Чăваш автономлă облаçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш автономлă облаçĕ, — 1920 çулта йĕркеленĕ чăвашсен административлă пайĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Автономлă округа тăвасси хăвăрт иртмен. 1918 çулта Автономлă Туркестан республикине туса хураççĕ. 1919 çулта пушкăртсем те хăйсен автономлă респуликине йĕркелеççĕ. Çапла вара чăвашсем те хăйсен республикине тăвасси пирки шутлама тытăнаççĕ. 1920 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Наркомнацăн чăваш уйрăмĕ «Краткий доклад о выделении чувашского народа в особую административную единицу» хута хатĕрлет. Ку хут çинче чăвашсем атăлçи пăлхарĕсен тăсăмĕ пулнине, Раççей вăхăтĕнчи йывăр пурнăçпа пурăннине çутатса панă пулнă. Халăх пурнăçĕ ытти халăхсенче кая юлса пынине те кăтартнă. Чăвашсен пурнăçне лайăхлатма вĕсене пĕр çĕре пухни çеç пулăшма пултарнине çырса кăтартнă.

Автономине тумашкăн пĕр уйрăм сĕнни кăна çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та ку ыйтăва Чăваш коммунисчĕсен I-мĕш съездĕнче сӳтсе явма шутланă. Пулас республикăн тĕп хулине ăçта вырнаçтармалли пирки те шутлама тытăннă. Чи малтан тĕп хулине Шăхасанта вырнаçтарма палăртнă.

Съезд 1920 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Хусанта уçăлнă. Нарăсăн 8-мĕшĕччен ĕçленĕ. Съездра çавăн пекех чăвашсен республикине (ăна «Чăвашсен ĕçлĕ коммуни» ят пама шутланă) тăвасси пирки ыйтăва та сӳтсе явнă. Чăвашсен ĕçлĕ коммунине çак çĕрсене кĕртме сĕннĕ:

  • Хусан кĕпернийĕ
    • Çĕрпӳ уесĕ (Новковалински вулăсĕсĕр);
    • Етĕрне уесĕ (Слабода-Стрелецк вулăсĕсĕр);
    • Шупашкар уесĕ (Помар вулăсĕсĕр);
    • Чикме уесĕ (Янгильдинская, Сĕнтĕр, Тутаркасси, Шурча тата Малокарачкинская вулăсĕсем);
    • Тетĕш уесĕ (Новошимкусская, Большетаябинская, Большефроловская, Большешемякинская, Пролей-Кашинская тата Элькей вулăсĕсем)
  • Чĕмпĕр кĕпернийĕ
    • Кăрмăш уесĕ (Атаевская, Кăрмăш, Хутар, Турхан, Пандиковская и Алгашинская вулăсĕсем);
    • Пăва уесĕ (Шамкинская, Тимбаевская, Рунгинская, Бурундуковская, Хомбусь-Батыревская, Муратовская, Тархановская, Батыревская, Шемуршинская, Убеевская и Городищенская волости);
    • Чĕмпĕр уесĕ (Верхне-тимерзянская, Большетархановская и Сюндуковская волости).

Ӗçлĕ коммунăн тĕп вырăнĕ Шăхасан пулмалли пирки çирĕплетнĕ. Анчах та унта административлă çуртсем сахал пулнăран вăхăтлăха тĕп вырăнĕ Шупашкар пулмалла пулнă.

1920 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Наркомнацăн чăваш уйрăмĕ тĕп влаç умĕнче Чăваш ĕçлĕ коммунине туса хумашкăн ыйту хăпартма шутланă.

1920 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тутар АССРне туса хунă. Ăна йĕркеленĕ хыççăн малтан Хусан кĕпернине кĕрекен Çĕрпӳ, Шупашкар тата Етĕрне уесĕсем Чулхула кĕпернине кĕмелле пулса тухнă. Çапла вара чăваш республикине тăвас ыйту çивĕчлене пуçланă. 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче РКП(б) ТК Çĕрпӳ, Шупашкар тата Етĕрне уесĕсенчен чăвашсен административлă пайне хатĕрлемелли пирки çирĕплетсе каланă. Административлă пая хатĕрлемешкĕн шалти ĕçсен Наркоматне хушнă. Вăл Хусан, Чулхула, тата Чĕмпĕр кĕперне исполкомĕсемпе ку ыйтăва икĕ эрне хушшинче сӳтсе явмалла пулнă. Пулас административлă пай республика пулмалла пулнă, ĕçлĕ коммуна мар. Çапах та ĕç малалла хăвăрт шуман — çĕршыв тĕп органĕнче ĕçлекен хăш-пĕр ĕçченĕсем чăвашсен пуласлăхне ĕненмен, вĕсем вырăсланса пĕтесси хăвăрт иртĕ тесе шутланă. Чăвашсен хăйсен культури пулни пирки те вĕсем иккеленнĕ. Чулхула кĕпернине куçарасси çивĕчрех курăна пуçласан чăвашсем ĕçне вăйлăлатнă — 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче постановлени кăларнă: чăвашсен уесĕсене Чулхула кĕпернине куçарма кирлĕ мар, унта чăвашсен чĕлхине те культурине те пач пĕлмеççĕ; чăвашсене уйрăм административлă пай туса памасан чăваш халăхĕ çĕнĕ влаçра иккеленме тытăнĕ тесе çырнă.

Ку ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлекен Элмен хăй РКП(б) ТК-не кайса килнĕ. Унта вара ăна виçĕ уесран тăракан респуликăн проектне кăтартнă. Ку виçĕ уеса кăна кĕртнипе чăвашсен нумай пайĕ ун тулашĕнче тăрса юлмалла пулнă, çавăнпа та Элмен вăл проектпа пач килĕшмен.

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Наркомнац çумĕнчи чăваш уйрăмĕ «питĕ хăвăрт çитермелле» паллăпа ВЦИК президиумне «Меморандум» ярса панă. Меморандумра чăваш çĕрĕсене Чулхула кĕпернине куçарассине сивленĕ, тутарсен республикине туса хунине ăшă сăмахпа асăннă.

Малалла мара ку ыйту питĕ хăвăрт пурнăçланма тытăннă. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Наркоматăн шалти ĕçсен пайĕнче ку ыйтăва пăхса тухнă. Тепер кунне вара чăвашсен автономлă пайĕн формине çирĕплетнĕ. Ӗçлĕ коммуна вырăнне Чăваш облаçне çирĕплетнĕ. Вăл кунах Совнарком пухăвĕнче (ăна В. Ленин ертсе пынă) Чăвашсен автономлă облаçĕн проектне пăхса тухнă. Чăвашсем сĕннĕ проета самай улăштарма тивнĕ. 1920 çулхи çертме уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара В.И. Ленин, М.И. Калинин, А.С. Енукидзе «Об Автономной Чувашской области» декрета алă пусса çирĕплетнĕ. Ку хут тăрăх автономи шутне çак çĕрсем кĕнĕ:

Тĕп хулине вара Шупашкарта çирĕплетнĕ. Автономи çĕрĕсем хатĕрленĕ проектринчен самаях пĕчĕк пулнă. Чăвашсем нумай пурăнакан çĕрсем ун тулашĕнче юлнă. Ку облаçри тĕп халăх йышĕ 86% çитнĕ. Ку вăхăта хатĕрленĕ 9 автономлă республика хушшинче ку чи пысăк процент пулнă.

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче облаçе ертсе пыма лартнă çынсем Хусанта пухăнса парахут çине ларса шупашкара ларса кайнă. Тепĕр кунхине Шупашкара çитсен Д. Элмен Хĕрлĕ лапам çинче халăха пухса декрета вуласа панă. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш ревкомĕ ĕçе пуçăннă.