Чернова Алла Иосифовна
Курӑнакан калӑплав
| Алла Чернова | |
| Çуралнă вăхăт | 1943, авăн, 26 |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 2026 çулхи çĕртме, 28-мĕшĕ (82 çул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Професси | XX ĕмĕрти совет актриси |
| Хастар çулсем | 1964—1983 |
| Театр |
Ленинградри Ленин комсомолĕ ячĕллĕ театр Ленинградри камит театрĕ |
| IMDb | ID 0155948 |
Алла Иосифовна Чернова (26.9.1943, çур.) — кино/театр совет актриси.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алла Чернова 1943 çулхи авăнăн 26-мĕшĕнче çуралнă, ача чухнех пултарулăх ĕçĕпе хăтланнă[1]. 1965 çулта Б. В. Щукин ячĕллĕ аслă театр училищинче (В. Львова курсĕнче) ăсталăха туптанă. Вĕренсе тухсан Мускавран Ленинграда куçса кайнă, Ленинградри Ленин комсомолĕ ячĕллĕ театрĕнче хĕсметре тăнă.
1970-мĕш çулсенче Ленинградри камит театрĕнче вылянă.
Кинори дебючĕ училищерех пуçланнă — «Коротко лето в горах» (1963) фильмра пĕчĕк роле сăнарланă. «Ан ман… Луговая станци» (1966) фильма çапнă чухнĕ Леонид Менакер режиссёрпе тĕл пулнă та, унпа 40 çул ытла пĕрле пурăннă.
Килйыш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Амăшĕ — Валентина Алексеевна, Патпланра ĕçленĕ.
- Пĕрремĕш упăшки — Всеволод Абдулов (1942—2002), актёр. Икĕ çул пĕрле нурăннă.
- Иккĕмĕш упăшки — Леонид Менакер (1929—2012), кинорежиссёр, сценарист, Санкт-Петербургри кино тата телекурав университечĕн профессорĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ.
- Ывăл — Алексей Леонидович Чернов (24.12.1968 çур.), 2015 çулхи авăнăн 18-мĕшĕччен Коми Республики пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Коми Республикин тава тивĕçлĕ ĕçлевçи. В. Гайзер республика ертӳçипе тата ачалăхра тусĕпе — И. Ковзельпе пĕрле ыттисемпе пĕрле коррупци ĕçĕ пирки аресленĕ[2].
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1963 — Коротко лето в горах — Галя Устинович
- 1965 — Месяц май — Галя
- 1966 — Ан ман… Луговая станци — Люся Кудрявцева
- 1967 — Тысяча окон — Марина, студентка-математик
- 1970 — Ночная смена — Надя
- 1975 — Рассказ о простой вещи — Белла (Марго)
- 1976 — Огненный мост — Ирина Дубравина
- 1982 — День рождения — Валентина, дочь Зверева, врач
- 1982 — Никколо Паганини (Болгария, СССР) — Антония
- 1983 — Тайна «Чёрных дроздов» — Мэри Доу, домоправительница
Библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Портреты Акимова» / А. Чернова // Нева. — 2001. — № 7. — С. 226—230
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Категорисем:
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- ССРП-че çуралнисем
- Çĕртмен 28-мĕшĕнче вилнисем
- 2026 çулта вилнисем
- Персоналии, умершие менее года назад
- Санкт-Петербургра вилнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википеди:Портретсăр çынсем пирки статьясем
- 1943 çулта çуралнисем
- Авăнăн 26-мĕшĕнче çуралнисем
- Борис Щукин ячĕллĕ театр институтĕнче вĕренсе тухнисем
- Пайăр çынсем:Камит театрĕ