Контент патне куҫ

Йĕпреçри этнографи музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш этнографи музейĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Йĕпреçри этнографи музейĕ − чăваш наци музейĕн филиалĕ, Чăваш Республикинчи перремĕш этнопарк. 1980-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче уçăлнă. Музей лапкăшĕ 1,5 гектара яхăн. Музей компексĕнче ХIХ−ХХ ĕмĕрсенчи хресченсен ял-хуçалăхĕсем, çил арманĕ, 2 хутлă амбарсем, чăваш халăхĕн тум-тирĕ, ĕç хатĕрĕсем, кил-çуртри япаласем упранаççĕ, вĕсен шучĕ 4000 яхăн. Музейре 4000 ытла оригиналлă музей япалисем пур. Этографи музейне аталанма Ермошкин П.М., Гуссанов Н.В.,Шурыгин В.И., Самарин А.А., Н.Ф. Федоров тата ыттисем те пулăшнă. Каши сул музей хусалă экспонатсемпе пуянланса пырать. Кунтах ХIХ ĕм. çурринчи хресченĕн хура пӳрчĕпе ял-хуçалăхĕ, кĕлечĕсемпе амбарĕсем вырнаçнă. Пӳрчĕсем пысăк мар: 4,5−5 м, 5−6 м. Хăйĕн формипе квадрат евĕрлĕ. Пӳртре кăнтăр енче 1−2 чӳрече, хĕвел тухăçенче− алăк…Музейри амбара Хурамал ялĕнчен илсе килнĕ. Çĕнĕ Кĕлĕмкасси вара çил арманĕ парнеленĕ. Ăна ХIХ ĕм. тунă пулнă.