Хаваслă çăлтăрсем
| Хаваслă çăлтăрсем | |
| Весёлые звёзды | |
| Фильм постерĕ | |
| Жанр |
камит мусăк фильмĕ |
|---|---|
| Режиссёр | Вера Строева |
| Сценари авторĕ |
Евгений Помещиков Виктор Типот |
| Тĕп рольсенче |
Юрий Тимошенко Ефим Березин Лев Миров Марк Новицкий |
| Оператор |
Владимир Николаев Михаил Гиндин |
| Композитор |
Исаак Дунаевский (юрăсем) Александр Цфасман |
| Кинокомпани | «Мосфильм» |
| Тăсăлу | 103 мин |
| Патшалăх |
|
| Чĕлхе | вырăс |
| Çул | 1954 |
«Хаваслă çăлтăрсем» — «Мосфильм» киностудире 1954 çулта Вера Строева режиссёр ӳнерленĕ совет тулли метражлă илемлĕ фильм.
Сатирăллă мусăк камичĕ жанр ревю-фильмăн тулаш çийĕ — тĕрлĕ жанрта хăйсен эстрада çинчи номерĕсене кăтартакан артистсен ушкăнĕ — пулать. Совет телекуравĕнче йăпанăç «çăмăл» жанрĕн евчи шутланать. Экран çине фильм 1954 çулхи утăн 19-мĕшĕнче тухнă[1]. Çулталăк вĕçлениччен фильма 31,5 миллион çын пырса курнă, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕнче пиллĕкĕмĕш вырăна тухнă.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киеври икĕ çамрăк конферансье дуэчĕ — Тарапунька тата Штепсель — Мускава Пĕтĕм Пĕрлешӳри эстрадăри çамрăк артистсен конкурсне хутшăнмашкăн каять. Пуйăс çинче, вĕсемпе пĕрле купере çамрăках мар мăшăр пырать, паллашнă хыççăн пĕлетпĕр — карьерĕшĕн хыпса çурекенсем, вĕсем çинчен ĕнтĕ сцена ăстисен хатĕрленĕ номер пур.
Конкурсантсем жюрии пайташĕсен кăмăлне каяççĕ, анчах та интрига сиксе тухать — конферанс маçтăрĕсем çамрăк конкурентсене çула уççа пама хатĕр мар.
Тĕп хулари хĕвĕшре Тарапунькăпа Штепселе темĕн те курма тивет, çаплах çĕнĕ çынсемпе те паллашаççĕ. Ăнсăртран кăна вĕсене телей тупăнать, киевлянсем каллех сцена çине тухса эстрадăпа кинори питĕ чаплă артистсемпе кунцерта хутшăнаççĕ.
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юрий Тимошенко — Тарапунька, конкурсант
- Ефим Березин — Штепсель, конкурсант
- Лев Миров — Миров, член жюри
- Марк Новицкий — Новицкий, жюри пайташĕ
- Николай Смирнов-Сокольский — Николай Павлович, жюри председателĕ
- Мария Миронова — Миронова, бюрократ арăмĕ
- Александр Менакер — Менакер, пуйăсри бюрократ
- Леонид Утёсов — Утёсов, хăйĕн тахçанхи юррисен попуррине тата «Песню о ротном запевале» юрлать
- Вадим Людвиковский — пианист (Шульженкăна аккомпанилет) тата оркестр дирижёрĕ
- Клавдия Шульженко — Шульженко, исполняет песни «Молчание» и «Звёзды милой Родины»
- Рина Зелёная — Наташа, пукане
Ӳнерлекен ушкăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сценарист Евгений Помещиков, Виктор Типот
- Режиссёр — Вера Строева
- Операторсем: Владимир Николаев, Михаил Гиндин
- Ӳкерçĕсем — Пётр Киселёв, Евгений Серганов
- Композиторсем: Исаак Дунаевский (песни), Александр Цфасман
- Звукооператор — Виктор Зорин
- Режиссёр ассистенчĕсем: Виллен Азаров, Валентина Кузнецова, Олег Ленциус
- Ӳкерçĕ-костюмер — Надежда Бузина
- Ӳкерçĕ-гримёр — В. Рудина
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Скороходов Г. А. Три влечения Клавдии Шульженко. — Юбилеи. — М.: Эксмо; Алгоритм, 2006. — ISBN 5-699-15012-9
- Горбачёв Б. К. Техника комбинированных съёмок / Ред. Л. О. Эйсымонт. — М.: Искусство, 1958. — 3000 экз.
- Советские художественные фильмы. Аннотированный каталог / Сост. Н. А. Глаголева, М. Х. Зак, А. В. Мачерет, Л. А. Парфёнов, В. М. Розина, Э. Л. Сосновский, П. В. Фионов, О. В. Якубович под ред. А. В. Мачерета и др. — М.: Искусство, 1961. — Т. 2: Звуковые фильмы (1930—1957 гг.). — 3000 экз.
Комментарисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Энциклопедия кино (2010) «Весёлые звёзды» (выр.).
- Весёлые звёзды (выр.).
- Весёлые звёзды (выр.).
Вера Строеван фильмĕсем |
|
|---|---|
Аттесен тивĕç-ирĕкĕ (1931) • Футлярсăр этем (1931) • Петербургри каç (1934) • Çĕнтерӳçсен ăрăвĕ (1936) • Хаваса шыраса (1939) • Салтак ывăлĕ (1942) • Улăп пирки юрлани (1942) • Çамрăк мусăкçăсем (1945) • Марите (1947) • Пысăк концерт (1951) • Борис Годунов (1954) • Хаваслă çăлтăрсем (1954) • Уй-хирĕм (1956) • Хованщина (1959) • Эпир, вырăс халăхĕ (1965) • Раççей чĕри (1970) • Фиалка букечĕ (1983) |