Чикӗ хӗсмечӗн йӗркеленӗренпе вӑтӑр ҫул ҫитнӗ асӑну медалӗ
| Чикӗ хӗсмечӗн йӗркеленӗренпе вӑтӑр ҫул ҫитнӗ асӑну медалӗ | |||
|
| |||
| Тӑван ят | полякла: Odznaka okolicznościowa Medal Trzydziestolecia Powołania Straży Granicznej | ||
|---|---|---|---|
| Патшалӑх |
| ||
| Кам тивӗҫтерет | Шал ӗҫсен министрӗ | ||
| Статус | тивӗҫтерме пултарать | ||
| Статистика | |||
| Йӗркеленӗ вӑхӑт | 2021 ҫ. ҫӑвӑн 14 | ||
Чикӗ хӗсмечӗн йӗркеленӗренпе вӑтӑр ҫул ҫитнӗ асӑну медалӗ (пол. Odznaka okolicznościowa Medal Trzydziestolecia Powołania Straży Granicznej) — 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шалти тата администраци ӗҫӗсен министрӗн саккунӗпе йӗркеленӗ Польшӑн министрлӗх чыславӗ. Вӑл 1991 ҫулта Польша Республикин чиккисене хӳтӗлес тесе Чикӗ хӗсмечӗн йӗркеленине 30 ҫул хисеплесе тӑнӑ.
Пама сӑлтав
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку асӑну медалӗ шал ӗҫсен министрӗн шухӑшпа е Чикӗ хӗсмечӗн тӗп командӑлавҫи ыйтӑвӗпе парать.
Ку асӑну медалӗ:
- Чикӗ хӗсмечӗнчи йӑласене малалла пынӑшӑн тата ҫитӗнӳсем ҫитнӗшӗн уйӑрса илмелли паллӑллӑ офицерне парать;
- Чикӗ хӗсмечӗн йӑлисене, историне, ҫитӗнӗвӗсене малалла пынӑ тата хӗсметпе ӗҫленӗ урӑх ҫынна парать;
Пӗр ҫынна асӑну медалӗ пӗр хут кӑна пама юрать.
Асӑну медалӗн парнеленин вӑхӑчӗ юбилейлӗ ҫулталӑкпа чикӗлетнӗ: 2021 ҫ. ҫӑвӑн 16-мӗшӗнчен 2022 ҫ. ҫӑвӑн 15-мӗшӗччен.
Ҫырса пани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]35 мм диаметрлӗ кӗмӗл металлтан тунӑ ҫаврака медалӗ. Малтан енче: сулахайра лавр ҫулҫисемпе тата сылтӑмра юман ҫулҫисемпе рельефлӗ ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ фонӗнчи стильлетнӗ Польша чиккисем варринче хӗрлӗ тата шурӑ тӗслӗ чикӗ юпи ӳкернӗ. Медаль хӗрринче ҫӳлте «XXX LAT STRAŻY GRANICZNEJ» тата айра «1991 – 2021» ҫырнӑ. Кайран енче: S тата G сас паллисемпе Чикӗ хӗсмечӗн лозунгӗ «OFIARNOŚĆ – WIERNOŚĆ – MĘSTWO» ҫырнӑ
Хӑю — 35 мм анлӑшлӑ симӗс тӗслӗ вертикаллӑ полоска, унӑн хӗрринче 5 мм кӗмӗл полоскӑсем.
Асӑну медалӗ кӑкӑрӑн сулахай енче ордесем тата хисеплӗ паллӑсем (вӗсем пулсан) хыҫҫӑн вырнаҫмалла.
Галерей
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чикӗ хӗсмечӗн йӗркеленӗренпе вӑтӑр ҫул ҫитнӗ асӑну медалӗн малтан ен (сулахайра) тата кайран ен (сылтӑмра)