Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чĕмпĕр облаçĕнчи Николаевка районĕнчи Эсеккел ялĕ                                        Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем тĕрлĕ районсенче вырнаçнă, çав вăхăтрах вĕсем пач çук районсем те пур. Чăнлă районĕнче, авă, йышĕпе çеç мар, географилле юнашарлăх мелĕсемпе, тăванлăх майĕсемпе, ытти коммуникаци йĕркисемпе те, Чăваш республикипе тачă çыхăннипе уйрăлса тăраççĕ

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕн "Чĕмпĕр облаçĕ" текен субъекчĕн территорийĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем.

Умĕн калани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем текен ушкăна, хальхи, ĕлĕххи тата пулас тăрăмсене шута илсе, çаксене кĕртме пулать: 1)чăвашсем никĕсленĕ тата паянхи кун та вĕсемех тĕп йыш пулса тăракан ялсем; 2)Чăвашсем никĕсленĕ, анчах паянхи кун вĕсем пачах та çук е питĕ сахалăн пурнакан ялсем; 3)чăвашсем никĕслемен, анчах та паянхи кун вĕсем унта терлĕ сăлтавсене пула тĕп йыш пулса тăнă ялсем; 4)пачах çухалнă ялсем.

Чылай чухне çырсатуху палартавĕсене ĕненме çук. Сăмахран, Вешкайма районĕнчи Каркелте 75% вырăс пек пулса тухать; Сенгилей районĕнчи Кĕçĕн Кашара — 76% вырăс[1]. Кун пек курьёзсем мĕнпе çыхăннине пĕлес тесен вырăна тухса тĕрĕслемелле, уй тĕпчевĕсем ирттермелле. Çакăн пек лару-тăру, сăмахран, çынсен пысăк пайĕ хăйсен нацилĕхне пачах каламаннипе çыхăнма пултарнă.

Чăвашсем никĕслесе халĕ те вĕсемех пурнакан ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Сăскан. Шкулăн 1-мĕш корпусĕ
  1. Будённовка, Анатри Тимĕрçен, Вăта Тимĕрçен, Ирçел, Каша, Кивĕ Улхаш, Кунтиккав, Пухтел, Чăвашкасси, Клин, Орловка, Вольски, Солнце, Çĕнĕ Улхаш, Тутар Каши (Пурте — Чăнлă районĕ)
  2. Аслăял, Сантряпуç, Хушçырми, Хĕрлĕ Барыш, Емелей, Кивĕ Саватер, Çтаппаньял, Ĕшке, Садовый, Орлово, Опытнăй (Пурте — Барыш районĕ)
  3. Кремуччи, Ирçе Шмалак (Павловка районĕ)
  4. Эcеккел, Чăваш Саймал, Кочкарлей (Николаевка районĕ)
  5. Чӳреккел, Труд (Майна районĕ)
  6. Кукка, Хветĕрьел, Патуел (Пурте — Тереньга районĕ)
  7. Чăваш Калмăйăр (Чартаклă районĕ)
  8. Кĕçĕн Каша, Ялавăр, Уличе, Анатьял (Пурте — Сенгилей районĕ)
  9. Упамсар, Упамсар Уйăрăшĕ, Курахви, Малаел, Эрсел (Пурте — Çĕнĕ Малăклă районĕ).
  10. Сапаккел, Эврел, Чăваш Сăскан, Çӳлти Мелекес, Филипповка, Моисеевка, Кивĕ Сахча, Çĕнĕ Сахча, Чăваш Аппакĕ (Пурте — Мелекес районĕ)
  11. Каркел (Вешкайма районĕ)
  12. Чăваш Хăлатки, Чăваш Çирĕклĕ (Çĕнĕ Лепешей) (Пурте — Кивĕ Хăлатка районĕ).

Хăйсем никĕслемен пулсан та чăвашсемех чи йышлăн шутланакан ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Аслă Накаткин, Вырăс Чăнлă, Садки, Покровски, Источник, Погребы, Телешовка, Типĕ Пăкăрна, Устеренка, Арбузовски[2], Богродски Репьёвка (Пурте — Чăнлă районĕ)
  2. Вырăс Питенкĕ, Авдотьино, Михайловка, Ломы, Лаишевка Станцийĕ(Пурте — Чĕмпĕр районĕ).
  3. Петровски, Пятисотенный (Пурте — Чартаклă районĕ)
  4. Кульццав (Кивĕ Хăлатка районĕ).
  5. Баратаевка (32%), Арское (32%), Кротовка (37%), Лесная Долина (43%)[1] (Пурте — Чĕмпĕр хулин Сĕве Леш Ен районĕ)
  6. Новосельдинский (29%), Лаишевка (28%), Каменка (64%)[1] (Пурте — Чĕмпĕр хулин Ленински районĕ)
  7. Чуфарово, Сиуч, Сущевка, Вырă (Пурте — Майна районĕ).
  8. Мордово , Потапиха (56%), Буераки (Пурте — Сенгилей районĕ).
  9. Шатрашан, Архангельски (Пурте — Сăр районĕ).

Хăлăпкасен ăшĕнчи процентсем чăвашсен йышĕн шайне пĕлтереçĕ.

Чăвашсем никĕсленĕ, анчах хăйсем унта паян сахалăн шутланакан ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нараткӳл (Чартаклă районĕ), Анат Тăварăм (Вешкайма районĕ), Кивĕ Мăклавăш (Майна районĕ), Хĕрлĕ Гуляй (Сенгилей районĕ).

Çавăн пекех ку йыша Вешкайма районĕнчи Белый-Ключ ялне те кĕртме пулать. Ăна чăвашсем никĕслемен, халĕ те вĕсем унта çук, анчах та авалхи пĕр тапхăрта пураннă, каярахпа унтан куçса кайса Самар облаçĕнчи Чатăрлă ялне никĕсленĕ[3].

Пачах çухалнă ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку ушкăна хăйне тата икĕ пая пайлама пулать.

Урăх пурăнакан вырăн шутне кĕнĕрен çухалнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Мелекес (Димитровград хули), Çĕнĕ Мелекес (Çĕнĕ Майна шутне кĕнĕ), Чăваш Шмалак (Павловка районĕ), Елховка (Барыш хули), Салаван (Çĕнĕ Çарăмсан), Ямпак (Çĕнĕ Малыкла районĕ)

Çынсем саланса пĕтнĕрен çухалнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Васильевка, Пески, Троицкий, Хура Çырма (Пурте — Барыш районĕ)[4], Сахалин.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Мĕтри Юман. Ульяновск енчи чăвашсем. // Мĕтри Юман. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997. — С.435-438.
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
  • А.А. Ахметов. Аграрно-крестьянские отношения и социально-политическое развитие Симбирско-Ульяновского Заволжья в XVII—XX веках. УЛЬЯНОВСК. ИЗДАТЕЛЬСТВО «ВЕНЕЦ». 2004
  • Ромашкин, Валериан Федорович. Чуваши Симбирского Поволжья : ( Расселение, состав, этногенез, культура, религия ) / В. Ф. Ромашкин, В.Н. Федоров, Л.П. Шабалина. - Ульяновск: Симбирская книга, 1998. - 168 с. : ил.
  • Портнов, С. Килсе курăр хăнана : [Чĕмпĕр облаçĕнчи Сурски районĕнчи чăвашсем çинчен] / С.Портнов // Чăваш хĕрарăмĕ. - 2004. - 3-9 утă (N 26). - С. 5.
  • Матвеев, Г. Чувашские поселения 17-18 столетий в Симбирско-Саратовском Предволжье / Г. Матвеев // Канаш (Ульянов. обл.). - 2005. - 31 марта.
  • Культура и быт низовых чувашей. Ч., 1984.
  • Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Ч., 1993.
  • Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
  • Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. Ульяновск, 2009.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России"
  2. ^ Кăна Арбузовка ялĕпе пăтраштармалла мар.
  3. ^ Белый Ключ. 2018 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Тата Биллиюрт пулнă. Анчах та унта чăвашсем пурăнни-пурăнманни паллă мар.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.