Контент патне куҫ

Чернов Матвей Степанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чернов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Чернов Матвей Степанович
Çуралнă вăхăт 1919 çул, чӳкĕн 12-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Ямпак ялĕ ялĕ
Малыкла районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1944 çул, утăн 19-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Сунуплявы ялĕ, Латви ССР
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1939-1944
Хисеп
Кĕçĕн сержант
Кĕçĕн сержант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ
Мухтав орденĕ
Мухтав орденĕ

Чернов Матвей Степанович (1914 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕ, Ямпак ялĕ, Чĕмпĕр облаçĕн Çĕнĕ Малыкла районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ — 1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕ, Сунуплявы ялĕ, Латви ССР) — Совет Союзĕн Паттăрĕ, чăваш.

1914-мĕш çулхи чӳкĕн 12-мшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Çĕнĕ Малыкла районĕнчи Ямпак ялĕнче (халĕ — Çĕнĕ Малыкла ялĕн М.Чернов ячĕллĕ урамĕ[1]) çуралнă.

1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Латвири Лудзены районĕнчи Рундены ялĕ патĕнче Ахметгалин взводне (вĕсем шутĕнче Чернов кĕçĕн сержант та пулнă) тăшмансем ункăна илнĕ. 11 салтак нумай вăхăт хушши хăйсенчен нумай хут пысăкрах шутлă гитлеровецсемпе çапăçнă. Икĕ уринчен тата кăкăрĕнчен аманнă Чернов виличченех ятсăр сăрт çине тапăнакан тăшманчене автоматран пенĕ.

Сăрта тăшмансене паман, хамăр çар киличчен тытса тăнă. Çавăнпа çак çапăçура пулнă 11 салтака та Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă.

  1. ^ 12 ноября 2014 года исполняется 100 лет со дня рождения нашего земляка, Героя Советского Союза Матвея Степановича Чернова.(ĕçлемен каçă)