Контент патне куҫ

Халӑх ҫырса тухӑвӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
2020 ҫул ҫинчи юлашки халӑх ҫырса тухӑвӗсем

Халӑх ҫырса тухӑвӗ[1][2][3][4] е Халӑх ҫырса тухни[5] (Халӑх ҫыравӗ[6][7], Халӑх хисепне ҫырса тухни[8], Ҫынсен ҫырса тухӑвӗ тенисем сарӑлнӑ тата тӗл пулма пултараҫҫӗ те) — пӗр лаптӑк ҫинче мӗнле те пулин халӑхсен, ҫынсен (е ытти демографи ушкӑнӗсен) шутне (йышне) шутласси. Ытти ҫырса тухусен пӗтӗмлетӗвӗсенче пек, халӑх ҫырса тухӑвӗн вӗҫӗнче пуҫтарнӑ пӗлӗмсем публикацилеҫҫӗ. Халӑх ҫырса тухӑвӗсемпе пурӑнан фондӑн (ҫурт, хваттер т.ы.т) ҫырса тухӑвӗ час иртет[9].

Пӗрлешӗннӗ Нацисен Организацийӗ халӑх е пурӑнамалли шал ҫырса тухӑвӗсем ҫинчен ик-виҫ япала каласа палӑртать: "харпӑр шут, пӗр ҫӗр чиккинче нумай енлӗх, пӗр вӑхӑтлӑх тата шайлӑх". ПНО кашни вунӑ ҫул кирек пӗр халӑх ҫырса тухӑвне тума канашлать[9].

Халӑх ҫырса тухӑвӗн программи — ҫырса тухӑвӑн вӑхӑчӗнчи пуҫтармалли пӗлӗмсен ят-йышӗ (ҫырса туху лисчӗ). Ҫырса туху листне малалла ыйтусем кӗреҫҫӗ: арлӑх, ҫул-ӳсӗм, мӑшӑрлану, элтешлӗх, халӑх, тӗн, вӗрентӳ тата ытти те пулма пултарать[10].

Васкавлӑ ҫырса туху — кӗске вӑхӑтлӑ ҫырса туху (11 кунччен). Вӑл пӗчӗк тӗллевшӗн тата нумай мар ыйтӑвлӑ тунӑ.

Мӗнле халӑха ыйтмалла
  • Территори ҫинчи пур пурӑнан халӑх.
  • Территори ҫинчи яланхи пурӑнан халӑх (6 уйӑхран е 1 ҫулталӑкран пуҫласа малалли таран).
  • Территори ҫинчи юридициллӗ (саккунпа территори ҫумне ҫирӗплетнӗ) пурӑнан халӑх[11].

Пурнӑҫламалли администрациллӗ тата налук-ҫар ӗҫӗсене пула халӑх ҫырса тухӑвне тума кирлӗлӗх питӗ тахҫанах пулса тӑма пуҫланнӑ. Налуксене йышӑнас тесе авалхи Индин Ману саккунӗсенче, пурӑнакан ҫынсене шутламалли ӗҫсене туса чӗнме ҫырнӑ. Пирӗн эрӑччен 2800—2250 ҫулсенчи авалхи Египет патшалӑхӗнче хылӑх йышне шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра авалхи Икӗ Шыв енче халӑха шутлама пуҫланӑ. Авалхи Китайпа Японире халӑх ҫырса тухӑвӗн тунин факчӗсем пур.

Халӑх ҫырса тухӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем ҫар тата патшалӑх тӗлӗсемшӗн усӑ курӑннӑ. Америкӑн пуҫламӑш колонизацинче Европа ҫыннисем Америкӑри феодаллӑ патшалӑхсенче халӑх ҫырса тухӑвӗсене тунӑ.

Кивӗ Халалӑн патшасен иккӗмӗш кӗнекинче Давид патша тунӑ халӑх ҫырса тухӑвӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫырнӑ: "Патша вара хӑй ҫумӗнчи ҫарпуҫа Иоава каланӑ: Израилӗн [тата Иудӑн] пӗтӗм йӑхӗ патне Дантан пуҫласа Вирсави таран ҫитсе кил, халӑх йышне шутласа тухӑр, эпӗ мӗн чухлӗ ҫын пулнине пӗлем, тенӗ"[12].

Авалхи Грецире, Аттикӑра, ӑҫта п.э. IV ӗмӗрте пур унта пурӑнакан ватӑ арҫынсене шутланӑ. Авалхи Римре п.э. 435 ҫултан пуҫласа ценз ятлӑ халӑх ҫырса тухӑвне тӑтӑш тунӑ.

Вӑтам ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Европӑра тӗрлӗ паллӑ ӗҫсем хыҫҫӑн е налук системине тӑратнишӗн халӑх ҫырса тухӑвӗсем тунӑ. Руҫра патшалӑх тӗлӗсемшӗн пӗрремӗш халӑх ҫырса тухӑвӗ 1245 ҫулта тунӑ[13]. XVIII ӗмӗн варринчен Европӑра, Азире тата Америкӑра пур пурӑнакан халӑха шутланин тӑрӑшнисем пур. Раҫҫей империйӗн халӑх ҫырса тухӑвне "ревизи юмахӗ" ятлӑ[14].

1790 ҫулта АПШра пур пурӑнакан халӑхӑн пӗрремӗш ҫырса тухӑвӗ пулнӑ. 1897 ҫулта Раҫҫейре.

Ҫырса туху тӗсӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халӑх ҫырса тухӑвӗ — халӑх йышне шутлакан ҫырса туху. Халӗ ҫак ҫырса тухӑва темиҫе ҫулталӑкра пӗрре иртереҫҫӗ.

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Элли Илле. Халăх йышне çырса тухĕç... // Хыпар (хаçат), 199№, 2010, юпа, 14.
  • Элли Илле. Мĕн кăтартĕ çырсатуху? // Хыпар (хаçат), 2002, авăн, 25.
  • Боярский А. Я., Шушерин П. П. Демографическая статистика. — М., 1955.
  • Гозулов А. И. Переписи населения СССР и капиталистических стран. — М., 1936.
  • Пустоход П. И., Воблый В. К. Переписи населения. — М., 1936.
  • Боярский А. Я. Переписи населения в капиталистических странах. — М., 1938.
  • Урланис Б. Ц. История американских цензов. — М., 1988.
  • Послевоенные переписи населения. — М., 1957.
  • Население мира: Справочник. — М., 1965.
  • Курс демографии / под ред. А. Я. Боярского. — 2-е изд. — М., 1974.
  • Demographic Yearbook. — N. Y., 1949—65.
  • Population census methods. United nations. — N. Y., 1949.
  • International population census bibliography. (v. 1—5, Austin), 1965—(67).

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Элли Илле, 2002
  2. ^ Элли Илле, 2010
  3. ^ 1971-мӗш ҫулхи чӑваш сӑмахсарӗнче:

    Переписать. сов.
    1. что (заново) тепӗр хут (е ҫӗнӗрен) ҫыр;
    2. что (списать) ҫырса ил, куҫарса ҫыр;
    3. кого-что ҫырса тух; переписать присутствующих килнисене ҫырса тух.


    Русско-чувашский словарь (И.А. Андреев тата Н.П. Петров. М., «Советская энциклопедия», 1971.)

  4. ^ М. И. Скворцовӑн тата А. В. Скворцовӑн сӑмахсарӗнче:

    Переписать. глаг. сов.
    1. что (син. скопировать) куҫарса ҫыр, ҫӗнӗрен ҫыр; переписать с черновика на беловик малтан ҫырнине тасалла куҫарса ҫыр
    2. кого-что ҫырса тух; переписать явившихся на собрание пухӑва килнисене ҫырса тух


    Скворцов М.И., Скворцова А.В. Русско-чувашский словарь. - Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2002.-511 с.
  5. ^ ru.samah.su сайтри "перепись" тенин шырани
  6. ^ "Халӑх ҫыравӗ" тенин вырӑнти МИХ-сенче усӑ курни. Елчӗк районӗн сайчӗ
  7. ^ "Халӑх ҫыравӗ" тенин вырӑнти МИХ-сенче усӑ курни. Патӑръел районӗн сайчӗ
  8. ^ Сӑмахсар
  9. ^ 1 тата 2 Принципы и рекомендации в отношении переписей населения и жилого фонда Второе пересмотренное издание.
  10. ^ РФ саккунлӑхӗнче "ҫырав лисчӗ"-н ӑнлавӗ
  11. ^ ИСТОРИЯ ПЕРЕПИСИ В РОССИИ : Всероссийская перепись населения 2010 в Муромском районе. çăлкуçран архивланă 1 Ҫурла уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 12 Раштав уйӑхӗн 2010.
  12. ^ Кивӗ Халал. Патшасен Иккӗмӗш Кӗнеки
  13. ^ Федеральная служба государственной статистики по Челябинской области. История переписей населения в России.
  14. ^ Летопись российских переписей.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.