Чернов Георгий Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Чернов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Георгий Николаевич Чернов
Çуралнă вăхăт 1916-мĕш çул
Çуралнă вырăн Нĕркеç Комсомольски районĕ Чăваш Республики Раççей
Вилнĕ вăхăт 1944–мĕш çулхи çурлан 21-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Ербинечи Румыни
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1938-1940 тата 1942-1944
Хисеп Шаблон:СССР, лейтенант
Чаç 202-мĕш стрелоксен дивизин 645--мĕш стрелоксен полкĕ
Командăланă рота
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ

Чернов Георгий Николаевич – 2-мĕш Украина фрончĕн 202 -мĕш стрелок полкĕн 645-мĕш полкĕн рота командирĕ, лейтенант. Совет Союзĕн Паттăрĕ.


Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи Комсомольски районĕн Нĕркеç ялĕнче 1916-мĕш çулта çуралнă. 1922-мĕш çулта кил-йышĕпе пĕрле Алтай Енне куçса каяççĕ. Хальхи Первомайски районĕнчи Волга паççулкинче пурăнаççĕ. Кунта "Канаш" колхоз йĕркелеççĕ. Голышево салинче 7-класслă шкул пĕтернĕ хыççăн колхозра бригадир пулса ĕçленĕ.

1938-1940-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Кайран Барнаула таврăннă, типографинче наборщик, çул мастĕрĕ пулса ĕçленĕ.

1942-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Çар пехота училищин хăвăртлатнă курсне пĕтерсен Сталинград патĕнчи çапусене хутшăнать. Каярах 202-мĕш полкпа пĕрле Украинăна фашистсенчен ирĕке кăларать. 1944–мĕш çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Румынири Берлешти ялĕ патĕнчи çапăçура 202-мĕш стрелоксен дивизин 645—мĕш стрелоксен полкĕн Чернов ертсе пыракан рота 130 румын пехотинецне плена илет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов лейтенант 10 ытла салтакпа пулемет расчетне хăйех пĕтерет. Çурлан 21-мĕшĕнче рота 192.0 сăрта штурмласа илет, тăшманăн 5 контратакине сирет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов аманать. Ăна плена илеççĕ, чĕрĕлле çунтарса яраççĕ.

Чысĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Чернов Георгий Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче