Хутшăнаканăн канашлу страници:Снежанна Тимофеева

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çĕнĕ статьяна кĕртесси[кодне тӳрлет]

Снежанна, салам!

Статьяна хăйĕн ячĕпе кĕртес тесен, унăн ятне (сăмахран, Самант (журнал)) сулахай енче "куç" "шыра" тӳмесен çийĕнчи пушă çĕре çырăр та "Шыра" тӳме çине курсорпа пусăр. Сире çакăн хыççăн Вики тепĕр страницăна çитерет. Унта çапла çырни пур:

Тупрăмăр

По запросу «Самант (журнал)» (страницы, начинающиеся с этого названия | ссылающиеся на это название) ..... тата ытти те...

Сирĕн хĕрлĕ тĕслĕ Самант (журнал) сăмах çине шăшин сăннипе икĕ хут пусмалла. Вара Самант (журнал) ятлă пушă статья тĕлне тухатăр. Текста çавăнта кĕртме пултаратăр.

Халлĕхе Сирĕн статья википедин йĕркине кĕмен, вăл ятарлă страницăра выртать. Эхер те ăнланмалла мар çыртăм пулсан, кунтах Самант (журнал) çине пусăр та унчен çырнă текста копилесе çав Самант (журнал) çине кĕртĕр. Ăнăçу сунатăп. Viktor 08:45, 25 раштав 2008 (UTC)

Ку чух кĕрен тĕс Самант (журнал) статья пуррине пĕлтерет. Çак статьянах çĕнĕ хыпар кĕртме пултаратăр. Viktor 08:53, 25 раштав 2008 (UTC)