Контент патне куҫ

Хĕрача тата япаласем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕрача тата япаласем
Девочка и вещи
Жанр сассăр этюд
Режиссёр Никита Михалков
Оператор Игорь Клебанов
Кинокомпани ПРКИ ăста лаççи
Тăсăлу 8:10 мин.
Патшалăх ССРП
Çул 1967

«Япаласем» (ытларах «Хĕрача тата япаласем» ячĕпе паллă) — Никита Михалков режиссёрпе Игорь Клебанов операторăн диплом валли 1967 çулта ӳнерленĕ совет кĕске метражлă хура-шурă фильмĕ.

Игорь Клебанов асаилнипе, фильма сассăр этюд тесе çапнă. Сценарие Никита Михалков хатĕрленĕ. Пиллĕк çулти хĕрача рольне вылямашкăн пĕчĕкçĕ актрисăна Арбатри ача-пăча парикмахерĕ патĕнче тупнă. Фильма Сергей Михалковăн Поварсен урамĕнчи хваттерĕн пӳлĕмĕнче çапса илнĕ, çав вăхăтрах юнашар пӳлĕмре Андрон Кончаловский юлташĕсемпе хăйĕн пулас фильмĕ — «Дворян йăви» — пирки канашланă[1].

Михалков каласа панипе, фильма çапса илмешкĕн вĕсем «амăшĕн пӳлĕмне çав тери нумай япала тултартăмăр. Унта темĕн те пулнă. Унта эпир мĕнпуррине туртрăмăр, япаласемпе купалани темле антураж, çак хĕрачан пурнăçне кăтартать тесе. …çапла ĕнтĕ пулнă: люстра, бокалсем, стакансем, бигуди, фотографисем, савăт-сапа, мебель, тата ытти те…»[2][3].

Ӳнерлекен ушкăн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хушма фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ЮНОСТЬ НИКИТЫ. Как у молодого Михалкова обломился курортный роман и был зарублен диплом во ВГИКе.
  2. Никита Михалков — Публичное одиночество Litres, 2015, ISBN 5457670848, 9785457670846
  3. Никита Михалков — Территория моей любви Litres, 2016, ISBN 978-5-699-68930-9