Часавай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Часавай, — чăвашсене Христос тĕнне йышăнтарнă хыççăн, ял Туррине асăнакан, ял, ăрат чӳкне ирттерекен тĕле юпа лартса турăш çакнă вырăн.

Часавай — ял лаптăкне, çĕнĕ çăва, масар çине, çул юппине, çăлкуç умне, кӳлĕ çумне, юханшывăн паллă çыранĕ çине, авал чуксем ирттернĕ асамлă вырăна лартнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче часавайсене кирпĕчрен купаланă. Революци хыççăн, 1940-мĕш çулсем тĕлнелле, вĕсене ватса пĕтернĕ.