Хĕр ĕмĕрĕ
Курӑнакан калӑплав
- Ан пăтраштарăр Хĕрхаллĕхпе.

Хĕр ĕмĕрĕ (чылай чухнехи эквивалентлă ăнлав: Хĕрлĕх) — хĕрарăмăн качча кайичченхи пурнăç тапхăрĕ. Тепĕр чухне ăна, уйрăмах хайхи Хĕрлĕх тенине, «хĕрхаллĕх çухаличченхи вăхăт» тенĕ пек те ăнланаççĕ.
Каларăшсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хĕр пурнăçĕ — хăналăх.
- Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр.
- Хĕр чухнехи ырлăха хĕрĕх йытăпа шырасан та тупаймăн.
- Хĕр чухне — хĕрĕх.
Тупмалли юмах
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хĕр йĕрри йĕрет. (Сĕтел).
Хĕр ĕмĕрĕ пирки илемлĕ литературăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А. С. Артемьеан «Салампи» романĕнчен[1].
| —Хӗр ӗмӗрӗ — хӑналӑх, арӑм ӗмӗрӗ — яланлӑх, — ахаль каламан ҫав ку сӑмаха,— терӗ Маруҫ вӗтӗлтетсе.
Кольӑн чӗри кӑртах сикрӗ. — Ара, хӗр ӗмӗрӗ — хӑналӑх пулмасӑр, вунҫиччӗрен пуҫласа пӗр ҫирӗме ҫитиччен кӑна,— терӗ Таруҫ, ҫавӑнтах хӑйӗн тусӗ кӳреннине сисрӗ те, — пӗр ҫирӗм пиллӗке ҫитиччен анчах,— тесе хушса хучӗ. — Ара, ҫапла пулмасӑр,— терӗ Маруҫ хӗпӗртесе, — кайран вара ватӑ хӗр шутне кӗретӗн. Ҫавӑнпа хӗр чухнехи пурнӑҫа пурӑнма майне пӗлес пулать, унсӑрӑн —- усал сӑмах утпа ҫӳрет... |
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Смолина Людмила Валериановна. Хĕр ĕмĕрĕ - хăналăх. Шупашкар, 1993.
- Борисов С. Б. Мир русского девичества. 70-90 годы XX века. — М.: Ладомир, 2002 г. — 352 стр.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Артемьев А.С. Салампи. Повесть (чуваш.) // Ялав. — 1954. — № 5. — С. 14-20.