Йывăç чул çинче те ӳсет
Чул çинче те йывăç ӳсет | |
Dragens fange | |
Жанр | шаркурни фильмĕ |
---|---|
Режиссёр |
Станислав Ростоцкий Кнут Андерсен |
Сценари авторĕ |
Александр Александров Станислав Ростоцкий Геннадий Шумский |
Тĕп рольсенче |
Александр Тимошкин Петронелла Баркер |
Оператор | Вячеслав Шумский |
Композитор | Эгиль Монн-Иверсен |
Кинокомпани |
М. Горький ячĕллĕ киностуди Norsk Film A/S Совинфильм |
Тăсăлу |
146 мин. (СССР) 116 мин. (Норвеги) |
Патшалăх | ССРП — Норвеги |
Çул | 1985 |
IMDb | ID 0089322 |
«Чул çинче те йывăç ӳсет» (выр. И на камнях растут деревья, норв. Dragens fange) — Юрий Вронскин «Необычайные приключения Кукши из Домовичей» повеçĕпе хайланă кăссай-приключени фильмĕ. М. Горький ячĕллĕ иностудипе «Norsk Film A/S» норвег кинокомпанин, «Совинфильм» пулашнипе, пĕрлехи ĕçĕ. Режиссёрсем — Станислав Ростоцкий тата Кнут Андерсен.
Фильмри тĕп рольсене Александр Тимошкин тата Петронелла Баркер вылянă; иккĕмĕш планри пĕр рольне паллă совет актёрĕ Михаил Глузский сăнарлать.
Фильма 1985 çулта кăтартма тытăнаççĕ, Совет Союзĕнче-та ăна 19,9 млн. çын курать (18 вырăн çулталăк вĕçĕнче).
Норвег версинче фильма «Dragens fange» (Вĕрçĕлен тыткăнĕнче) ятпа кăтартнă.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фильмри ĕç-пуç пин çул маларах, викингсен харçисем вăхăтĕнче, пулса иртет. Пĕррехинче вĕсем славян каччине Кукшăна тыткăна илеççĕ. Маттур та хăюллă пулнăран ăна пурнăç парнелеççĕ. Тавçăруллă та хастар Кукша викингсене, дан еткерĕсемпе тинĕсре çапăçнă чухне, çĕнтерме пулăшать. Çавăншăн Торир çулпуçĕ ăна Эйнар (тăванĕн ывăлĕ) Ăраскал ят парать. Хĕл каçма викингсем хăйсен янташĕсем патĕнче чарăнаççĕ. Кукшăна кунта норвег хĕрĕ Сигнӳ юратса пăрахать, анчах та ăна малтанах кăнттам та каварлă викинга Сигурда çураçса хунă. Çапах та унăн çывăх çыннисем хĕрне Кукшăна парасшăн: çамрăксем пĕр-пĕрне саваççĕ. Çак ĕçе майлă çавăрас тĕллевпе херĕн амăшĕпе шăллĕ кавар тăваççĕ — вара викингсен хăнаран тухса кайма тивет. Вĕсемпе пĕрле Кукшăн та каймалла. Сигнӳ шăллĕ ăна вăйпа тыса чарасшăн пулать, анчах та хĕр чунĕ туять: тăван çĕршывсăр савнишĕн телей çук, юратнă çынна хăтарать, хăй вара, Сигурда йăпанăвĕнчен хăтăлас тесе сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлса каять.
Рольсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александр Тимошкин — Кукша
- Петронелла Баркер — Сигню (Signy)
- Тур Стокке (no:Tor Stokke) — Торир (Torir)
- Торгейр Фонилид (Torgejr Fonilid) — Сигурд (Sigurd)
- Йон Андерсен (John Andersen) — Харальд (Harald)
- Лисе Фьелдстад (no:Lise Fjeldstad) — Тюра (Tyra)
- Виктор Шульгин — Олав (Olav)
- Михаил Глузский — Левиус
- Валентина Титова
- Василий Кравцов
- Вера Панасенкова
- Валерий Классен
- Татьяна Сурначёва
- Елена Озерцова
- Николай Карпов
- Валерий Лысенков
- Андрей Ростоцкий
- Пер Сандерлэнд (no:Per Sunderland) — Гутторм (Guttorm)
- Ольга Григорьева
- Дмитрий Матвеев
Кадр хыçĕнчи вырăс текстне Анатолий Ромашинпа Нина Меньшикова вулаççĕ.
Пултарулăх ушкăнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Режиссёрсем — Станислав Ростоцкий, Кнут Андерсен (no:Knut Andersen)
- Сценаристсем — Александр Александров, Станислав Ростоцкий, Геннадий Шумский
- Композитор — Эгиль Монн-Иверсен (no:Egil Monn-Iversen)
- Оператор — Вячеслав Шумский
- Лартакан ӳкерçĕ — Сергей Серебренников
- Тум-тир ăстисем — Эльза Рапопорт, Людмила Строганова
- Сасă режиссёрĕ — Игорь Строканов
- Монтаж — Валентина Миронова, Лидия Коростелёва
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ulla prima И на камнях растут деревья. — 2007.
- Махнач В.Л. Роман Ю.П.Вронского «Странствие Кукши за тридевять морей» // журнал «Золотой Лев». — 2007. — № 99-100.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «И на камнях растут деревья» на сайте Киностудии им. М. Горького 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- «И на камнях растут деревья»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Повесть Юрия Вронского «Необычайные приключения Кукши из Домовичей» в библиотеке «Альдебаран» 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Повесть Юрия Вронского «Необычайные приключения Кукши из Домовичей» в библиотеке «ФанЛиб» 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Станислав Ростоцкин фильмĕсем |
|
---|---|
Земля и люди (1955) • Пеньковăра пулнă ĕç (1957) • Майские звёзды (1959) • Çичĕ çил çинче (1962) • Хĕллехи этюдсем (1963) • Пирĕн вăхăтри герой (1966) • Тунтикунччен пурнăпăр-ха (1968) • Шуçăмсем кунта тÿлек (1972) • Шурă Бим Хура Хăлха (1977) • Професси — киноактёр (1979) • Вĕçсепыравçă гусарсен эскадронĕ (1980) • Йывăç чул çинче те ӳсет (1985) • Фёдор Кузькин пурнăçĕ (1989) |
- Фильмсем, алфавитпа
- 1985 çулхи фильмсем
- Станислав Ростоцкин фильмĕсем
- ССРП фильмĕсем
- Норвегин темкурни фильмĕсем
- Норвегин истори фильмĕсем
- Викингсем пирки фильмсем
- Темкурни фильмĕсем
- М. Горький ячĕллĕ киностудин фильмĕсем
- Вырăсла фильмсем
- Нумай чĕлхеллĕ фильмсем
- Кнут Андерсенăн фильмĕсем
- Повеçсене экранизациленисем
- 1985 çулхи ССРП фильмĕсем
- ССРП темкурни фильмĕсем
- ССРП истори фильмĕсем
- IX ĕмĕрти истори фильмĕсем