипе вара ытти пĕчĕкрех съездсем те («айсъездсем») иртнĕ темелле. Каярахпа ку доклад уйрăм кĕнекен те пичетленсе тухнă[2], ĕнтĕ чăваш вĕреневçисен съезчĕ ячĕпе мар, чăваш вĕрентевçĕсен союзĕн ячĕпе[3]:226.

2011-мĕш çулта асăннă кĕнекери текста А. П. Леонтьев ним улăштармасăр тепĕр хут кун çути кăтартнă[3]:215-226.

А. Г. Гаврилова, 1878-1918

Гаврилова А. Г. кĕнеки вырăсла та, çавăнпа доклачĕ те вырăслах пулмалла пек. Анчах та кун пирки калани ниçта та çук. пĔнтĕ çакна кура ыйту уçă (хуравсăр) юлать.

Докладăн чăвашла версийĕ кун çути курайманни, сăмахран, мĕнпур пурлăха хĕрлисем ярса илнĕрен, типографире шрифтсем пулманнипе е урăх сăлтавсемпе те çыхăнма пултарнă.

«Женщина-гражданка» брошюрăн хуплашки çинче çапла çырни пур: "Женщина имеет право взойти на трибуну , так как она имеет право взойти на эшафот»". Чăвашла куçарсан: "Хĕрарăмăн трибуна умне улăхма тивĕç-ирĕк пур, мĕншĕн тесен эшафот патне улăхма та тивĕç-ирĕк пур".

Ку каларăша тĕп текстра тепĕр хут асăннă. Унта та, кунта та мĕн каланине хăлăпкасемпе хупнă. Апла пулин те, А. П. Леонтьев малтан çакна А. Г. Гаврилова хăй, никам çине таянмасăр, пуçласа каланă пек ăнлантарать[4]:131. Каярахпа вара, сăмахран, 2011-мĕш çулта, чăннине пĕлтерет[3]: афоризмла çак пуплерĕшĕн чăн-чăн авторĕ — Олимпия де Гуж (1748-1793), хрантсус хĕрарăмĕ, пĕрлĕх тата патшалăх ĕçлевçи, çыравçă.

Олимпия де Гуж 1791-мĕш çулта «Хĕрарăм тата хĕрарăм-элтеш тивĕç-ирĕкĕсен декларацийĕ» текен документ проектне (фр. Déclaration des droits de la femme et de la citoyenne) сĕннĕ. Проекта йышăнман.

Olympe de Gouges, 1748-1793

«Деклараци» проекчĕн 10-мĕш статйинче хрантсусла çапла каланă пулнă[5]:

Nul ne doit être inquiété pour ses opinions mêmes fondamentales, la femme a le droit de monter sur l’échafaud ; elle doit avoir également celui de monter à la Tribune ; pourvu que ses manifestations ne troublent pas l’ordre public établi par la Loi.

Варринчи пайне çеç хăварсан, çапла пулать:

La femme a le droit de monter sur l’échafaud ; elle doit avoir également celui de monter à la Tribune ;

Вăт шăпах çакă пулать те ентĕ хайхи афоризмла пуплерĕшĕн оригиналĕ. Хăшпĕр чухне умне, пуплев логикине пăхăнса пулĕ, Si хушса хураççĕ[6]:

Si la femme a le droit de monter à l'échafaud, elle doit avoir également celui de monter la tribune.

Курăнать ĕнтĕ, А. Г. Гаврилова афоризма çеç мар, «Хĕрарăм-элтеш» (фр. la citoyenne) текен майлашăва та Олимпия де Гужран илнĕ.

Пуля. Брокгаузăн тата Ефронăн энциклопедилле сăмахсарĕнчен (1890—1907) илнĕ иллюстраци

Пульă тата эшафот

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă ĕнтĕ, 40 çулти А. Г. Гаврилована 1918-мĕш çулта Хусанта, хулана шуррисемпе чехословаксенчен тасатнă хыççăн, персе вĕлереççĕ. Ку истори тахçантанпах самай уçăмлă. XXI ĕмĕрте ăна А. П. Леонтьев, тĕпчевçĕ тата журналист, татах та уçăмлăрах туса хучĕ. Çавна май вăл, Олимпия де Гуж эшафотпа трибуна тĕлĕшпе каланă афоризма аса илсе, каларăш Агафья Гариловнашăн умкурăмла пулнине палăртрĕ. Имĕш, унăн хăйĕн те, ытарлăн каласан, хайхи эшафот патне улăхма тивнĕ иккен.

А. Г. Гаврилована 2006-мĕш çулхи янарĕн 16-мĕшĕнче, синкерлĕ вилĕм хыççăн 88 çул иртсен, реабилитациленĕ[7].

Олимпия де Гуж вара ытарлăн çеç мар, чăнласах эшафот патне хăпарнă. Ăна 1793-мĕш çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче гильотина çĕççи айне хунă. Çапла вара Олимпия де Гуж 45 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Guillotine. Exécution d'Olympe de Gouges (1793)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. СТАНЬЯЛ, Виталий. «Закатилось золотое солнце...» 16.03.2016 11:11 Портал газеты "Республика"
  2. Гаврилова А. Г. Женщина-гражданка. Казань, 1918.
  3. 1 2 3 Леонтьев, 2011. Кăтартнă çăлкуç.
  4. Леонтьев, 2006. Кăтартнă çăлкуç.
  5. Les Droits de la femme, 1791, 24 pages. Оригиналла текст çакăнта: texte 2010 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. Феминизм во Франции: глубина традиций, философия и борьба — Skyeng
  7. Гаврилова Агафья Гавриловна (1878) — Открытый список.