Хула евĕрлĕ посёлок
Хула евĕрлĕ посёлок — СССР вăхăтĕнче йĕркеленнĕ пурăну вырăнĕ. Халăх йышĕ унта хуларан сахалтарах, ялтан ытларах. Посёлокра вăтамран 5-50 пин çын пурăнать.
Ялпа танлаштарсан посёлокри халăх (85% кая мар) ытларах енĕпе ял хуçăлăхĕнче мар, промышленноçре ĕçлемелле. Совет тапхăрĕнче посёлокри халăх йышĕ 3 пинрен кая мар, çав вăхăтрах хулари халăх йышĕ 12 пинрен ытларах пулмалла пулнă.
Раççейри посёлоксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хальхи вăхăтра хăш пурăну вырăнне посёлок шайне кĕртмелли пирки йĕрке çук. Ку ыйтăва вырăнти администраци татса парать. 2006 çул пуçламăшĕ тĕлне Раççейре пурĕ 1359 хула евĕрлĕ посёлок шутланнă. 2002 çулхи çырав тăрăх Раççейри чи пысăк посёлок Краснодар Енĕнчи Пашковски пулнă. Унти халăх йышĕ 43,0 пинпе танлашнă. 104 пĕчĕк посёлокра пĕр пинрен кая çын пурăнать. Тата вунпĕррĕшĕнче — 100 çынран та сахалтарах.
Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Ссылки на сайты посёлков городского типа России.
- Положення про порядок вирішення питань адміністративно-територіального устрою Української РСР, затведженне Указом Президії Верховної Ради Української РСР від 12 березня 1981 року № 1654-X.
- Закон Республики Беларусь от 5 мая 1998 г. № 154-З «Об административно-территориальном делении и порядке решения вопросов административно-территориального устройства Республики Беларусь».
Пурăнакан вырăнсем |
|
|---|---|
| Пурăнакан вырăнсен тĕсĕсем | |
| Çавăн пекех | |