Контент патне куҫ

Цокто Тайджи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Цокто Тайджи (хисеп ячĕ; тӳррĕн куçарсан — маттур, тарават; чăн ячĕ — Цуругул), — монгол кнеçĕ. 1581-1636 çулсенче пурăннă.

Унăн çĕрĕсем Халхăн тĕп вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Кермен юлашкисем Улан-Батортан Тола юханшыв тăрăх анăçалла вырнаçнă. Хĕрлĕ шлепкеллĕ буддистсен Сакья ятлă сектине пулăшса тăнă.

Тухум-Нор кӳлли патĕнчи чул çинче çырнă икĕ çыру сыхланса юлнă. Пĕри çинче унăн лирикăлла сăввине вулама пулать, тепринче Турăна чӳкленин сăмахĕсене вулама пулать. Иккĕмĕш çырăвĕнче çулне (1624) кăтартнă, тата кам çырнине палăртнă.

Цокто Тайджи Лэгдэн ханпа маньчжура тытса илекенсене хирĕç çапăçнă тесе шутлаççĕ. Халхăран хăваласа янă. Хăйĕн çарне пухса вара Кукунор тăрăхне кайнă. Вăл тăрăхра сарă шлепкеллĕ Гэлуг-ба ятлă сектăсене ертсе пыракан далай-ламăпа панчен-лама хирĕç çапăçнă. Далай-ламăна ойрат кнеçĕ Гуши хан пулăшма пуçланă, унпа çапăçнă чухне вилнĕ те.