Чăваш йĕрке хисепĕсем пăлхар вилтăпри çырăвĕсенчи йĕрке хисепĕсемпе танлаштарсан
Чăваш йĕрке хисепĕсем пăлхар вилтăпри çырăвĕсенчи йĕрке хисепĕсемпе танлаштарсан — Наум Андреевич Андреев (Урхи Наумĕ) 1956-мĕш çулта Чăваш АССР Министарсен каанашĕ çумĕнчи ЧĔЛХЕ, ЛИТЕРАТУРА, ИСТОРИ тата ЭКОНОМИКА ăслав-тĕпчев институчĕн Ăслав çырăвĕсенче пичетлесе кăларнă ăслаавла вырăсла статья (оригинал чĕлхипе — «Чувашские порядковые числительные в сравнении с порядковыми числительными булгарских намогильных надписей», акăлчаанла — Chuvash ordinal numerals as compared to those in the Bulghar epitaphs)[1].
Атăлçи Пăлхар эпиграфика палăкĕсем тĕлĕшпе чăваш ăслаавçисем çырнă сайра тĕпчевсенчен пĕри шутланать.
Пĕтĕмĕшле калани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Атăлçи Пăлхар эпиграфика палăкĕсене чылай тĕпчевçĕ тишкернĕ, анчах вĕсем хушшинче чăвашсем питĕ сахал. Уйрăмах чăваш ăславçисен малçăлкуçсем çине таянса тĕпченисем çителĕксĕр. Çавăнпа та Н. А. Андреевăн статйи самаях палăрса тăрать темелле.
Ыттисенчен, сăмахран, И. Н. Юркинăн 1933-мĕш çулта çырнă статйине асăнма пулать[2]. Тата Н. И. Егоровăн «Пăлхар-чăваш-кăпчак этнос-чĕлхе çыхăнăвĕсем XIII-XVI ĕмĕрсенче» статйи (1984) пур.

Мĕн пĕлтерет-ха автор
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Стандартлă чăваш челхинче (литература чĕлхинче, диалектсенче мар) йĕрке хисепĕн аффиксĕ -мĕш пулса тăрать. Нихăш тĕрĕк чĕлхинче те кун пекки çук, вăл шутра, тутар чĕлхинче те.
- Диалектсенче, çавăн пекех чĕлхе историйĕнче те йĕрке хисепĕсем вырăнне шут хисепĕсене усă курнине асăрхама пулать.
- Кăрмăш диалектĕнче -мĕш вырăнне -ăш, -ĕш усă курнисем пур. Хальхи стандартлă чăваш чĕлхинче -ăш, -ĕш аффикссене йĕрке тĕлĕшпе усă курмаççĕ пулин те, сайра хутра апла туни пур, сăмахран, «Тăхăоьял» хайлавра (Г. Тимофеев). Автор кунта, çавăн пекех, ку япала якут чĕлхинче те пуррине асăрхаттарать.
- Виçĕм кун, тăватăм кун тенисенче -ĕм, -ăм аффикссем пур. Н. И. Ашмарин вĕсем пирки -мĕш аффиксран кĕскелсе пулнă тени тĕрĕс мар. Ку вăл хăй урăх тĕлте каланисенех хирĕçлет.
- Çак -ĕм, -ăм Дунайçи пăлхарсен авалхи çăлкуçĕсенчи тĕслĕхсемпе пĕр килет.
- Çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсем, -мĕш аффикссăр пуçне, Атăлçи Пăлхар палăкĕсенче те пур.
- Чул палăк çырăвĕсенче -мĕш çук пулсан та. тепĕр чухне -нш курăнкалать, çввна хайхи -мĕш тенипе çывхартса пăхма пулать.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Андреев Н.А. Чувашские порядковые числительные в сравнении с порядковыми числительными булгарских намогильных надписей // 1956, Ученые записки Чувашского НИИЯЛИиЭ, Выпуск XIV.
- ↑ Юркин И. Н. Аваллăх йĕрĕпе. // Юркин И. Н. Повеçсем, прозăлла сăвăсем, тĕрленчĕксем, асаилÿсем. Шупашкар, 1986. — с.228-239. (Чăваш гуманитраи институчĕн архивĕнчен илсе пичетленĕ: 1 уйр., 61 упр. пĕрчи, 199-233, алçырура ку статья «Насретдин Сабитов Шапошников» ятлă.).