Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăк куравçă театрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Координатсем: 56°05′48″ с. ш. 47°17′08″ в. д. / 56.096630° с. ш. 47.285581° в. д. / 56.096630; 47.285581 (G) (O) (Я)

Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăк куравçă театрĕ
Малтанхи ячĕсем Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ
Йĕркеленĕ 1933
Чыславсем Халăхсен туслăхĕ орден
Театр çурчĕ
Вырнаçу Мускав просп., 33/9, Шупашкар, Чăваш Ен
Координатсем Мускав проспекчĕ
Ертӳлĕх
Директорĕ Кузнецов Сергей Валерианович
Пултарулăх ертӳçи Васильев Станислав
Каçăсем
Официаллă сайт

Чăваш патшалăх Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕЧăваш Енĕн çамрăк куравçăсен театрĕ.

Шупашкарта, Мускав проспектĕнче, 33/9 çуртра (унчен çакăнта «Çеçпĕл» кинотеатр ĕçленĕ) вырнаçнă[1].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш патшалăх çамрăксен театрне Шупашкарта йĕркеленĕ. Пĕрремĕш спектакльне Л. Бочинăн пьесипе «Молодой пласт» («Топай») 1933 çулхи акан 3-мĕшĕнче çутта кăларнă —çак кун ЧПÇТ çуралнă кунĕ шутланать. Театăрăн ертӳçисем ун чухне Эдвин Давыдович Фейертаг тата Маргарита Николаевна Фигнер ленинград режиссерĕсем, педагогсем пулнă.

Чăваш мусăк-театр техникумĕ çумĕнчи ятарлă вĕренме илнĕ çамрăксем ача-пăчапа çамрăксен театр ушкăнĕн тĕрĕкĕ пулса тăраççĕ. Спектаклĕсене театрта чăвашла тата вырăсла вылянă.

Театр паян[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ чăваш, вырăс тата ютçĕр драматургĕсен пьесисене чăвашла тата вырăсла ӳнерлесе кăтартать.

Театр ытларах гастроллĕ пурнăçпа ĕслет. 2007 çулхи пĕрремĕш çурçулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе театр республика районĕсенче 55 спектакль, республика тулашĕнче — 19 спектакль — кăтартнă. 2004 çулхи ака уйăхĕнче театр Мускаври «Мускав — тĕнче хули» тĕнче фестивальне кĕске гастроле ăнăçлă кайса килчĕ, 2004 çулхи çурла уйăхĕнче Истампулра (Турци) иртнĕ «Истампул — Аслăх — Театр» тĕнче театр фестивальне хутшăнать, Б.Чиндыковпа Н.Казаковăн «77 жена Дон Жуана с Кладбищенского авеню» спектакльне кăтартрĕç.

Театр çулсерен республикăра иртекен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр конкурсне хастар хутшăнать. А. П. Чеховăн «Три сестры», К. Сергиенкăн «Собаки» спектаклĕсене паха шутне кĕртнĕ, тĕрлĕ çулсенче тĕп тата эпизод ролĕсене паха вылянă артистсем — Павлов В. И., Чамжаева-Владимирова П. И., Владимиров С. П., Михайлова О. В.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Вдовцева, Людмила Пахомовна. Понимать своего зрителя: очерк о главном режиссере А.Г. Васильеве/ Лауреаты премии комсомола Чувашии имени М. Сеспеля. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1979 — 192 С. с илл. — С109.- С.120

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


  1. ^ Çамрăксен театрĕ – çĕнĕ çуртра