Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Чăваш Енĕн çыравçăсен пĕрлешĕвĕ
Йĕркеленӳ тĕсĕ: Пĕрлĕх йĕркеленĕвĕ
Официаллă чĕлхесем: чăваш, вырăс
Ертӳçсем
Председатель

Юхма Мишши

Раççей Федерацийĕ, Чăваш Республики, Шупашкар, Ленинград ур., 16 ç.

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ, — чăваш çыравçисен (проза, поэзи, драма) ушкăнĕ.

Тĕп оффисĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 16 ç.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрлешĕве 1923 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательствипе «Канаш» хаçат ĕçтешĕсен пухăвĕнче туса хунă. Вăл вăхăтра вăл Чăваш çыравçисемпе журналисчĕсен пĕрлешĕвĕ ятлă пулнă. Уставне 1923 çулхи утă уйăхĕн 1 йышăннă. Ăна йĕркелекенсем: Золотов Николай Яковлевич, Патман Николай Кириллович, Шупуççынни Николай Васильевич, Хумма Çеменĕ, Лашман Степан Митрофанович тата ыттисем.

1934 çулта СССР çыравçисен пĕрлешĕвне туса хунă хыççăн пĕрлешĕве «Чăваш АССРăн çыравçисен пĕрлешĕвĕ» ят панă. Ку ятпа вăл 1991 çулчен ĕçленĕ.

1991 çулта пĕрлешӳ иккĕ пая уйрăлать. Пĕрри Чăваш Енĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕ ятлă пулать, тепри — Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ.

2001 çулхи кĕркуннере Чăваш Ен çыравçисен пĕрлешĕвĕ тата иккĕне пайланнă: Чăваш Ен çыравçисен Хурăнташ пĕрлешĕвĕ (ертӳçи Фёдор Агивер) тата Чăваш Енĕн çыравçисен профессилĕ пĕрлешĕвĕ (ертӳçи Валерий Тургай).

Пĕрлешӳн пайĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче 9 секци (жанр тĕсĕсемпе пайланă), вырăс (ертӳçи — Зимина Г.В.) тата мари (ертӳçи — Г.Григорьев-Тотир) уйрăмĕсем ĕçлеççĕ.

Пĕрлешӳре пултаруллă ачасем вали шкул пур. Унта 70 яхăн çамрăк вĕренет (ертӳçи — Роза Шевлепи);

Пайташĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паян Пĕрлешӳре 110 яхăн пайташ: Анатолий Ырьят, Анатолий Хум, Петĕр Вашават, Юрий Никитин, Чĕкеç Люççи, Улатимĕр, Николай Ларионов.

Éç-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • ÇП чăвашла çыракансене кĕнеке пичетлеме пулăшнă: "Аттил тата Кримкильте", "Ылтăнпик", "Семь принцесс-кудесниц", "Авалхи паттăрсем тата турăсем", "Авалхи чăвашсем", "Красавица Тайслу", "Вилĕмсĕр манăн халăх";
  • кашни уйăхра Чăваш Енре тата чăваш автономи пĕрлĕхĕсенче Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ мероприятисем ирттерет: "Илемлĕх кунĕ", "Литературин кунĕ", "Литератури эрне", "Çыравçă кунĕ".

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]