Контент патне куҫ

Ходатаев Николай Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николай Ходатаев
Çуралнă чухнехи ят Николай Петрович Ходатаев
Çуралнă вăхăт 1892 çулхи çу, 9-мĕшĕ(1892-05-09)[1]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1979 çулхи раштав, 27-мĕшĕ(1979-12-27)[1] (87 çул)
Вилнĕ вырăн
Професси ӳкерçĕ,
мультипликатор-ӳкерçĕ
IMDb ID 3025860
Аниматор.ру ID 2924

Николай Петрович Ходата́ев (9.5.1892, Константиновская станица, Раççей империйĕ — 27.12.1979, Мускав, ССРП) — вырăс/совет ӳкерçи, мультипликаторĕ, совет мультипликаци индустрине никĕслекенсенчен пĕри.

Николай Ходатаев Дон çарĕн облаçĕн Константиновская станицинче (халĕ Ростов облаçĕнчи Константиновск хула) çуралнă. Ашшĕ, патша чиновникĕ Пётр Петрович Ходатаев, çав вăхăтра çавăнта хĕсметре тăнă пулнă. Мамакăшне — Агафья Кондратьевна Ходатаевана, илĕртсе-улталаса улатимĕр» «купси илсе кайнă та кайран пăрахнă. Качча каймасăрах çуратнă ывăла ашшĕ йышăнман та амăшне икĕ çуртлă çĕр панипе йӳнеçтернĕ. Çакна пула Петĕр Ростоври училищĕре вĕренме пултарнă. Вăл Анна (Нюра) хĕре качча илнĕ[2].

Унăн йăмăкĕ Ольга Ходатаева çаплах паллă мультипликатор пулса тăнă[3]. Шăллĕ — Алексей. Николай Петрович с ачаранах чĕрçырнипе хăтланнă та ӳнерçĕ пуласшăн тăрăшнă. Ашшĕ çак саманта пĕрлĕхре паллă пулнă та ывăлне укçа парса вĕрентме пултарнă. 1898 çулта Ходатаевсем Мускава куçса кайнă.



Нумай çул пурăннă пулин те, паллăха тухайман. «Советский экран» тата «Советское кино» журналсенче ăна пичетленĕ, Н. И. Сац театр режиссёрĕпе пĕрле ĕçленĕ, диафильмсене иллюстрациленĕ. Çывăх çынсем каласа панипе, вăл яланах пур çĕрте те ӳкернĕ. Вăл ӳнерленĕ нумай портрет-пейзаж упранса юлнă[2]. Пурнăçăн юлашки вунçуллăхĕнче тăма йăваланă, станокла чĕрçырнипе хăтланнă. «Мир анимации — анимация мира» (2002) фильмри пĕр персонажĕ шутланать.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1924Межпланетная революция (З. Комиссаренко, Ю. Меркуловпа пĕрле)
  • 1925 — 1905—1925 годы — упранса юлман
  • 1925 — Как Авдотья стала грамотной — упранса юлман, З. Комиссаренко, Ю. Меркуловпа пĕрле
  • 1925 — Китай в огне (З. Комиссаренко, Ю. Меркуловпа пĕрле)
  • 1925 — Старт — упранса юлман
  • 1926 — Как Мурзилка научился правильно писать адреса — упранса юлман
  • 1927 — Будем зорки
  • 1927 — Даёшь хороший лавком! — упранса юлман ; В. тата З. Брумберг, О. Ходатаевапа пĕрле
  • 1927 — Одна из многих
  • 1928Грозный Вавила и тетка Арина (О. Ходатаевапа пĕрле)
  • 1928 — Десять правил кооперации — упранса юлман
  • 1928 — Днём с огнём — упранса юлман
  • 1928 — Новоселье Пушкина — упранса юлман
  • 1928 — Подтянись, лавком идёт! — упранса юлман; О. Ходатаевапа пĕрле
  • 1928 — Растрата — упранса юлман
  • 1928 — Самоедский мальчик (В. тата З. Брумберг, О. Ходатаевапа пĕрле)
  • 1930 — Весенний сев — упранса юлман; В. Брумбергпа пĕрле
  • 1930 — Эврика — упранса юлман; Межрабпомфильм студийĕ, оператор — Л. Гуревич
  • 1931 — Автодорец — упранса юлман; В. тата З. Брумберг, О. Ходатаевапа пĕрле
  • 1932 — Паровоз, лети вперёд! — упранса юлман; З. Брумбергпа пĕрле
  • 1932 — Разоружение («Крокодил» в Женеве) — упранса юлман
  • 1933Органчик
  • 1934Карьера Фиалкина
  • 1943Киноцирк (мультипликатор, реж. О. Ходатаева тата Л. Амальрик)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 3 4 Bendazzi G. Foundations - The Golden Age (англ.)Taylor & Francis, 2016. — P. 76. — ISBN 978-1-138-85452-9
  2. 1 2 Ирина Марголина, на основе дневников Алексея Ходатаева Звёзды российской анимации. Фильм 2. Ходатаев (2010).
  3. Энциклопедия отечественного кино. çăлкуçран архивланă 1 Раштав уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2011.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]